Сетреслу ĕмĕрĕ


Чăр-р! тинкерчĕ карчăк Ольăна, хĕр шарт сикрĕ. Ай-уй, çав, çав куç мар-и?!.. Пĕртен-пĕр чӳречерен урамалла тĕмсĕлчĕ Оля — хĕвел анса ларнă иккен. Турăçăм! Нивушлĕ тухатмăша тухнă çав хĕрарăмах ларать ун умĕнче? Сиксе тăрасшăнччĕ Оля — пултараймарĕ. Калăн, урисене урай çумне пăтапа çапса лартнă. Юнашарах тĕпсĕр хура куçлă карчăк. Вилĕм пурăнать унăн куçĕсенче. Палт! сикрĕ урай варне çăмламас хура кушак. Вилнĕ ача чунĕ! Тăм юпа пек хытса ларать хĕр. Карчăк пӳртрен шăппăн тухрĕ. Хускалма çаплах-ха хăват çитереймерĕ Оля. Хăйпе хăй те хуçа мар вăл халь. Ури те, пĕтĕм кĕлетки те сиксе чĕтрет иккен унăн. Алăк ерипен уçăлчĕ те пӳрте тĕлĕнмелле чипер хĕр кĕчĕ тăчĕ. Кĕнĕ-кĕмен хĕвел пек сăпайлăн йăл кулса ячĕ. Оля шăнкăрт хытнăскер, ылмаш курмастăп-ши тесе куçне мăч-мăч хупкаласа илчĕ. Çук, нимле ылмашу та мар иккен. Тĕрĕллĕ шур кĕпе тăхăннă, шур саппун çакнă чăваш пики тăра парать ун умĕнче. Пуçне темшĕн хура тутăр çыхнă. Чим-ха, куçĕ? Хурлăхан пек хуп-хура куçне тĕм хура тутăр тĕксĕмлетнĕрен пушшех те чĕррĕн, вăйратса çунакан куç. Е, тен, карчăкăн хĕрĕ-ши вара ку? Тем, ялта апла-капла асăннине илтмерĕ-çке Оля. Е каллех... Оля ку хăрушă шухăш тапах пырса çапнăран, паçăрхи ăнкарăвран та сĕхĕрленме пăрахманскер, хальхинче вĕттĕн-вĕттĕн чĕтремех пуçларĕ. Пӳрте кĕрсе тăнă хĕрупраç малтан карчăк ларнă вырăнах пырса вырнаçрĕ. Кĕринччĕ юмах ярса кăтартнă кинемей хăвăртрах пӳрте — вара Оля пуçĕнчи пĕтĕм иккĕленӳ те туххăм сирĕлĕччĕ.

— Тăватçĕр çула яхăн иртрĕ унтанпа... — типĕ çанталăкра аçа çапнăн янăраса кайрĕç «хĕр» сăмахĕсем.

Епле тĕшĕрĕлсе анмасăр чăтса ларайрĕ-ши Оля? Кăвакарса-шурса, вилнĕ çын тĕслĕ пулса кайрĕ вăл самантрах. «Хĕр» йӳçĕ улма çинĕ чухнехилле пит-куçне пĕркелентерчĕ те лĕх-лĕх-лĕх кулса ячĕ. Унччен те пулмарĕ, кăмака хыçĕнчен пĕчĕк ача сасси илтĕнчĕ. Ăçтан тупăнма пултартăр çак лапчăк çуртра пепке? Оля, хăль ĕнтĕ темрен тем те кĕтме хатĕрскер, кăшт сисчĕвленчĕ. Ăнланчĕ вăл — пĕтĕмпех, пĕтĕмпех пĕр-пĕринпе çыхăннă ку пӳртре. Çак хăрушă пӳртре. Тухса каяйать-и вăл паян кунтан? Ку та паллă мар. Çак самантрах пуç миминчи сыхлăх янравĕсем хăйсене аса илтерчĕç: «Çын вĕт эсĕ, Оля, тухатакан куçлă мар пулсан та — çын! Мĕн те пулин шутласа тупма тивĕçех эсĕ. Енчен те усал вăйсен хура асамĕ пур пулсан, санăн вара ăсу-тăну, чĕрĕ пурнăçшăн талпăнакан ăсу-пуçу вырăнтах-çке. Ĕçлеттер ăна, ĕçлетĕр!..»

— Ача-а? — ыйтрĕ хăйса Оля.

— Çапла, ача, — хăрушă шăплăхра янăрарĕ «хĕр» сасси. — Пуян ывăлне çут тĕнчерен уйăрма та вăлах пулăшрĕ...

Сăнă евĕр куçĕсемпе тем каласла тăрăнчĕ Ольăна çак «хĕр». Шăппăн каланă сăмахсем: «Санăн пурнăçна илме те вăлах пулăшĕ», — тесе вĕçленмелле пек туйăнчĕ Ольăна.

— Итле, хĕрĕм, — хĕрхӳлетрĕ сăмахне «хĕр». — Çак пӳртре виçĕ хĕрĕн ĕмĕрĕ мана куçнă... Эпĕ вилĕсĕр... Сан ĕмĕрӳ те манах пулать.

Каллех ача макăрни тапса тухрĕ.

— Ача, ача макăрать вĕт-ха, — яштах сиксе тăчĕ Оля.

Темле хăват çитерейрĕ вăл — хăй те ăнланмарĕ. Наркăмăш саспа çунаççĕ «хĕр» куçĕсем. Паçăр çеç пиçнĕ хурлăхана аса илтеретчĕç вĕсем, халĕ вара, халĕ лăпах хăрушă асамçă куçĕсем пулса тăчĕç. Вут-хĕм пĕрĕхеççĕ, чĕрĕллех хыпса-çăтса яма хатĕр тейĕн. Оля çак хăвата чăтаймасăр, кăмака еннелле пĕр-ик утăм кутăн чакрĕ. Чалт! сикрĕ урай варне таçтан-муртан паçăрхи хура кушак. Сикрĕ те... Оля хăй курнине хăй те ĕненмерĕ. Кушак вырăнне сасартăк ача пулах тăчĕ. Çавăнтах хурлăхлă сасă кăларса урайĕнчи виле курăкĕ çинче упаленме пикенчĕ. Йĕксӳ-йĕксӳ пулса кайрĕ Ольăна. Тата хăрушă. Вилĕм умĕнхи хăрушлăх хупăрласа илчĕ ăна. Туххăмрах алли хытса ларчĕ. Тукмака тухнă урине шуçтарма тăчĕ те темĕнле япаларан такăнчĕ. Оля, кĕç-вĕç чунĕ тухса тарас пек тăраканскер, çари-и! çухăрма тесе çăварне карнăччĕ кăна — çăварĕ карăлнипех юлчĕ, сасси тухмарĕ. Ура хырăмне ăнсăртран лекнĕ япала вара пилеш тураттисенчен касса тунă урай шăлмалли шăпăр пулнă иккен. Лап! ӳкрĕ хайхискер тухатмăшпа Оля хушшине. Усал вăйăн куçĕсем ĕнсе каясла чарăлчĕç. Пĕрре шăпăр, тепре Оля çине чăл-чăл пăхрĕ вăл. Ун куçĕсенче сехĕрленӳ пуррине курчĕ Оля.

— Ха-а-ха-а-ха-а-а! — пĕтĕм пӳрте чĕтретсе ахăрса кулса ячĕ тухатмăш.

Çав самантрах çарапакка пепке çĕнĕрен кушак пулса тăчĕ те урайне касса тунă шăтăкран тĕпсакайне ялт сикрĕ, куçран çухалчĕ. Оля усал вăй шăпăртан сехĕрленнине асăрхама ĕлкĕрнĕскер, темле вăй вĕрсе кĕртнĕ чухнехилле карăнса илчĕ те, çиçĕмле хăвăртлăхпа пĕшкĕнсе, урай шăлмалли хатĕре ярса та тытрĕ. Тухатмăш чунлă «хĕр» самантрах сăнран улшăнчĕ. Кĕлеткипе пĕчĕкленсе хухса пычĕ-пычĕ те туххăмрах хӳхĕм хĕртен паçăрхи карчăк пулах тăчĕ.

— Пăрах шăпăрна-а, катемпи-и... — шăл витĕр сăрхăнтарчĕ вăл сăмахĕсене, ахăртнех вăйĕ пĕтсе-пĕтсе, чакса пынине туйма пуçланăскер.

Оля кутăн-кутăн чакса алăк патне çывхарчĕ. Урай шăлмалли шăпăрне, ылтăнран та хаклăрах евĕр кăкăрĕ умне пăчăртаса тытрĕ. Тухатмăш ниçта кайса кĕмелле мар тарăхрĕ, юлмарĕ, хыççăнах пычĕ, анчах хĕре ярса илме пултараймарĕ. Ара, пилешрен, пурнăç йывăççин турачăсенсен, тунă шăпăр ун аллинче-çке. Хĕр алăк хăлăпне хыпашлакаласа тупрĕ те ăна вăйĕ пур таран хăй еннелле туртрĕ. Чуна çӳçентерекен сасă кăларса уçăлчĕ алăк. Ытти пĕтĕмпех тĕлĕкринчен те хăвăрт пулса иртрĕ. Алăк урати çинче ларакан хăрăм тĕслĕ симĕс ялтра куçлă кушака тапса ывăтрĕ те çĕнĕкри виле курăкне чаштăртаттарса алкумĕнчен кил картине вирхĕнсе тухрĕ. Çук, Оля хыççăн ыткăнаймарĕ вилĕм куçлă карчăк. Вăйĕ пĕтнĕскер, ахлатса пӳртех тăрса юлчĕ. Оля, çиçĕмле хăвăртлăхпа вĕлтренсем ăшне кĕрсе кайнăскер, сасартăк халсăрланнине туйрĕ. Пĕр аллинче унăн — шăпăр, тепринче — халап-юмах çырса пымалли тетрадь. Тайлăк хапха еннелле талпăнчĕ хĕр. Чĕркуççи таран ашкăракан вĕлтĕрен ӳтне пĕçертнине те туймарĕ вăл. Чĕриклетекен калинккене аран-аран уçрĕ те урама тухса тăчĕ, икĕ урипе те тăн-тăн çĕр çине ярса пуснă-пусман пĕрре хевти пĕтсе килнипе, тепре пуçĕ çаврăнса кайнипе çĕре тĕшĕрĕлсе анчĕ. Сăнĕ унăн вилсе чĕрĕлнĕ çынăнни тĕслехчĕ...

Тем вăхăт выртнă çапла — Оля такам хулпуççинчен лăсканипе тăна кĕчĕ.

— Хĕрĕм, хĕрĕм, вăран-ха, вăран... Мĕн пулнă сана? — илтрĕ вăл хăлхи çывăхĕнчех янкăр уçă сасса.

Куçне ерипен уçрĕ хĕр. Пĕр ватах мар хĕрарăм иккен. Чăнах та, мĕн туса выртать-ха Оля ку тайлăк хапха умĕнче? Ăçтан килсе лекнĕ вăл кунта. Çук, тем пек тăрăшсан та нимĕн те аса илеймерĕ хĕр.

— Çак тухатмăш хапхи умĕнче мĕн çухатнă вара эсĕ, хĕрĕм. Атя, атя, тăрсам, каяр кунтан, — çаплах хистерĕ ăна инке.

Чим-ха. Тухатмăш... Анчах мĕн пулса иртнĕ. Оля хĕрарăм хулран тытнипе çĕкленчĕ те хуллен-майĕпен утăм хыççăн утăм утăмласа кайрĕ. Лайдăна аса илчĕ Оля. «Мăнтарăн, кĕтсе хашкăлчĕ пуль ĕнтĕ.»

