«Каяр-и кăмпана, ман савнă мăшăр...»


Каяр-и кăмпана, ман савнă мăшăр,

Тепре çĕтсе çӳрер-и чăтлăхра.

Тупсаттăмăр унта сап-сарă мăйăр —

Хунавĕ халĕ хамăр пахчара.

 

Хитре иккен Карай, Тусай вăрманĕ,

Пилешĕ те, паланĕ те пылак!

Эй, хамăр та кăшт шухăрах пулман-и —

Юрать-ха çул кăтартрĕ пĕр чакак.

 

Авăссемпе ача пек калаçар-и,

Йăваланар-и курăк хушшинче!

Пире курса чипер çерçи пасарĕ

Татах шавлатăр хурăн тăрринче.

 

Тен, йывăçсем унта паян та йăвă,

Пире кĕтет-тĕр ватăлман чакак.

Хĕпĕртесе каллех, тен, çырăп сăвă.

Пилеш çырли, тен, халĕ те пылак.

 

Каяр-и кăмпана, ман савнă мăшăр,

Çĕтсе çӳрер-и хамăр чăтлăхра!

Хутаçĕпех, тен, тупăпăр сар мăйăр —

Вун çичĕ шĕшкĕ ӳстĕр пахчара.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: