Урхамахсем тăраç тапăртатса
«Усĕнсех пырать вăй-халăм.
Хăратмасть умри тумхах:
Юланутçă та эп халĕ,
Урхамахĕ те хамах…» —
темшĕн пĕр юрăри çак йĕркесем аса килеççĕ мана. Ахальтен мар-тăр. Чăн та, шутласа пăхсан, çын пуçлă лашасем, кентаврсем, ытахальтен пулман пулĕ. Авалхи Эллада халапĕсенче те, чăвашсен «Улăп» эпосĕнче те урхамахсем тĕп вырăнта тăраççĕ. Чăвашсем вара чĕлхесĕр янаварсене «лашасене» ĕнтĕ, этемпех танлаштарнă, сума сунă. Халĕ те, реактивлă хăвăртлăх тапхăрĕнче автомашинăсене лаша вăйĕпе виçеççĕ. Юрий Айдаш поэт лашасене «гражданин» ят парасси пирки те сăвă çырнăччĕ. Н.И Ашмарин пухса хатĕрленĕ 17 томлă словарĕнче те утсен хатĕр-хĕтĕрĕ çинчен кăна нумай-нумай страница уйăрнă. Сāмахран, чĕме, чĕмек, шепешкеллĕ çуна… Шел пулин те, халĕ çак хитре те чăн чăвашла сăмахсем илтĕнсех каймаççĕ.
Астăватăп-ха, кукамай халапне. Пĕр чухăн каччă Нарпи ятлă пуян хĕре çав тери хытă юратнă, тет. «Нар» — хĕрлĕ, хĕвел; «пи» — пике пĕлтерĕшлĕскер, чăн та, хĕвел пекех хитре те хӳхĕм, селĕм те япшар пулнă. Эртиван та, савни пекех, сарлака хулпуççиллĕ, яштака пӳ-силлĕ йĕкĕт ялти чи маттур та патвар каччă шутланнă. Анчах пуян Нарпин ашшĕ-амăшĕ чухăн Эртивана сивленĕ, икĕ юратнă чуна пĕрлешме чарнă. Константин Ивановăн «Нарспи» поэмăри евĕрлех. Паллах ку халапра паянхи пурнăç витĕмĕ те пур. Лашасене трактор-комбайнпа ылмаштарни кăна мар, халиччен палламан-пĕлмен «турилккесем» те.
Нарпипе Эртиван шăпах çав «турилккерен» тухнă урхамахпа уйăх çине вĕçсе каяççĕ иккен. Унта телейлĕ те вăрăм ĕмĕрлĕ пурнăçпа пурăнаççĕ. Халĕ те, чухăн-и е пуян çемье ачи, пĕр-пĕрне юратакан чунсене пулăшса тăраççĕ, тет.
…Çук, ахальтен мар чăвашсем лашасене юратнă. Ытахальтен мар халăхра çав юрă йĕркисем янăраççĕ:
Юланутçă та эп халĕ,
Урхамахĕ те хамах…
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...