Лайда кăмăлсăррăн кĕсе илчĕ ăна укăлча хапхи тĕлĕнче. Ольăна сăнасах та пăхмарĕ вăл. Теплерен çеç, те чĕнмесĕр пыма аван мартан:

— Тантăшăм, мĕн пулнă сана, тем питĕ сăнран улшăннă эсĕ. — терĕ.

Оля нимĕн те шарламарĕ. Мĕн калас унăн — вăл нимĕн те астумасть. Чунĕнче çеç тăвăр, тăвăр тата шиклĕ.

 

* * *

Лайда мунча евĕр çурт тĕлне çитсен, чарăнса тăчĕ. Мĕншĕн çаплах начарпа асăнаççĕ-ха çак çурт хуçине? Тен, ăна, шутсăр ватăскерне, ăнланаймаççĕ ял çыннисем? Тен, унпа сăмахлас тесе те тăрăшман вĕсем?.. Нумай шухăшласа тăмарĕ Лайда — калинккене пырса тĕкрĕ, калинкке уçăлмарĕ. Шал енчен сăлăп янă иккен. Хĕр ун-кун пăхкаларĕ. Алă кĕмелĕхех шăтăк пур-мĕн. Япăш чикрĕ те вăл аллине çав шăтăкран, кăштах пĕкрĕлсе сăлăпа хыпашласа тытрĕ. Пĕтĕм вăйран тĕкрĕ ăна — лешĕ шалтăртатса вырăнĕнчен куçрĕ, юлашкинчен йăлмакран та тухса ӳкрĕ. Лайда, ĕç ăннипе савăннăскер, йăл-йăл çиçсе тӳрленсе тăчĕ. «Тĕлĕнтĕр-ха кинемей епле маттур ку хĕр тесе», — кăмăллăн шутларĕ вăл. Калинккене уçса кĕриччен, аллинче сехет çукран, хĕвел анăçнелле куç ывăтрĕ — тепĕр сехет пек вăхăт пур иккен-ха хĕвел аниччен. Унччен Лайда çак кинемейрен пĕтĕм халап-юмаха çырса илме ĕлкĕретех. Вара таврăнма та кăмăллă.

Чашкăрса ӳсекен вĕлтĕрен хушшипе хывнă палăри-палăрми сукмакпа Лайда çенĕк алăкĕ патне çитрĕ. Тĕлĕннинчен ытла кинемее шеллесе илчĕ вăл – ара, шутсăр ватă карчăк-кĕрчĕк кил картинче те кунашкал курăк алхасмасть вĕт-ха. Апла пулсан ку кинемей пушшех те ватă ĕнтĕ. Çенĕк алăкне туртса уçрĕ те студентка шарт сиксе тăп хытса тăчĕ. Урайĕнче, темле йĕксӳ шăрш кăларакан типĕ курăк çинче, шап-шурă çӳçлĕ карчăк ларать. Лайдăн асламăшĕ виле курăкĕ тетчĕ пулас ăна. Карчăк çак курăка ухала-ухала тăм чӳлмеке тултарать. Пăлтăр алăкне уçса янипе карчамас кăртах сикрĕ курăнать, пуçне ваштах пăрчĕ те Лайдăн тĕм хура куçĕпе тĕл пулсан тӳрех сăнран улшăнчĕ. Çара пуçăнах лараканскер, хура тутăрне самантрах яваласа çыхрĕ. Лайдăна ырă мар хĕлхем сапакан куçĕпе витĕрлесе тинкерчĕ. Сивĕ-сивĕ пулса кайнине туйрĕ хĕр, анчах пăлханнине палăртмарĕ, кинемее сывлăх сунчĕ. Карчăк чĕнмерĕ, куçĕсемпе кăна вут-çулăм сирпĕтрĕ. «Акă епле иккен унăн куçĕсем. Чăнах та, чăтсан чăт вĕсен вăйне, чăтаймасан хирĕç ан та пăх», — шутларĕ Лайда. Кинемее вăл хăй мĕн йӳтĕмпе çӳренине пĕлтерчĕ. Карчăк сив кăмăллăрах иккенне тӳрех тавçăрчĕ хĕр, унпа калаçма çăмăлах маррине те ăнкарчĕ, анчах, пĕр килсе кĕнĕскер, тинех каялла чакма шутламарĕ. Кинемей: «Халь вăхăт çук, пĕрер сехет кайран кил», — тенине хирĕç сăпайлăн çапла хуравларĕ:

— Асаннеçĕм, эпĕ темех чăрмантармăп сире. Эсир тăвăрах хăвăр ĕçĕре, çав хушăра юмах-халап та ярса кăтартăр. Асанне, эсир тĕрĕс ăнланăр тульккăш. Эпĕ тем усал...

«Усал» тенине илтсенех карчамас шарт сикнĕ пек пулчĕ, çавăнтах тем пăшăлтатма пикенчĕ. «Тьху, тьху!.. Эп илтмен, эп илтмен... Çитмĕл те çичĕ тинĕс леш енче вилме выртнă карчăк ĕлки пур, çав илтнĕ», — тимлесе юлчĕ Лайда. Самантрах тетрадьне уçрĕ те мĕн илтнине çырса та хучĕ. Унăн, кинемее «усал» сăмах пăлхатса янине асăрхаса юлнăскерĕн, тӳрех каçару ыйтма халĕ çитрĕ:

— Каçарăр, кинемей, сире кӳрентерес теменччĕ эпĕ. Эсир ман пирки япăх ан шутлăр тесшĕнччĕ кăна. Халапĕ-юмахĕпе пĕрлех халапçă ятне-шывне те çырса илесшĕн эпĕ. Асанне, мĕн ятлă эсир, хушаматăр мĕнле, миçе çулта?

Сăнран ӳкрĕ ват çын. Манасса манман-ха хăй ятне карчăк, хăш çулта çуралнине те лайăх астăвать. Ыран тăватçĕр çул тултарать вăл. Унра виçĕ хĕр ĕмĕрĕ пытаннă. Хăй вăл, Сетреслу карчăк, тахçанах ĕмĕрне пурăнса ирттернĕ, виçсĕр çул каяллах! Усал сывлăш çеç унра халь, çынсене пăтратса пурăнаканни. Ыранччен пĕр-пĕр çамрăк хĕр ĕмĕрне илеймесен паянхи кун Сетреслу чунĕшĕн юлашки пулать. Вилет, пĕтет, сывлăшра ирĕлсе çухалать тухатмăш. Васкамалла унăн. Унсăрăн ав вăйĕ пĕтсе килнине туя пуçларĕ вăл. Çавна пулах виле курăкĕ вĕретсе ĕçесшĕнчĕ — вăй хушаканччĕ çавă. Тĕлнех акă темле хĕрача та тупăнчĕ. Çитменнине хăех пырса кĕчĕ-çке. Хăюллă тата. Сетреслăва унăн ĕмĕрĕпе пĕрлех хăюллăхĕ те куçас-тăк, тепĕр çĕр çул ним мар пурнăмалла-ха вăл. Анчах пĕр япала чăрмантарать — хĕвел анман, кун çутипе усал вăйсем хăйсен ĕçне пултараймаççĕ. Хĕвел анăçа ларма вара тепрер сехет те пур. Ия, ия, вĕçертме юрамасть ку вĕлтĕрккене. Ăна-кăна нимĕн те ăнкармасть пулмалла хăй.

■ Страницăсем: 1 2 3 4

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Надежда Евдокимова (2016-11-04 19:56:51):

Çак хайлава студент çулĕсенчех вуланăччĕ. Унтанпа нумай сул иртрĕ.Алла тухатмăшсем çинчен çырнă чылай хайлав лекрĕ, вĕсене тулли кăмăлпа вуларăм.Кашни вуламассерен "Сетреслу ĕмĕрĕ" куç умне тухса тăратчĕ. Ăна вулас тесе темле журнал та пăхса тухрăм, анчах нимле те тупаймарăм. Тавах электронлă вулавăша, халь çак хайлава савăнсах вуларам.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: