Тăвăр çул
Йăкăрти газик, шурă юр çинче хура çип евĕр тăсăлса выртакан шоссе тăрăх çур сехете яхăн «тусан кăларттарнă» хыççăн, сасартăк сулахаялла пăрăнчĕ те тăпах чарăнчĕ. Сарманкин чарчĕ ăна.
— Тăхта! — терĕ вăл кăшкăрнă пекех хыттăн, шоферне хулĕнченех ярса тытса. — Ан васка... — Кабинăран тухма тăчĕ.
— Ăçта эсир, Василь Владимирыч? — начальникĕ тем тума хăтланнине курса, хыпаланса ӳкрĕ лешĕ.
— Çула кайса тĕрĕслес тетĕп. Тен, машинăпа кĕме çук унта...
— Пулать! Мĕн пăшăрханатăр эсир, Василий Владимирович?.. Кĕретпĕрех! — шантарчĕ шофер. — Виç-тăват çухрăма çуран çӳреместĕр ĕнтĕ...
— Путса ларсан? — аллине тыткăчран вĕçертмесĕрех ыйтрĕ Сарманкин.
— Лармастпăр! Курса кăна тăрăр акă...
— Асту эппин.
Газик çĕнĕрен хускалать те — эпир самантрах тарăн-тарăн çырмана кĕрсе тăратпăр. Чăн-чăн çырмана. Çыранĕсем те пур ун (вĕсен çуллĕшĕ пĕр-ик метртан та кая мар пулĕ), тĕпĕ те. Шывĕ çеç çук. Ун вырăнне вара — юр, юр... Иш те иш кăна, кăмăлу тăраничченех ашăнтар!
Пирĕн газикĕмĕр ишет. Нăйкăша-нăйкăша ишет вăл, сарăпсăрскер. Кĕрт курпунĕсене вата-вата тапăçланать. Пĕтĕм вăйран туртăннипе пулас, е пĕр çыран çумне çапăнать, е теприн çумне; вăхăт-вăхăт, хал çитереймесĕр, вырăнта тĕпĕртетсе-ташлакаласа та илет.
Çул, алтăна-алтăна çырмана çаврăннă çул, тăсăлать те тăсăлать. Хир варрипе авкаланса та хуçкаланса тăсăлать вăл. Эпир, хĕнпе пулин те, ун тăрăх малалла куçатпăр, малаллах шăватпăр.
«Ытла та тăвăр-çке ку çул. Лав е машина хирĕç килес пулсан, мĕнле иртсе каймалла-ха?» — ирĕксĕрех пăшăрхантаракан шухăш вĕçсе илет пуçра.
— Да-а, ик-виç çул каярах кунта пачах урăхлаччĕ, — ман шухăша сиснĕ пекех калаçса илет Сарманкин. — Такăрччĕ, сарлакаччĕ... — Паçăр вăл, шоссепе пынă чух, хыçалалла таянса, саркаланса ларнăччĕ, халĕ ятарласа тытма туса панă авăнчăк тимĕре çатăрланă та малалла ӳпĕннĕ.
Эпир малтан та юмахласах марччĕ те, çак çырмана лекнĕренпе пачах калаçма пăрахнăччĕ. Райком секретарĕ кĕтмен çĕртен сăмах пуçарни пурсăмăрăн кăмăлне те çĕклентерсе ячĕ. Пуринчен ытла — шоферăнне.
— Петров чухнехипе мĕн калаçма! Ун чух кунта татти-сыпписĕр машина, трактор чупатчĕ! Йывăç кăна мĕн чухлĕ турттармастчĕç пулĕ вĕсем?!
Сарманкин ăна хирĕç нимĕн те тавăрса каламарĕ. Анчах пĕрре уçăлнă кăмăлшăн ку чăрмав-ши вара? Паллах, çук. Пирĕн шофер та пуçланă шухăшне вĕçлемесĕр чарăнмарĕ-чарăнмарех.
— Çапла, йывăç, кирпĕч нумай турттаратчĕç вĕсем ик-виçĕ çул каярах, — рульне вăрт-варт çаваркаланă май тăсрĕ вăл сăмахне. — Çавăнпа мар-и çак çул та хальхинчен икĕ хут анлăрахчĕ. Халĕ мĕн кунта... Халĕ пыратăп та, акă, хăра-хăра шухăшлатăп: хирĕç килекен çеç тĕл ан пултăрччĕ, хирĕç килекен çеç...
Пиле килни пулать, теççĕ. Шăп ун сăмахĕ тĕлнех умри сăрт хыçĕнчен малтан пĕкĕ тăрри курăнса кайрĕ, унтан лаша пуçĕ тухса тăчĕ.
— Ну, вăт, каларăм-и сире, çапла пулчĕ те ак... — Çакăншăн райком секретарĕ айăплă пул-нăн, кăмăлсăррăн пăхрĕ ун çине шофер. — Хăшăмăрăн çул парас пулать ĕнтĕ халь: унăн е манăн? Саккун тăрăх, унăн памалла. Анчах çав янавар, малтанах пĕлсе тăратăп, çакăн тарăнăш юра ашса ниепле те иртсе каяймасть.
Çара çуна çинче самай хулăн пиеленнĕ хĕрарăм ларать. Машина çывхарнине курсан, вăл ырханкка лашине васкасах çул айккинелле пăрма пуçларĕ. Тилхепине карт-карт турткалать, чăпăрккипе те хăмсарса пăхать, анчах лешĕ çаплах итлемест: «çырма» çыранĕ çумнех çыпăçре пулин те, ун урлă ура ярса пусма çав-çавах хăюлăх çитереймерĕ. Ăна пирĕн, машинăна чарсах, пулăшса, ирттерсе яма тиврĕ.
Çĕнĕрен нăйкăшать мотор, эпир çĕнĕрен, пĕр çыранран теприне çапăнкаласа, малалла шăватпăр.
Таврара шап-шур тутăрлă тем анлаш уй сарăлса выртать. Ниçта пĕр хура пăнча кураймăн ун çинче. Катара çеç пысăках мар вăрман тĕксĕммĕн кăвакарать.
Юр кăçал, татсах каламалла, нумай. Апла-тăк — нӳрек пулатех. Ăна çуркунне сыхласа хăварма çех пĕлмелле. Ун чух вара çĕр, кĕркунне типĕ юлнине пăхмасăр, кӳренмĕччĕ.
Çутçанталăкĕ колхозник кăмăлне халĕ те ăнланмасть мар. Çăкăрлăх хатĕрленĕ кĕрпине алласах тăрать вăл. Çĕркаç та самаях хӳтерчĕ-ха. Пĕр чарăнми çурĕ. Паян та çăвать. Тăкать çеç.
Юхать, йăрăлтатса чупать хир тăрăх вылянчăк хӳреллĕ вĕçкĕнчĕк. Çула май шăтăк-путăксене сапласа тикĕслет вăл, çырма-çатрасене хĕве-хĕве лартать. Çав шутрах — эпир пыракан çак канава та.
Пĕрсĕмĕр те шарламастпăр. Шоферăн вăхăт çук: халĕ ун, юр вăйлă çума пуçланипе, баранкăпа ытларах вылянмалла. Сарманкинăн каллех хăйне шухăш: Василий Владимировичăн паян Вăрăмкасра пысăк ĕç тумалла, отчетпа суйлав пухăвĕ ирттермелле. Вăл шавлă пулассăн туйăнать, мĕншĕн тесен колхозниксем председателе урăх çынна суйласшăн иккен. Райком вĕсемпе килĕшесшĕнех мар. Çакна эпĕ Сарманкинăн паçăрхи сăмахĕсенченех лайăх туйса илтĕм. «Эпир çавнах хăварасшăн. Унсăрăн унта урăх кандидатура çук», — тенĕччĕ вăл. Вунпилĕк яллă колхозра председатель пулма юрăхлă çын чăннипех çук-и те — пĕлместĕп, анчах райком секретарĕ хăй шутланине тăвассишĕн пĕтĕм вăйран тăрăшасса эпĕ аван ăнлантăм. Çавăнпа хам ыйтусемпе ăна текех йӳтетмерĕм.
...Тепĕртакран эпир, ирĕксĕртен пулнă «çырмара» ишсе хăшкăлнăскерсем, ял тулашĕнчи сарлака кӳлепеллĕ çурт умне çитсе чарăнатпăр. Ку ял Вăрăмкас. Кунта — колхоз центрĕ.
Хĕл кунĕ шанчăксăр çын пекех ултавлă. Пуринчен ытла çулçӳренсене лартма, вĕсенчен кулма юратать вăл.
Шупашкартан эпĕ, çанталăк ăшшине пула, пушмак вĕççĕнех тухса кайрăм.
Район центрне чип-чиперех çитрĕм. Мĕн унта, юрла-юрла çитрĕм. Лере те ним ассăр çӳрерĕм. Варăмкаса кайнă чух вара... Мĕн-мĕн кăна каламарăм та мĕнле-мĕнле сăмахсемпе хăртмарам-ши хама инçе çула çакнашкал çăмăлттайла тухнăшăн! Сивĕ шăмма çеç мар, унăн миминех пырса тивсен, темĕне те асăнатăн иккен, темĕн те шухăшлатăн...
Машина, çилĕ пухакан вăкăр евĕр ӳлесе, ял тулашĕнчи пысăк çурт умне çитсе чарăнаять çеç — эпĕ кабинăран тункăр пăкă пекех персе тухатăп та Сарманкина та кĕтместĕп (вăл, хулăн тăхăннăскер, манран шоферне темĕнле кăтартусем парса юлать), пӳртелле ыткăнатăп. Кучанланнă ура пӳрнисем хамăн нимĕн те туймаççĕ.
Машина кабининче пушмак вĕççĕн сехет ытла ним хускалми тăр-тăр-тăр ташши ташланă хыççăн мĕнешкел савнăç иккен вăл тирпе сăрнă алăк курасси! Кунтан пысăк телей çут тĕнчере урăх çук та пулĕ. Чăннипе, эсĕ хăлăпа та тытман-ха, ун патне çеç çывхаратăн, сана хирĕç шалтан пĕтĕм шăмшака çемçетекен типĕ кĕл шăрши çапать. Ырă-ырă хум. Чĕрене лĕпсĕр яракан ăшă-ăшă хум...
Зал е «фойе» (ăна чăнласах та çапла каламалла-тăр, мĕншĕн тесен унăн, театрти пек, алак çине алăк) самаях ăшлăхлă. Сулахай енче, кĕтесре, сăнне тахçанах çухатнă пысăк кăмака сĕнксе ларать. Унпа юнашар, кăшт кунтарах, — варри çийĕнсе шуралнă вăрăм сĕтел. Ун тавра çич-сакăр арçын пухăнса ларнă та хĕрсе кайсах домино çапать. Эпĕ вĕсене килсе кĕнĕ çын йăлипе пуç тайсах сывлăх сунатăп, анчах вĕсем ман енне çаврăнса та пăхмаççĕ, — çат та çат! çатлаттараççĕ çеç шăмă шăкăрккисене.
Алăксем чăннипех те йышлă вара — ултă алăк. Кусем-ха тула тухса çӳремеллисĕр пуçне. Ăçта тата кам патне ертсе кĕреççĕ-ши вĕсем? Баржа пек саркаланнă тĕссĕр кăмака хыçĕнчи председатель пӳлĕмне-мĕн; сылтăмри — библиотекăна; унран леререхри — бухгалтерине; умри, ак, вăтаçĕрти, — клуба. Тепĕр икĕ алăкĕ ăçта илсе кĕме пултарнине пĕлейместĕп те.
Анчах ютран килнĕ çынна кунта пуринчен ытла вĕсем мар, «фойе» эрешлĕхĕ тĕлĕнтерсе пăрахать. Вăл, ниçта пĕр пушă вырăн çук темелле, йăлтах тĕрлĕ плакатсемпе, лозунгсемпе, диаграммăсемпе, таблицăсемпе тулса ларнă. Çаксене куратăн та: «Политикăлла-массăлла ĕç чăннипех те тивĕçлĕ шайра кусен», — палăртатăн ним иккĕленмесĕрех.
Куç умне, ытла хĕрлĕрен-и, чи малтанах шурă саспаллисемпе тем шултрăш шакмакласа çырнă транспарант тухса тăрать. Мана вăл, шăнса ĕнтĕркенĕскере, те йĕкĕлтес шутпа, те ырăпах, пуш уйăхĕ çине пуснине пăхмасăр, «Çĕнĕ çулпа та çĕнĕ телейпе» ялкăшса саламлать.
Хĕрлĕ пуставран аяларахра — стена хаçачĕ. Иртнĕ çулхи çулçă пекех сарăхнă пулин те, сатурлăхне ним чухлĕ те çухатмасть хăй. Ял халăхне вăл тăваттăмĕш уйăх ĕнтĕ, акă, тăтăш — çĕрле те ан çывăр, кăнтăрла та ларса каннă ан пул — «Конституци кунĕ ячĕпе ăмăртăва анлăн сарса» яма чĕнет.
Цифрăсем нумай курнаççĕ те, ку мĕн япала-ши тата? Çитĕнӳсен, сакăр çул хушши хастар кĕрешӳре пухнă çитĕнӳсен хăми иккен. Çырма та, ав, çаплах çырса хунă: «Малалла» колхозăн ялхуçалăх культурисен тухăçне тата сĕт суса илнин кăтартăвĕсем», — тенĕ.
Кирлĕ хăма, лайăх хăма. Ун çине пĕрре çех пăхса ил — артелĕн мĕнпур ĕçĕ-хĕлĕ сан куçу умĕнче. Ывăç тупанĕ çинчи пекех. Ку вара темĕнрен те паха. Мĕн каласси пур ĕнтĕ, чăн-чăн агитаци! Анчах темшĕн пĕтĕмпех йĕркеленсе çитеймен вăл — юлашки икĕ çул паллисем пачах лекмен унта. Алă кĕскерех пулнă пулас.
«Фойепе» пĕтĕмпех паллашса пĕтерсен, эпĕ те Сарманкин кĕнĕ кăмака хыçĕнчи алăк еннелле сулăнатăп.
Çăмламас стеналлă (якалма ĕлкĕрейменрен пулас, пĕренесем хушшинчен арăш-пирĕш мăк ластăкĕсем тăскаланнă) пысăках мар пӳлĕм. Ăна та тĕрлĕрен плакатсемпе илемлетнĕ. Хăйсене вара — ак ăçта вăл пултарулăх, ак хăват! — пурне те алăпа çырса хатĕрленĕ. Тăрăшса çырнă. Пуринчен ытла — апатлантарнă хыççăн культурăсен тухăçĕ мĕн чухлĕ ӳсме пултарнине кăтартакан цифрăсене. Вĕсем пысăк та, хитре те. Пĕр-пĕр ятарласа кăларнă вĕренӳ хатĕрĕ çинчи пе-кех.
Сĕтел хушшинче куçлăх тăхăннă вăтам çулсенчи çын ларать. Вăл, выртма çухаллă китель тăхăннăскер, пуçне малалла тайнă та пикенсех çырать. Пĕр листине пĕтерет те теприне пуçлать, унтан — виççĕмĕшне.
Алăк ăнсăртран хыттăн хупăнни ун шухашне сапаларĕ пулмалла, вăл пуçне çĕклет. Ман çине «ан çӳре-ха кунта, сансăр та тăкăскă» тенĕн сиввĕн пăхса илет. Çапах та эпĕ, пăртак иментĕм пулин те, ун енне алă тăсма хăюлăх çитертĕм.
— Ильин, — тавăрать çӳçентерекен сасă, кивĕ мунчала пекех лĕнчĕрти пӳрнисене аран хуçлатса. «Колхоз председателĕ апла...» Ку хушамата эпĕ çул çинче пĕр хут кăна мар илтнĕччĕ ĕнтĕ.
Ильин текех калаçса тăмасть, вăхăтлăха хунă ручкине ярса тытать те çĕнĕрен çырма пуçлать.
Чӳрече умне вырнаçса ларма ĕлкĕрнĕ Сарманкин та шарламасть. Вăл умне темĕнле хут тĕрки сарса хунă та пикенсех вулать.
— Ну, Порфирий Ильич, пуху пирки мĕн шутлатпăр-ха? — ыйтать пăртакран, папкине хупса. — Паян ирттереетпĕр-и ăна?
— Палăртнă пулсан, иртет пулĕ ĕнтĕ...
— Халăх ун çинчен пĕлет-и?
— Пĕлме тивĕçлĕ...
— Паян тепĕр хут каласа тухнă-и?
— Çукчĕ-ха... Хутне çыраттăмччĕ акă...
Пауза. Ильин ручки, çак самантпа усă курса, каллех темĕн тĕрлеме пуçăнать.
— Çынсем халĕ сирĕн мĕн ĕçлесе пурнаççĕ? — лешне чăрмантарас тенĕнех, тепер хут калаçу пуçарать Сарманкнн,
— Нимĕн те çук, — кĕскен хуравлать пăрлă сасă. Пĕр шухăшсăр хуравлать вăл.
— Менле апла?! — райком секрĕтарĕн пичĕ çинче ăнланман тĕлĕнӳ. — Хальхи вăхăтра епле ĕçсĕр пурăнмалла, тет-ха?!
— Итлемеççĕ... Паян, акă, ирпе пĕр-ик трактор вăрмана ярасшăнччĕ, пулмарĕ.
— Мĕншĕн?
— Кăмăллакансем тупăнмарĕç. Унта кайиччен вĕсем, ав, пухăнса лараççĕ те домино çапаççĕ.
Ильин ĕçне вĕçлерĕ курăнать, ручкине хурать те сĕтел хушшинчен тухать.
— Ку пӳлĕмре ларса чире ерме те пултаратăн, — вăл, кӳте пуçланă аллисене вĕре-вĕре, кăмака çумне пырса тытать. — Ă-ă, кахал, çакна та чăнтан хутман, ячĕшĕн çеç, — техничкăна пулас-и, ятласа илет çавăнтах.
Эпĕ малтан калаçăва хутшăнмарăм, итлесе çех лартăм. Ильин халĕ çырма чарăннă, пĕр-ик сăмах перкелешсе илме те юрать.
Правленинчен инçе мар, çĕр-çĕр аллă метрта, кирпĕчрен темĕнле çурт купалама пуçланă. Эпĕ, чӳрече витер вăрах хушă пăхса ларса та вăл мен япала пулма пултарасса тавçăрса илеймерĕм. Колхоз предеедателĕнчен çавăн пирки ыйтрăм та чи малтанах.
— Шкулччĕ...
— Малашне шкул мар-и ĕнтĕ?
— Шкулах пулĕ-ха та...
Эпĕ аптăраса юлнине туйса, ахăр, калаçăва Сарманкин хутшăнать.
— Шкул вăл, Порфирий Ильич, шкулах пулать. Унран текех выльăх вити тăваймăн. Эсе мана акă мĕн кала: çитес вĕренӳ çулĕччен ĕçе кĕртме шутлатăр-и эсир ăна, çук-и?
— Такам пĕлет...
— «Такам пĕлетпе» мар. Пуçланă япалана туса пĕтермеллех. Эсир унпа капла та ик-виç çул муталашмастăр-и ĕнтĕ?
— Мана председателе лартичченех пуçланă пулнă ăна...
— Çавă çав. Кун пек объектсем сирĕн тата пур. Пурĕ тăваттă. Пĕрне те туса пĕтермен, пуçланă та пăрахнă.
— Çĕнĕ председатель пĕтерĕ-ха...
— Тен, хăвах юлăн.
— Юлмастăп.
— Ан васка, халăх сăмахне кĕт. Вăл мĕн калĕ.
— Ĕçлейместĕп эпĕ кунта, пултараймастăп. Манăн райцентрти сберкассăри ĕçех лайăхчĕ...
Кунта эпĕ, чăннипе, пуху ирттерме мар, урăх ĕçпе, суйлав ĕçĕпе килнĕ. Вырăнти Советсене суйласси пирки указ тухнă май, редакци мана пĕр-пĕр кандидат çинчен материал хатĕрлеме хушнă. Ку ыйтупа парти райкомĕнче канашларăм та, шăпа Вăрăмкаса ӳкрĕ.
— Унта Леонтьева сысна пăхакан пур. Тăрăшуллă çын. Кандидата шăпах ăна тăратнă. Кайăр эппин çавăнта, — тереç агитаципе пропаганда пайĕнче.
Юлхавăн турри çывăхра тенĕ пек, канаш панă çĕре кайма та райком машиниех лекрĕ.
Анчах Зоя Леонтьевăна манăн Вăрăмкасра курасси пулмарĕ.
— Пурăнма вăл кунтах пурăнать-ха. Ĕçлеме вара Типçырмана çӳрет. Сысна ферми çавăнта та пирĕн, — «телейсĕр» корреспондента хĕрхеннĕн, пăшăрханарах пĕлтерчĕç бухгалтеринчисем.
— Питĕ те лайăх! Унта каяс тесен, хăш еннелле çул тытас пулать-ха?
— Çулĕ-мĕнĕ, инçех мар-ха вăл. Тӳрĕрен иккех çухрăм. Анчах эсир унта çуран каясшăн мар пулĕ те?..
— Паллах, çуран!
— Çук, — хирĕçлеççĕ иккĕн-виççĕн пĕр харăсах, — ун пек мар, аякран килнĕ çынна эпир çуран çӳретместпĕр. Çитменнине, эсир кунти çула та пĕлейместĕр-ха. Пĕр минут çех тăхтăр, халех лаша кӳлтеретпĕр.
Итлемех тиврĕ. Ырă ĕç тума шутланă парха-тарлă хуçасен кăмăлне епле тавăрăн-ха?
Кĕтетĕп. Пилĕк минут, вуннă, çур сехет...
— Чăрманма кирлĕ марччĕ. Çулне кăтартса янă пулсан...
— Çук-çук, ан калаçăр, лашапа каятăр.
Тата кĕтетĕп. Чăтăмлăх пăкки персе тухас патнех çитнĕ пулин те, кĕтетĕп. Хам канăçсăрланма пуçланине, паллах, правленинчисене палăртмастăп.
Алăри çĕлĕке йăвала-йăвала тепĕр çур сехет иртсе кайрĕ.
— Лаши ĕçре пулĕ те, мĕн тума чармалла-ха ăна çук япалашăн, — ним тăвайман енне, хушса хуратăп ларсан-ларсан.
— Лашасем пушах-ха. Уншăн кулянасси. çук. Сбруйне тупайманни çеç пĕтерчĕ. Э, пулчĕ, вăл та тупăнчĕ! Çăраççи уççине илсе килеççĕ авă...
Малалли калаçуран акă мĕн палăрать. Ут таврашĕ кунта аслă конюх аллинче иккен. Вăл, уявланма юратаканскер, пур чухне те ĕç вырăнĕнче тăмасть-мĕн. («Пулкалать унăн унашкалли, час-часах пулкалать».) Хăнăхнă йăлине паян та пăсман вăл. «Отчетпа суйлав пухавĕ те, епле-ха унта лешне тутанмасăр кайăн. Хĕрмелле, унччен пăртак хĕрмелле», — тенĕ те витерен ирех таçта кайса çухалнă. Юлашкинчен лаша хатĕрри çинчен пĕлтерчĕç.
— Леçме те хăвах кай ĕнтĕ, — теççĕ калама кĕнĕ конюха.
— Вăхăт çукрах вĕт. Выльăхсем валли каçхи апат тиеме каймалла.
— Ну, эсĕ вĕçтерсе кил эппин. Пурпĕрех ним ĕçсĕр супса ларатăн, — çаврăнаççĕ паçăртанпах пакăлтата-пакăлтата чикарккă мăкăрлантаракан чее куçлă арçын енне.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...