Сăвă вăрттăнлăхĕ
Çуралчĕ шик: тен, вăхăтăн хаччи
Пуш сăввăма касса кĕскетĕ шелсĕр?
Йĕркем ан пултăр сумсăр çил ачи,
Ăсталăх уйĕ, эс ан лар çĕмелсĕр!
Кил, пĕчĕк пĕлĕт, мăнтăркка ача пек,
Çĕн уйăхăн шур кăкăрне ĕмме!
Ыр-сывă чух, ма пурнăçран эп чакăп?
Шырам-ха вĕçĕм çĕнĕ кĕввĕме.
Юл, пӳлĕм, юл, сĕтел! Эсир-и
Пуççаптарма пултарăр халь мана?
Калам: эсир çук пултару пушхирĕ...
Тен, хам та эп вăрмансăр тăмана?
Хам çĕршер хут сăнланă сив чулра та
Тупам хальччен асăрхаман шевле:
мана çав чул шăпи те шухăш патăр...
Тула! Пите, хĕвелĕм, писевле.
Эппин, куçра сенкер тĕтре пек явăн,
каçхи тӳпе! Кашни турат çинче
ман шухăш ярăнтăр чуччу!
Эх, явăл, —
аван-çке пултарулăх сăпкинче.
Ăна хăшсем халтан кайса шыраччăр
хваттер читлĕхĕнче пукан хĕртсе.
Унпа вĕсем тĕл пулас çук: сар каччă,
ăслах пулсан, ларать-и хĕр кĕтсе?
Кунçул вăрманĕ, ум тулли илемĕ
канмасăр шыраттартăр тупсăмне.
Тумлам-тумламăн пуçтарса илем-и
кашни чĕрен таса, ыр туйăмне?
Эй, парăр сас!
Сире эп ăмсанатăп,
ман ирĕклĕ çилсем, таçти çулсем.
Сире те ĕмĕт тӳпинчен сăнатăп,
хальччен курман ял-хуласем, туссем.
Эсир ман чун тинĕсĕнче кĕрлетĕр...
Çула чĕнсе çĕклентĕр çĕнĕ хум.
Çĕн кун çĕн сăвă йĕркине йĕрлетĕр,
ан тăтăр хупă эп çӳрен алкум.
Шухăшсем
Your website, chuvash...
Are you maximizing the potential of your...
Your website, chuvash...
Every day, websites like chuvash....
I recently tried https://killakush...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...
Мана питĕ килĕшрĕ...
I recently tried https://killakush...
Get more leads for your chuvash...