Ылтăнпа Хытчун


Юман тесен ăна ялта пурте пĕлеççĕ. Чипер каччă вăл, ĕçчен, кăмăллă. Пĕррехинче улăхпа пынă чухне курăк çинче тиха выртнине курать çак каччă.

Тихи хăй чăпар тĕслĕ, çилхи вара кĕмĕл пек çутатса тăрать. Анчах та вăл аманнă, ура çине те тăрайман. Юман çакна тӳрех асăрхать, тихана йывăç тураттисем çине майлаштарса вырттарать те килнелле туртса каять.

Юманăн ашшĕпе амăшĕ тихана курсан тĕлĕнсех каяççĕ — ытла та йăлтăртатса тăрать-çке вăл. Çавăнтах ăна Кĕмĕл тесе ят параççĕ. Кĕмĕл вара питĕ вăйсăр пулнă. Юман ăна çитерет те утă çине йăтса хурать.

Тепĕр кунне Юман куçне уçнă-уçманах витене чупать. Кĕмĕл ăна ура çине тăрса кĕтсе илет: «Ырă кун пултăр, Юман!» — тет. Çамрăк каччă тиха калаçма пĕлнинчен питĕ тĕлĕнет.

Кĕмĕл майĕпен сывалса çитет, кунран кун ӳссе пырать. Çапла çулталăк иртсе каять. Юманпа Кĕмĕл ĕнтĕ халь — чи çывăх юлташсем.

Пĕр каçхине Юман вăранса каять те витере çутă асăрхать. Часрах тумтирне хăй çине уртса ярать те витенелле чупать. Вите алăкне уçса ярать те — ак тамаша, ун умĕнче чăпар тĕслĕ, ылтăн çилхеллĕ лаша тăра парать. Хăй çавăнтах васкаса калаçма пуçлать: «Мана Ылтăн тесе чĕнеççĕ. Эпĕ урхамах çĕр-шывĕнчен килтĕм. Эсĕ манран ан хăра. Урхамах çĕр-шывĕнче лашасем çынсене ырă çеç тăваççĕ, пулăшаççĕ, анчах та вĕсем куçа курăнмаççĕ. Лашасен ури çĕре перĕнсенех вара вĕсем çутатаççĕ.

Çулталăк каялла эпĕ сирĕн яла пĕр çынна пулăшма килнĕччĕ, Кĕмĕле те пĕрле илсе килнĕччĕ. Каялла кайнă чухне Кĕмĕл ӳксе юлнине эпĕ асăрхаман та. Эпĕ ăна таçта та шырарăм… Тинех тупрăм иккен, питĕ савăнтăм».

Ылтăн Юмана урхамах çĕр-шывĕ çинчен каласа парать. Акă мĕн пĕлтерет вăл: «Атте, анне, пичче тата эпĕ питĕ килĕштерсе пурăнаттăмăр. Пĕррехинче темшĕн пиччепе вăрçса кайрăмăр. Аттепе анне вилсен ман пичче, Хытчун ятлăскер, таçта пăрахса тухса кайрĕ. Кăшт вăхăт иртсен вăл хура тĕслĕ усал урхамахсемпе каялла таврăнчĕ. Халĕ ырă лашасене ырми-канми ĕçлеттерет, хăйĕн лашисем вара усал ĕç кăна туса çӳреççĕ. Мана пичче хупса усрать. Эпĕ вăл сисмен хушăра туха-туха таратăп та çĕр çине анса çынсене пулăшатăп.

Урхамах çĕр-шывĕнчи усал лашасене çĕр çинче пурăнакан илемлĕ те вăйлă çамрăк каччă çеç çĕнтерме пултарать. Эсĕ шăпах çавăн пек каччă, Юман. Сана тĕл пулнăшăн эпĕ чунтанах хĕпĕртетĕп. Эсĕ çеç пире Хытчун серепинчен хăтарма пултаратăн. Эпĕ ыран каçхине вĕçсе килетĕп. Эсĕ унччен шутласа пăх».

Каç выртсан та шутлать Юман, ир тăрсан та шутлать… Ылтăна пулăшма тĕв тăвать. Тĕттĕмленсен, пурте çывăрса кайсан, шăппăн утса витене кĕрет. Часах Ылтăн вĕçсе килет. Юман хăйĕн ырă шухăшне пĕлтерсен вĕçевçĕ лаша савăнмаллипех савăнать. Вара Ылтăн, Кĕмĕл тата Юман урхамах çĕр-шывне вĕçсе каяççĕ.

Урхамах çĕр-шывне çитсен вĕсем пĕр хисеплĕ лаша патне кĕреççĕ. Ылтăн ăна Юманпа паллаштарать, Хытчуна еплерех çĕнтересси çинчен калать.

Тепĕр кунне урхамах çĕр-шывĕнче пурăнакансем пурте çĕр çинчен килнĕ Юман çинчен калаçма пуçлаççĕ. Çак хыпар Хытчун патне те çитет. Вара вăл яш каччăна хăй патне чĕнтерет. Юмана Хытчун патне ăсатса янă чух Ылтăн çапла калать: «Юман, урхамах çĕр-шывĕн шăпи халĕ санран килет». «Мĕн вăй çитнине тума тăрăшăп», — тет каччă.

Акă вăл Хытчун керменĕ патне çитет. Хапха умĕнче пĕр мăйракаллă хура лашасем тапăртатса тăраççĕ. Мăйракаллă çуралакан лашасене тӳрех уйрăммăн пăхма пуçлаççĕ иккен. Мĕншĕн тесен вĕсем питĕ вăйлă лашасем шутланаççĕ. Çитĕнсе çитсен Хытчун вĕсене хăйĕн керменне, хăйĕн патшалăхне сыхлама шанать. Сыхлавçăсем чăнах та ун шанчăкне тӳрре кăлараççĕ: вĕсем кăнтăрла та, çĕрле те питĕ сыхă тăраççĕ, çивĕч кураççĕ, ăслă калаçаççĕ, лайăх илтеççĕ.

Пĕр мăйракаллă урхамах Юмана хăйсен патши патне ертсе каять. Хытчун пысăк та çутă пӳлĕмре чăн-чăн патша пек саркаланса ларать. Юман кĕрет те çĕре çити пуç таять. Хытчун халиччен çынсене пĕрре те курман. Çавăнпа та вăл илемлĕ пит-куçлă, уçă та кăмăллă саслă чĕрĕ япалана курсан тĕлĕнсех каять.

Юман Хытчуна çынсем пурăнакан çĕр-шыв çинчен хăпартланса та савăнса каласа парать. Анлă улăх-çарансем, аслă вăрмансем, тыр-пуллă уй-хирсем, çутă кӳлĕсем, чечеклĕ сад-пахчасем çинчен калать вăл. Çынсем пĕр-пĕринпе туслă, пĕр-пĕрне пулăшса, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнни çинчен пĕлтерет. Калать, калать Юман… Хытчун пĕр чĕнмесĕр кăсăкланса итлесе ларать. Урхамах çĕр-шывĕнче хăй мĕн курнине, хăй мĕн асăрханине те каласа кăтартать çамрăк каччă. «Урхамах çĕр-шывĕ те питĕ хитре, çутă, таса. Лашисене пăхса тăранмалла мар, тем тĕсли те пур, кашнин çилхи уйрăм тĕспе йăлтăртатса- çутатса тăрать. Вĕсем пурте пĕр-пĕрне юратса, хисеплесе пурăнма тивĕçлĕ, вĕсем пурте телейлĕ пулма тивĕçлĕ», — тет вăл.

Урхамах çĕр-шывне халиччен никам та ун пек мухтаман. Хытчуна Юман сăмахĕсем питĕ килĕшсе каяççĕ. Çĕр çинчен килнĕ хăна сăмахĕсем ăна тарăн шухăша яраççĕ. Юмана ăсатса ярсан патша нумайччен шухăшласа ларать: ашшĕ-амăшне, Ылтăн йăмăкне аса илет. «Мĕншĕн эпĕ хамăн тăван йăмăкăмпа хирĕçетĕп-ха, мĕншĕн эпĕ пĕрмаях вăрçса-харкашса çеç пурăнатăп», — тет вăл. Нумай пуç ватса ларать вăл, шухăш хыççăн шухăш явăнать ун пуçĕнче.

Ылтăнпа мирлешес, ырă лашасемпе усал лашасене туслаштарас тесе пĕтĕмлетӳ тăвать вăл юлашкинчен.

Тепĕр кунне ирех çакăн пек хушу парать: «Ылтăнпа Юмана тата патшалăхри пур лашана та кермен умне пухăнма калăр!»

Пурте пухăнса çитсен Хытчун лăпкă сасăпа çапла калать: «Эпĕ пуринчен те каçару ыйтатăп, уйрăмах Ылтăнран. Ылтăн, каçар мана. Малашне туслă пурăнăпăр, патшалăха пĕрле ертсе пырăпăр, çĕр çинчи çынсене пулăшăпăр. Паянтан пуçласа патшалăхри пур лаша та хисепре пулĕ, пурте пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнĕç».

Хытчун хăй сăмахне вĕçлесен урхамахсен хушшинчен Ылтăн тухать. «Пиччем, эпĕ сана каçаратăп. Эсĕ ырăлăх енне туртăннăшăн питĕ савăнатăп. Яланах çавăн пек пул»,- тет вăл.

Тепĕр кунне Юман çĕр çине кайма хатĕрленет. Ылтăн ăна пиччĕшĕн чунне ырă сăмахпа çемçетме пултарнăшăн тав тăвать. «Юман, эсĕ хăвна валли пиртен мĕнле парне илесшĕн? Ыйт, саншăн нимĕн те шел мар», — тет вăл. Сăпайлă каччă çапла хуравлать: «Эпĕ сирĕнтен нимĕн те ыйтмастăп, çапах та Кĕмĕл манпа пĕрле çĕр çине пынă пулсассăн эпĕ чи телейлĕ çын пулнă пулăттăм. Эпир унпа питĕ çывăх туссем». Кĕмĕл Юманпа хаваспах килĕшет, амăшĕ те хирĕçлемест. Вара вĕсем урхамах патшалăхĕпе сыв пуллашса çула тухаççĕ.

Пурăннăçемĕн çынсемпе урхамахсем пĕр-пĕрин патне ытларах та ытларах туртăнма пуçлаççĕ. Урхамах патшалăхĕнчи лашасем майĕпен çĕр çине пурăнма куçаççĕ. Çак ырă та ăслă чĕр чуна çынсем юратса пăхаççĕ, упраса пурăнаççĕ.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: