Лашаллă пултăм


Пĕррехинче эпĕ вăрмана кайрăм. Чылай вăхăт уçăлса çӳрерĕм. Хамăр лартса ӳстернĕ йывăçсем патне пытăм. Вĕсенчен: «Сире никам та кӳрентермест-им?» — тесе ыйтрăм. Вĕсем пурте хаваслăн: «Çук, çук! Пире кӳрентерекен çук. Пире вăрманти чĕр чунсем питĕ хытă юратаççĕ. Кайăксем пирĕн туратсем çинче йăвасем çавăрса чĕпĕсем кăлараççĕ, пире хитре юрăсем юрласа савăнтараççĕ.Вĕсемех хуртсене пуçтарсах тăраççĕ, пире чирлесрен сыхлаççĕ», — тесе каларĕç.

Шаларах кĕтĕм. Кунта пĕр пĕчĕк кӳлĕ пур. Кӳлĕри пулăсемпе те калаçса илме шутларăм: «Сире никам та кӳрентермест-и?» Вĕсем хаваслăн умран ишсе кайрĕç. Кӳрентерекен çук пулас, унсăрăн пулăсем хаваслă пулас çук.

Уçланкăра икĕ лаша куртăм. Вĕсем курăк çиетчĕç, ташла-ташла илетчĕç. Тĕлĕнсех кайрăм. Эпĕ ку таранччен лаша ташланине курман.Мулкач купăс калать, мулкач çурисем алă çупаççĕ, лашасем ташлаççĕ. Курăк çисе ташлаççĕ. Пĕр лаши хуп-хура тĕслĕ, тепри вара шурă. Ташлакан лашасем мана питĕ килĕшрĕç.

Тĕттĕмлене пуçларĕ, лашасенчен уйрăлас килмест, анчах та манăн киле таврăнмалла, атте-анне маншăн вăрманта çухалса кайнă тесе кулянма пултарать.

Киле çитсен эпĕ час çывăрса каяймарăм, тĕлĕнмелле лашасем çинчен шутларăм. Тепĕр кун каллех çав уçланкăна васкарăм. Лашасем çавăнтах курăк çисе çӳреççĕ. Паян тилĕ купăс калать, тилĕ çурисем алă çупса лашасем хушшинче сиккелесе çӳресе ташланçи тăваççĕ.

— Ку лашасен хуçи çук-ши? — тесе шутласа илтĕм. Вĕсене кăштах ачашласа илме шутларăм. Пĕр утăм тума çеç ĕлкĕртĕм, лашасем вĕçсе тарчĕç. Чăнах, чăнах! Чупса мар, вĕçсе тарчĕç. Пит-куç чарăлса кайрĕ. Хурлансах кайрăм. Вăрманта çӳрес килмерĕ,килелле утрăм. Киле çитрĕм. Куç-пуç каллех чарăлса кайрĕ: ташлакан лашасем пирĕн кил картинче тăра параççĕ. Вĕсем ташла-ташла, пуçĕсене уха-уха ман ума пырса : «Паянтан эсĕ пирĕн хуçа пулатăн», — терĕç.

Çапла эпĕ те лашаллă пултăм. Вĕсем пире пулăшаççĕ, уявсенче ташласа савăнтараççĕ.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Зотова Г.В. (2010-11-25 17:22:01):

Светланăн пĕчĕк юмахне темиçе хутчен те вуласа тухрăм.Вăл мана савăнăç парнелерĕ. Ачалăх савăнăçлă ирттĕр, юрă-ташă ачасене савăнтартăр.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: