Марине
Вăтанчăк хĕр Марине...
Пĕлеесчĕ кăмăлне:
Чунĕ савнă каччăпа
Çумăн ларма вăтанать,
Ял умĕнчех ют яшпа
Чуп тăвашать, савăшать.
Эй, тусĕ, шеремет,
Савмасть тесе кӳлешет.
Аппăш курчĕ, йĕкĕлтет:
— Спектакльте вылять тет.
Хĕрлĕ питлĕ Марине...
Кураясчĕ нар сăнне:
Савнă каччи аллинче
Сăнӳкерчĕк тĕсĕ çук,
Ют каччăсен аллинче —
Шутласа та тупас çук.
Эй, тусĕ, шеремет,
Улталать тет, кĕвĕçет.
Аппăш курчĕ, йĕкĕлтет:
— Хаçат çинчи сăн вăл тет.
Кураясчĕ Марине
Хирĕç тухса илнине.
Хăта чĕнсе юр юрлать,
Кашни килех янратать;
Хирĕç чĕнин — сас памастъ,
Шыра-шыра тупăнмасть.
Эй, тусĕ, шеремет,
Хĕр тухманшăн çилленет.
Аппăш курчĕ, йĕкĕлтет;
— Шупашкартан юрлать тет.
Çураçнă хĕр Марине
Пыратех-шим каччине?
Сăмах татса çураçсан,
Каччи пынă хĕр лартма;
Пушах кайнă çаврăнса —
Тăрантаса хĕр ларман.
Эй, каччи, шеремет,
Пымасть тесе тек йĕрет.
Аппăш курчĕ, йĕкĕлтет:
— Такси тытсан пырать тет.
Шухăшсем
Hoping to revitalize your website...
Your website, chuvash...
Ready to energize your website vi...
Is your website chuvash...
Get more leads for your chuvash...
Struggling with a sluggish websit...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...
Тĕлĕнмелле çырнă...