Турамăш


— Мана мар, Турра тав ту, хĕрĕм. Чĕрӳ тапма чарăнсан вунă минутран пурнăç парнелерĕ Вăл сана. Медицина ун пекех хăватлă мар, кăна тума тĕнчене тытса тăракан Вăй кăна пултарать. Çĕнĕрен çуралтăм тесе шутла. Сентябрĕн çирĕм пĕрремĕшĕ иккĕмĕш çуралнă кун пулĕ ӳлĕмрен саншăн, хĕрĕм, — терĕ кăмăллăн.

Ман унпа татах та татах сăмахлас килчĕ, ӳт тулашĕнче чун мĕн-мĕн курнисене каласа парас хевте те пурччĕ, анчах куçăмран куççуль ярăнса анчĕ те, урăх сăмах чĕнеймерĕм.

— Ну-ну, хĕрĕм, ан макăр. Халь лăплан, сан канмалла, вăй пухмалла, вара тепĕр чух калаçăпăр, — терĕ хирург ман шухăш-туйăма пĕлнĕ пекех.

Тухтăрсем темĕн кăсăклансах сӳтсе явса майĕпен пӳлĕмрен тухрĕç. Эпĕ йĕри-тавралла куç ывăтрăм: хĕвел шевлипе чăпăл тунă палатăра пĕчченех-мĕн. «Йывăр операци хыççăн чирлисене вырттаракан пӳлĕм ахăртнех ку», — хам тĕллĕн тĕшмĕртрĕм çавăнтах. Темшĕн Виктор Андреевич калани хăлхара тепĕр хут янăраса кайрĕ: «Турра тав ту... вунă минутран пурнăç парнелерĕ Вăл сана». Клиника вилĕмĕ хыççăн пациента ку тĕнчене тавăрмалли вăхăт ултă-çичĕ минутран ытла мар тенине унчченех таçта вуланăччĕ. Апла... Апла эпĕ ку таранччен Турăсăр пурăнсан та Вăл мана самантлăх та манман пулса тухать-и-ха? Вăл мана, айван та суккăрскере, çапла тăна кĕртрĕ пулĕ эппин.

Шăп çак самантра палата алăкĕ уçăлнă пек пулчĕ, анчах никам кĕни-туни те сисĕнмерĕ.

«Тăхта, юлташăм, унта кĕме юрамасть, — илтĕнчĕ коридортан хĕрарăм сасси. — Йывăр операци пулнă, пăлханма пачах юрамасть ăна.»

Медсестра такампа ман пирки сăмахланине ăнкарса хам ăссăн йăл култăм — Турă хăй упраса хăварнă тăк халь тин пит шикленме те кирлĕ мар-тăр?

«Ман питĕ курмалла ăна, сестра. Эпĕ айăплă ун умĕнче, — тăванран та тăван сасă (Вадим сасси!) хăлхама пырса кĕчĕ çак вăхăтра. — Ман каçару ыйтмалла унран...»

«Кам пулатăр эсир пациентшăн?»

«Упăшки эпĕ, Вадим ятлă.»

«Итлĕр-ха, упăшки, — çирĕппĕн тухрĕç хĕрарăм сăмахĕсем, — кунта айăп каçарттарса çӳреме чиркӳ мар. Арăмăр ахаль те пĕрре вилсе чĕрĕлнĕ сирĕн, юн нумай çухатнă вăл, пуç купташки те сиенленнĕ. Виктор Андреевич ун патне никама та кĕме ирĕк паман, çав шутрах упăшкине те. Уссăр павраса тăриччен юн илекен центра кайса хăвăрăн юнăра парăр. Арăмăр патне ытти пациентсем выртакан палатăна куçарсан тин килме пултаратăр.»

Вадим нимĕн калама аптăрарĕ курăнать, пĕр кана сас-чӳ илтĕнмерĕ. «Апла тăк çак чечек çыххине те пулсан илсемĕр,» — упăшкан тилмĕрӳллĕ сассине илтрĕм вăрахран.

«Палатăна чечек-таврашпа та кĕме юрамасть, — хальхинче шураппа кăшт йăвашланнăн туйăнчĕ. — Ну юрĕ, Вадим терĕр-и çак, хурса хăварăр çакăнта. Илем тени кăмăла çĕклет вăл...»

Куç хупанкисем сăмалапа çыпăçтарнăн йывăрланса-йывăрланса пычĕç. Эпĕ каллех çăра кĕсел пек туйăнакан ыйха путнă.

 

* * *

Реанимацинче пилĕк кун майлă сипленнĕ хыççăн шăм-шаккăм вăй илсе пынине туя пуçларăм. Тăрса ларакан пулсан пĕтĕмĕшле сусăррисен палатине куçарчĕç мана. Пĕрре куç ывăтса илнипех ăнлантăм — эпĕ ку пӳлĕмре унччен пулнă. Авă, кĕтесре, фараон мумине аса илтерекен хĕрарăм выртать, ун çумĕнче сылтăм урине амантнă Полина. Тăватă чирлĕ хĕрарăмран халь иккĕн çеç юлнă-мĕн, тепĕр иккĕшĕ сывалса тухнă ахăртнех.

Медсестрапа санитарка Полина çумĕнчи шурă çиттиллĕ кравать çине вырнаçтарчĕç мана. Шураппа пăт-пăт тумлакан эмел пăрăхне каллех аллăмри юн тымарĕпе çыхăнтарчĕ те: «Шĕвекĕ юхса пĕтес умĕн çак хĕрлĕ тӳме çине пусса систерĕр,» — тесе палатăран тухрĕ. Çĕнĕ çын пуррипе-тĕр, хĕрарăмсем тăруках чĕмсĕрленчĕç, пӳлĕмре пĕр авка шăплăх хуçаланчĕ. Сăмах çăмхине ăçтан сӳтме пуçламаллине чухлайманран эпĕ те шарламарăм-ха. Çапла мĕн вăхăт иртрĕ-ши — калама хĕн, анчах куç хупанкисем йывăрланса çитнине туйрăм та хам сисмесĕрех персе ятăм:

— Полина, эпĕ çывăрса кайма пултаратăп. Эмел тумлама пăрахсан сестрана систер, тархасшăн...

Эпĕ ăна хам палланипе питĕ çывăх çын пек туйса илнĕччĕ çав самантра, анчах хĕрарăм мана пуçласа курни çинчен пач маннăччĕ пулас. Ку яхăнта манран хăпа та пĕлмен йăлăхтармăш ыйхăран вăрансан пĕрремĕш ыйту çапларах пулчĕ:

— Каçарăр та, эсир мана епле паллатăр? Эп сире пĕлместĕп-çке?..

Полина иккен. Эпĕ хăйне ятран чĕннипе шалт аптăранă-тăр мăнтарăн. Сывă урине кравать хĕрринчен усса ман çине тĕлĕнĕçлĕн тинкерсе ларать.

— А-а, — йăл кулма хăтланса ятăма каларăм эпĕ. — Ан тĕлĕн, Полина, эсир юмахланине ăнсăртран тăнлама тӳр килнĕччĕ. Мĕн... леш... операци сĕтелĕ çинче чун тухса тарсан килсе лекрĕм сирĕн палатăна. Эсир тăваттăн выртаттăрччĕ. Сире вара, — эпĕ пуçăма фараон мумийĕ еннелле сĕлтрĕм, — лавккана çăкăр илме тухсан çул çинче машина çапса хăварнă. Çапла вĕт?

— Çапла, — тĕлĕнсе сăмах чĕнчĕ хайскер.

— Ятăра пĕлейместĕп тульккăш, эсир каламарăр ун чух...

— Света эпĕ. Хăçан вăл — «ун чух»? Ас тумастăп-çке нимĕн те, — пушшех аптăранăн сас пачĕ хĕрарăм.

— Калатăп-çке, «чун ӳтрен тухса тарсан» тесе. Вилсе чĕрĕлнĕ вĕт эпĕ, илтмен-и?

Чирлисем пĕр-пĕрин çине кăлин! тинкерчĕç, те аташать терĕç ĕнтĕ, анчах пурне те пĕлес килекен туйăм этемре нимрен те хăватлă ларать-мĕн. Полина çав кăсăкланăва çĕнтереймесĕр пĕр вырăнта йăкăлт! сиксе илчĕ те такам илтесрен шикленнĕн çурма саспа ыйтрĕ:

— Вара?.. Мĕнле унта? Каласа парăр-ха...

Чун кĕлеткерен уйрăлсан мĕн курни-илтни каллех куç умне капланса килчĕ. Çавăнтах Пирĕшти сăмахĕсем ахрăмланса хăлхара янăраса кайрĕç: «Этеме иртĕхсе пурăнма çут тĕнче кăтартмасть Çӳлхуçа, вилĕмсĕр пурнăç валли хатĕрленме çуратать...» Эпĕ... эпĕ вара ку таранччен мĕнле пурăннă? Турра сума сăвасси çеç мар, Вăл пур тесе шухăшласси те пулман. Хам ĕмĕрте чиркӳре икĕ хут — тĕне кĕртнĕ тата венчет тунă чух — пулнă. Çакă йĕркеллĕ тесе сĕмленнĕ-çке иçмасса. Пурнăçăм яп-яка кăлтăртатса кусса пынинче те хамăн тӳпене çеç курман-и тата? Ятлă-сумлă фирма ертӳçи-çке! Урăх мĕн кирлĕ? Сăмса пĕлĕте перĕнменни кăна. Çитменнине çемьере те тату пурнăç, упăшкам мана çеç юратать тесе шутланă мар-и? Турă валли ăçта вырăн унта? Ăна ăраскалсăррисемпе пурнăç сакăлтине сирпĕнсе юлнисем тилмĕрччĕр. Вĕсем валли те ĕç мăй таран унăн. Турă мана нимĕн те туса паман, йăлтах ак çак ылтăн пуçăмпа тата ик ĕçчен аллăмпа меллештернĕ тесе каппайланмастăм-и мăшăрăм умĕнче те? Эй, айван! Çав «ылтăн» пуç купташки чăл-пар саланса каясран Турă упраса хăварман тăк, усал-тĕсел ман хӳтлĕхсĕр чунăма хăйсен Турăсăр сивĕ тĕнчине туххăмрах сĕтĕрсе каятчĕ ĕнтĕ. Хăйне пĕлмен, сума суман ачисене те çав таран юратма пултаракан Туррăн хăвачĕ упраса хăварнинчен тепĕр хут вышкайсăр тĕлĕнсе выртаканскер, эпĕ хĕрарăмсене шăппăн çеç сăмах хушрăм:

— Пĕлетĕр-и, хĕрсем, Турă пур... Эпĕ халь çакна тин ĕнентĕм. Мана Вăл чунăма çăлма тепĕр хут çуратрĕ.

 

* * *

Унтанпа шăп çулталăк иртрĕ. Вăхăт урапи шав малалла кăлтăртатнăçемĕн пирĕн çемьере те улшăнусем пулса иртрĕç — Вадимпа иксĕмĕр уйăх каялла аттепе анне пулса тăтăмăр. Çитменнине икĕ хут аттепе анне! Йĕкĕреш ачасем — ывăлпа хĕр — парнелерĕ пире Турă. Мана çăлса хăварнă тухтăра асра тытса Виктор тата Виктория ят патăмăр вĕсене.

...Паян сентябрĕн çирĕм пĕрремĕшĕ, манăн иккĕмĕш çуралнă кун. Таврара сап-сар шевлепе çиçсе тăракан юмахри евĕр ылтăн кĕркунне. Пушкин ытахальтен çак вăхăта ытараймасăр каçăхсах сăвă çырман-тăр ĕнтĕ. Аллейăри сарă-хĕрлĕ-хăмăр çулçăсене чăштăртаттарса чиркӳ еннелле утатпăр Вадимпа. Мăшăрăм тĕксе пыракан икĕ вырăнлă кӳмере ывăлпа хĕрĕмĕр тутисене тĕлĕкре те чăпăрт-чăпăрт тутарса паппа тăваççĕ. Эпĕ, çулталăк каялла шăп çак кун пулса иртнĕ пăтăрмаха аса илкелесе шухăш сĕлкĕшĕнче ашса пыраканскер, чипер утнă çĕртех тăп чарăнса тăтăм.

— Итле-ха, Вадим, — эпĕ пĕлейменни ун куçĕнче мар-и тенĕн упăшкама куçран тинкертĕм, — Турă амăшĕ хăçан çуралнă?

Чун тĕнчи еннелле ман евĕрлех пирвайхи утăмсем тăвакан мăшăрăм эпĕ мĕн шухăшпа çапла ыйтнине тавçăраймасăр хулпуççине сиктерчĕ:

— Пĕлместĕп, Мариша. Мĕн пулчĕ сасартăк? Чиркӳре пĕлеççех ĕнтĕ, ыйтатпăр ак...

Хăй çавăнтах тем самантра куçне уçнă хĕрĕмпе сассине йăвашран та йăвашлатса калаçма та пуçларĕ. Тĕлĕнмелле çын иккен ман Вадим. Ачасем çуралнă хыççăн çеç эпĕ ăна пачах çĕнĕлле куçпа курса хаклама вĕрентĕм мар-и. Тавах Турра çакăншăн.

— Турамăш çуралнă кун тĕне кĕртнĕ мана, ятăм та Мария. Пĕлмеллех ман çак уяв хăçан иккенне... — чиркӳ картишне кĕнĕ май те хампа хам калаçрăм, те упăшкана ăнлантартăм.

Курман та: пĕр çамрăках мар хĕрарăма пырса çапăнасран аран пăрăнса ĕлкĕртĕм. Хĕрес хывса илчĕ те хайхискер пирĕн енне çаврăнса:

— Каçарăр, ачамсем, уяв ячĕпе сире, — терĕ, унтан айккинелле пăхса хушса хучĕ, — Таса хĕр Мария, эсĕ те каçар, васкатăп, нумай тăраймарăм, çырлах мана, çылăхлăскере...

Çакна илтсен Вадимпа иксĕмĕр те пĕр харăс персе ятăмăр:

— Калăр-ха, мĕнле уяв паян?

— Турамăш çуралнă кун паян, ачамсем.

Хапха алăкĕн шашулкки хăй вырăнне шăнкăрт! кĕрсе ларнă майлах пулчĕ ку. Мĕн пулни-иртнине пĕр чĕрĕм самантра йăлт ăнланса илнĕскер, мăшăрăм çумне тĕршĕнтĕм те савăнăç куççулĕ тăрук килекен çумăрла куçран шапăр-р! юхса аннине сисрĕм. Турамăш çуралнă кун апла мана Турă нимле виçене те шăнăçайми парне кӳнĕ — чунăма çăлмалли иккĕмĕш пурнăç парнеленĕ.

 

Утă уйăхĕ, 2008.

■ Страницăсем: 1 2

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: