Пыр ман пата, ан хăра
— Пыр ман пата, ан хăра, —
Чĕнчĕ кӳршĕ арăме. —
Хăй — командировкăра,
Эрнерен те таврăнмĕ.
Санăн та вĕт мăшăру
Кайнă ача çуратма.
Ним именсе ан тăр ху:
Чăрмав çуках тĕл пулма.
...Ун упăшки час-часах
Каять сутăç еккипе,
Хăй арăмне уйăрсах
Пурăнать çамрăккипе.
Çирĕп манăн кĕлетке,
Лайăхах тата çи-пуç.
Çавăнпа та чиперкке
Ман çине халь хыврĕ куç.
Ăмсанчăклăх йăлийĕ
Такамăн та пуртăрах:
Çын аллинчи куклийĕ —
Пысăкрах та тутлăрах.
Таврана карсан чаршав
Каяс терĕмех кӳрше.
Кăлармасăр пĕр шăв-шав
Ӳкрĕм ытамне кĕрсе.
Сĕтел тулли çимелли,
Сăра-эрех пур, паллах.
Астарать юрă-çемми —
Чăн-чăнахах шеп улах.
Çынсем çухăрашнипе
Часрах уçрăм эп куçа...
Çӳле йăтнă аллипе
Ман умра тăрать хуçа.
— Çапмаççĕ выртакана, —
Тетĕп эпĕ чĕтресе...
Пĕр труссипеле кăна
Пӳртрен тухрăм вăркăнса.
Кутсăр-пуçсăр çил-тăман...
Çăра уççи çук çумра.
Хăвăрт киле кĕме ман
Мĕнпур шанчăк та хулра.
Кĕрсе тăтăм та пӳрте
Ача пек йĕрсе ятăм:
Ăнланатăр пуль пурте —
Хăш-пĕр тĕлтен илнĕ тăм.
Пытар, Михха, шăшлине...
Шăтарса тухать пурпĕр.
Вăрттăнлăх та çын çине
Час сарăлать — пĕлетпĕр.
Айăпа яма сирсе
Сăлтав тупас мĕнлине?
Хăтăлатăп, тен, асилсе
Ваттисем каланине.
...Чавса çывăх — çыртма çук, —
Тени тĕрĕс чăнахах:
Мĕн те пулин тăвас чух
Асра тытăр яланах.
Шухăшсем
Hello, Secure your spot on Rhodium Verse...
Ачв чухне лаша пуçĕ урлă утланса ларни...
КАЙМАÇ ПУЛАС ШУХĂША ПĔЛТЕРНИ .
To the chuvash...
Вăйлă xaйлав! Помидор çимĕçĕн усăлăхĕпе ...
пĕрремĕш абзацрах стилĕ килĕшмерĕ ...
Disquieting https://www...
Trying https://www...
Темĕн çав ...
Наталие хуравласа ...