Шурсухал сăмахĕ
Чулхула, Мускав шуйханнă тет,
Халăха епископ ӳкĕтлет.
Матĕрне суяс тесех суять,
Тӳрĕ сăмаха пăсма хăять.
Ултавпа çапла хистенĕрен
Пулĕ-ши усси ку "чăн тĕнрен"?
Йышăнма хушман темерĕм-çке,
Тĕрĕсех пĕлтертĕм тĕлĕке.
Ним çукран сармарăм сăмаха,
Тĕлĕкне эп куртăм чăнахах.
Курăнчĕ мана пĕр шурсухал,
Кăмăллăн мана тыттарчĕ ал.
Хăйпеле хăпартрĕ тӳпене,
Кăтартса çӳрерĕ тĕнчене.
Хумханать сап-сар тыр-пул унта,
Выльăхĕ — ем-ешĕл çаранта.
Çирĕмĕр шултра пăрçа татса,
Ячĕç чăвашсем хăна туса.
Куртăмăр унтах ик çĕлене —
Хурине те вут-хĕм тĕслине.
Вĕрентсе каларĕ шурсухал:
«Ан çухалтăр ĕмĕрхи хавал.
Йышăнсан та çĕнĕ йĕркене,
Ан пăрахăр ĕлĕк тунине.
Халăха çакна кайса пĕлтер —
Пурнăç пулĕ кунти пек чипер.
Эс çапла тума килĕшмесен
Пулăн çимĕçĕ çак çĕленсен:
Парĕç пăрахса вĕсен умне,
Урăх курмăн савăнăç кунне...».
Хушнине каларăм халăха,
Тумасан — кĕтет-çке аçтаха.
Пӳлĕх пӳрчĕ мар-ши çаплалла
Ик тĕне пĕрле çураçмалла?
Татăлса кайсассăн тĕп тымар
Сан чуну та ĕнтĕ санăн мар.
Турă, тен, пуриншĕн те пĕрре?
Ячĕ тĕрлĕрен-тĕр тĕнчере.
Халь мана кĕтет-ши ыр-сăвап?
Е сăвапшăн тӳсĕп хĕн-асап?
Сăварпиччĕ ĕлĕк Матĕрне...
Тĕрмене чикет-ши Етĕрне?...
Пӳлĕхçĕм, çуралнă ял Мучар
Куçăмран çĕтессинчен эс чар!
Çĕленсем пек тĕрлĕ тĕн пире
Упранма хистетĕр тĕнчере.
Шухăшсем
Are you maximizing the potential of your...
Your website, chuvash...
Every day, websites like chuvash....
I recently tried https://killakush...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...
Мана питĕ килĕшрĕ...
I recently tried https://killakush...
Get more leads for your chuvash...
Your website, chuvash...