Тилĕ тытма та вĕрентĕм


Хăвăрах пĕлетĕр, пирĕн ялта сунарçăсем питех нумай пулнă. Кăтра Карачăм, Кусар Матви, Вĕçкĕн Ваççа, Карсак Çтаппанĕ, Çатма Петĕрĕ тата ыттисем те. Чылайĕшĕн ячĕсене те маннă ĕнтĕ эпĕ.

Анчах вĕсем пĕри те ман пек пултарайман. Хăшĕ-пĕрисем хĕлĕпе те пĕр куян тытайман. Хăйсем çаплах кунĕ-кунĕпе çăпата çĕтсе вăрман тăрăх сулланса çӳретчĕç.

Кăтра Карачăм хăйне чи ватă сунарçă тесе шутлатчĕ. Ваттине ватахчĕ ĕнтĕ: пичĕсем пĕркеленсе çитнĕччĕ, сухалĕ кăвакарса шĕвелсе юлнăччĕ, пуç тӳпинче пĕр çӳç пĕрчи те çукчĕ. Çапла пулин те ăна никам та чаплă сунарçă тесе шутламан. Вăл тискер, кайăксен йăлисене те пĕлместчĕ, кашни сунарçах: упа пыл çиме юратмасть, пилеш тесен каçсах каять, тетчĕ.

Кусар Матви тата: манăн асатте те, асаттен аслашшĕ те сунарçă пулнă, тесе мухтанатчĕ. Анчах хăй пĕр куян тытса курмасăрах вилсе кайрĕ.

Вĕçкĕн Ваççа вара суеçтерес тĕлĕшпе пуринчен те ирттерсе яратчĕ. Çавăншăнах ăна Вĕçкĕн Ваççа тесе ят пачĕç. Вăл та, Кăтра Карачăм пекех, хăй ĕмĕрĕнче пĕр куян та тытса курайман пулмалла. Намăс курас мар тесе, вăл яланах пĕччен çӳретчĕ. Юлашкинчен, çак Ваççа кунсерен пĕрер куян çакса килекен пулчĕ, куянне вара çурăмĕ хыçне çакатчĕ те, урам тăрăх ерипен те мăнкăмăллăн утса пыратчĕ.

— Ваççа пăяхам, епле пĕтмеççĕ-ха саншăн куянсем? — тесе тĕлĕнсе ыйтатчĕç кӳршĕ арăмĕсем.

— Ваççашăн куллен çирĕмшер куян çуралса пырать, — тетчĕ вăл, ыйтакансем çине пăхмасăрах.

Анчах эпĕ Ваççана нихăçан та ĕненместĕм. Çавăнпа пĕрре унăн хыçĕнчен кайса сăнарăм. Ваççа Тăмвар тĕлне çитрĕ те манăн куçран пачах çухалчĕ. Эпĕ ниçталла кайма аптăраса чĕлĕме табак тултарма тытăнтăм. Чĕлĕме чĕртсе те яраймарăм, — Ваççа тепĕр енчен куян çакса та тухрĕ. Тĕлĕнсех кайрăм, епле-ха ку пăшал пемесĕрех куян тытрĕ, тетĕп. Каçпала капкăн лартса хăварман-ши ку тесе, юриех вал тухнă вырăна кайсă пăхрăм. Ак, тамаша, Ваççа тухнă вырăнта сӳс ланчашкисем çеç вĕçкелесе тăраççĕ. Вĕçкĕн Ваççа куянне мĕнле тытнине часах тавçăра илтĕм. Ку, иккен, улталать-мĕн. Эпĕ ун хыççăн васкарăм. Ваççа, яланхи пекех, куянне çурăмĕ хыçне çакнă та, ерипен утса ялалла кĕрет.

— Аван-и, Ваççа пичче? — тетĕп.

— Аван, аван! Акă, пĕрне анкарти хыçĕнчех персе ӳкертĕм-ха, — тет.

Манăн унăн куянне тытса пăхас килчĕ. Анчах Ваççа яхăнне те ямасть. Эпĕ çапах та куянне хӳринчен ярса илтĕм. Ваççа куяна карт туртрĕ, куян ăшĕнчен виçĕ çурăм тылланă сӳс лĕпĕст! йăтăнса тухрĕ. Манăн алла куянăн хырăмне çĕлесе лартнă çип вĕçĕ кĕрсе кайнă иккен. Ваççа пĕр шуралса, пĕр хĕрелсе илчĕ те, нимĕн чĕнмесĕр хăвăрттăн малалла утрĕ. Çакăн хыççăн вăл сунарçă маррине хăмăр ял çеç мар, пĕтĕм тавра пĕлсе çитрĕ. Вăл иккен Çĕрпӳ пасарĕнчĕ куян тирĕ илнĕ те, унăн ăшне сӳс ланчашкисем чиксе, кунсерен мухтанçа çӳренĕ.

Ытти сунарçăсем те Вĕçкĕн Ваççаран ăстах пулман. Çатма Петĕрĕ кăна пăртак пултаратчĕ. Мана хама та тилĕ тытма çав вĕрентрĕ. Вăл акă мĕнле пулчĕ.

Пĕрре эпир хурал пӳртĕнче халлапланса лараттăмăр. Çатма Петĕрĕ хĕрсех калаçма пуçларĕ:

— Эсир пĕри те ман пек пултараймастăр, — тет çакă. — Эпĕ вăт, тилĕн йĕрне çеç тупам, тилли ман алăра пулатех.

— Суятăн, — тет Вĕçкĕн Ваççа, — сирĕн пеккисене çын тытнине курсан та çитетчĕ.

— Сирĕн пеккисем куян ăшне сӳс ланчашки тултарнипе те кăмăллă пулаççĕ-мĕн! Миçе хутчен сĕтĕрсе çӳрерĕн-ха çав куян тирне ял тăрăх? — тесе хучĕ Çатма Петĕрĕ Ваççана.

Эпир пер тапхăр кулса илтĕмĕр те, каллех Çатма Петĕрне каласа пама ыйтрăмăр.

— Питех ĕненместĕр пулсан, атьăр Ямаш вăрманне, — тет çак. — Тилĕ йĕрне шыраса тупăпăр та, тиллине епле тытнине хăвăрах курăр.

Вăл самантрах лашине кӳлчĕ те пире Ямаш вăрманне лартса кайрĕ.

Вăрмана эпир лăпах кăнтăрла умĕн çитрĕмĕр, Çатма Пĕтĕрĕ лашине пĕр вар пуçне тăратса хăварчĕ те пире вăрман ăшнелле ертсе кайрĕ. Хамăр карталанса тилĕ йĕрĕ шыраса пыратпăр. Нумаях та каймарăмăр, Кăтра Карачăм кăшкарса та ячĕ:

— Акă, тупрăм, килĕр-ха кунта часрах! — тет.

Вăл тилĕ йĕрĕ çинех тухнă-мĕн.

Пурте Кăтра Карачăм патне чупса пытăмăр! Чăнах та, Карачăм умĕнче тин çеç хывса хăварнă йĕр тăсăлса выртать. Эпир ун тăрăх йĕрлесе кайрăмăр та, часах пĕр чăтлăх тĕлне пырса тухрăмăр.

— Шăп пулăр, — тет Çатма Петĕрĕ. — Эсир çакăнта тăрăр, эпир, Лапшу Çтаппанĕпе, çак чăтлăх тавра çаврăнса килĕпĕр.

Сунарçăсем тăрса юлчĕç. Эпир, Çатма Петĕрĕпе, чăтлăх тавра кайрăмăр. Петĕр çурăмĕ хыçне уртса янă михĕ ăшĕнчен пĕр çĕклем кантра туртса кăларчĕ.

— Мĕн тăвасшăн эсĕ ку кантрапа? — тесе ыйтатăп çакăнтан.

Çатма Петĕрĕ нимĕн чĕнмесĕрех кантрана хамăр хыçран карса пыма тытăнчĕ. Эпĕ тĕлĕнсех кайрăм. Кантри çине кашни пĕр метртанах хĕрлĕ хăмач татăкĕсем çыхса тухнă, вĕсем пирĕн хыçран ялавсем пекех илемлĕн вĕçсе юлаççĕ. Çапла эпир хăмач татăкĕсем çыхнă кантрана карса, хамăр малтан кайнă вырăнах пырса тухрăмар. Ку тĕлте Çатма Петĕрĕ вунă метра яхăн кармасăрах хăварчĕ.

— Халех тытăпăр тиллине, — тет Çатма Петĕрĕ. — Анчах малтан иккĕн шалалла кĕрсе ерипен калаçкаласа çӳрĕр. Астăвăр, калаçасса хуллен калаçăр. Хытă шавласан, тиллине тытаймăпăр та.

Кусар Матвипе Вĕçкĕн Ваççа чăтлăх ăшне кĕрсе кайрĕç, эпир, Петĕрпе иксĕмер, пĕр пысак çăка хыçне пытанса юлтăмăр.

Унччен те пулмарĕ, мана Петĕр аякран кăрт! тĕртсе илчĕ. Шалалла пăхрăм та тĕлĕнсех кайрăм: — шалта, чăтлăхра, тилĕ урлă та пирлĕ чупкаласа çӳрет, хăмачлă кантра патне çывхарсанах каялла пĕрхĕнет. Çапла çӳресен-çӳресен çак тилĕ кантра карман вырăна шыраса тупрĕ те тӳрех пирĕн паталла вĕçтерчĕ. Вăл çитесси çич-сакăр утăм çеç тăрса юлнăччĕ, Çатма Петĕрĕ тĕллерĕ те пĕрре персех тилле йăвантарса ячĕ. Эпĕ тĕлĕнсе хытсах кайрăм.

Çатма Петĕрĕ тĕллерĕ те пĕрре персех тилле йăвантарса ячĕ.
Çатма Петĕрĕ тĕллерĕ те пĕрре персех тилле йăвантарса ячĕ.

Тилле çапла тĕлĕнмелле мелпе тытнă хыççăн эпĕ кунсерен Çатма Петĕре патне çӳреме тытăнтăм.

— Петĕр пичче, каласа пар-ха, тилĕ яланах хăмачлă кантра карман вырăна тупать-и? — тесе ыйтаттăм.

Анчах вăл, темĕн чухлĕ йăлăнсан та, мана тӳррипе каласа памастчĕ.

— Петĕр пичче, асту, — терĕм ăна пĕрреччен. — Хăçан та пулсан эпĕ те кирлĕ пулăп-ха.

Çатма Петĕрĕ çапах та хăйĕн мелĕ çинчен каласа памарĕ. Вара эпĕ çиленнипе килелле тухса утрăм, хам çул тăршшĕпе тилĕсене тытасси çинчен шутласа пытăм.

Ачасем, хăвăрах пĕлетĕр, çакăн пек чухне ман пуçа калама çук ăслă шухăшсем пырса кĕреççĕ. Эпĕ çĕрĕпе шутласа выртрăм, ире хирĕç тилĕсен йăлисене веçех ăнкартса çитрĕм. Вĕсем ире май апат шыраççĕ иккен, кăнтăрла пĕр чăтлăха кĕрсе выртса канлĕн çывăраççĕ. Тилĕсем нихăçан та çĕре выртса çывăрмаççĕ: çĕре выртсан, вĕсене кашкăрсем, упасем, шакалсем тытса çиме пултараççĕ. Çавăнпа вĕсем е пысăк çăка хăвăлне кĕрсе, е пĕр-пĕр хуçăлса аннă йывăçăн пысăк тункати тăрне хăпарса выртаççĕ. Тилĕ йĕрĕ чăтлăха кĕрсе кайсан, вара пĕрре иккĕленмелли те çук: тилли те çавăнтах пулать!

Ăста сунарçăсем çакнашкал вырăна тупсан, вăл чăтлăх тавралла хĕрлĕ хăмач татăкĕсем çыхнă çип е кантра карса тухаççĕ, пĕр вырăна кармасăр хăварса, унта тĕл перекен сунарçа тăратса хăвараççĕ те хăйсем малалла кĕрсе каяççĕ.

Тилĕ питех те чее. Вăл темĕнле пĕчĕк сасса та таçтанах илтсе тарма пултарать. Çавăнпа шала кĕрсе каякан сунарçăсем ерипен калаçса çӳренипех канлĕ çывăракан тилле вăратма пултараççĕ. Вĕсен сассине илтсенех тилĕ вăранса каять, самантрах йĕри-тавралла пăхса илет те, шалта утса çӳрекен сунарçăсене курах каять. Тунката çинчен ерипен сиксе анса вăл вара тарма пикенет. Анчах вăл часах сунарçăсем карса хăварнă хăмачлă кантра патне çитсе тухать.

Тилĕсем нихăçан та карса хăварнă кантра урла каçса каймаççĕ. Вĕсем яланах каялла çаврăнса тата хытăрах тарма пикенеççĕ. Анчах вĕсен çулне каллех çавнашкал кантра пӳлсе лартать. Тилĕсем вара, тарăхса çитсе, каллĕ-маллĕ хыта чупса çӳреме пуçлаççĕ. Çапла вĕсем, кантрапа карса хăварман вырăна тупса, унтан çилçĕмрен пек тухса сунарçăсенчен тарса хăтăлма ĕмĕтленеççĕ. Паллах, вĕсен ĕмĕтленни те ахалех пулать, вĕсене унта сыхласа тăракан сунарçă пур-пĕрех пере-пере ӳкерет.

Пĕр каç шутласа выртса, эпĕ çакна çеç мар пĕлтем. Эпĕ чăтлăхалла кĕртсе янă Кусар Матвипе Вĕçкĕн Ваççана Çатма Петĕрĕ мĕншĕн ерипен калаçма хушнине те ăнланса илтĕм. Шалалла кĕрсе каякансем хытă шавланипе канлĕ çывăракан тилĕ сасартăк вăранса каять те, ăна-кăна тавçăрса илмесĕрех, хăмачлă кантрана асăрхаймасть, вăл ун урлах каçса каять. Вара, паллах, кантра кармасăр хăварнă вырăнта темиçе кун кĕтсе ларсан та пĕр тилĕ те тытаймастăн.

Пурне те паллă, çакнашкал лайăх меле Çатма Пĕтĕрĕ ниепле те хăй тĕллĕн шутласа кăларма пултарайман. Вал ăна такамран илтсе çеç пĕлме пултарнă. Анчах, çак мел тилĕсем тытма лайăх пулсан та, эпĕ ăна килĕштермерĕм. Килĕштерме те май çук, мĕншĕн тесен пĕр тилĕ тытас пулсан та, пиллĕкĕн-улттăн ланккаса çӳремелле, кантра явмалла, кантрине хăмачсемпе илемлетмелле, юлашкинчен, ăна йăтса çӳресе ăшша пиçмелле. Эпĕ унашкал сунарçă мар. Эпĕ пĕччен кайсах кунне вуншар тилĕрен кая мар тытма юрататăп.

Çапла эпĕ тилĕсем тытмалли çăмăл меле хам шутласа кăлартăм. Шантарсах калатăп, çакнашкал меле Çатма Петĕрĕ мар, тĕнчери пĕр сунарçă та шутласа кăларас çук. Вăл мел манăн питех те çăмăл, унпа эпĕ каçсерен вăтăршар е ытларах та тилĕ тытса таврăнатăп. Çавăн пек лайăх та çăмăл меле манăн ăслă пуç акă мĕнле шутласа кăларчĕ.

Çулла, Çĕрпӳ пасарĕнчен тавăрăннă май, манăн Ямаш вăрманĕ урлă каçмалла пулчĕ. Эпĕ çулсăр-мĕнсĕрех утрăм, çапла хĕлле Çатма Петĕрĕ тилĕ тытнă вырăна пырса тухрăм. Килнĕ-килнех, çав чăтлăха та кĕрсе курам-ха тесе шутларăм. Шаларан та шала кĕрсе пыратăп, ăçта пăхнă унта ура пусмалла мар çатрака та чăтлăх ларать. Çапла эпĕ пĕр тарăн вар хĕррине пырса тухрăм. Унăн тĕпне ĕмĕрне те çын анса курман пулĕ, мĕншĕн тесен çӳлтен пăхсан тĕпĕ те курăнмасть. Эпĕ ăна-кăна пăхмасăрах çырма тĕпне анса кайрăм. Пăхатăп та шалтах тĕлĕнсе кайрăм, — çырма тĕпĕнче ăçта пăхнă унта тилĕ чĕпписем кĕшĕлтетсе çӳреççĕ.

— Э-э, ку варта тилĕсен йăви иккен, — терĕм, — ну пурăнăç кайрĕ Лапшу Çтаппанĕн, — терĕм.

Шутлама тытăнтăм тилĕ йăвисене. Анчах шутланă çĕртех каç пулса ларчĕ. Питĕ хĕпĕртесе таврăнтăм вăл кун пасартан.

Кĕркунне, юр çăвас умĕн, эпĕ çав вар тĕпне пысăк шăтăк алтрăм та, унта хăмаран çапса тунă тарăн ещĕк кĕртсе лартрăм. Хĕллехи тăман каçсенче эпĕ яланах çав ещĕке чĕрĕ куян кайса яраттăмччĕ. Манăн йĕре асар-писер сăлпăран тăман хам хыççăнах çĕтерсе хăваратчĕ.

Тилĕсем куян шăршине темиçе çухрăмранах сисеççĕ. Вĕсем вара, выçă майĕпе, пĕрне-пĕри ăмăртсах çав куян патнелле чупаççĕ, эпĕ чавнă шăтăка пĕрин хыççăн тепри ӳксе пыраççĕ. Куянĕ хытăран хытă çухăрать, тиллисем унăн сассине илтсе таçтан-таçтан пуçтарăнса килеççĕ.

Куянĕ хытăран та хытă çухăрать, тиллисем унăн сассине илтсе таçтан-таçтан пуçтарăнса килеççĕ.
Куянĕ хытăран та хытă çухăрать, тиллисем унăн сассине илтсе таçтан-таçтан пуçтарăнса килеççĕ.

Çапла эпĕ каçсерен вăтăршар, хĕрĕхшер тилĕ тытса Ĕсмĕл пасарне лавĕ-лавĕпе тилĕ тирĕ ăсататтăм. Çакăн хыççăн манран хамăр ялти сунарçăсем кăна мар, пĕтĕм таврари сунарçăсем те тĕлĕне пуçларĕç. Çатма Петĕрĕ те кунсерен ман пата пырса йăлăнма тытăнчĕ.

— Çтаппан шăлнăм, тархасшăн каласа парсам ĕнтĕ: эсĕ мĕнле çавăн чухлех тилĕ тытатăн? — тесе минрететчĕ.

— Çăкăр-тăвар хире-хирĕç теççĕ вĕт, Петĕр пичче, — теттĕм эпĕ ăна. Çав вăхăтрах хам лаша кӳлсе, каçпа шăтăка тулса ларна тилĕсене тиеме тухса каяттăм.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: