«Эп утаттăм сукмакпа...»
Эп утаттăм сукмакпа
Никам пĕлмен вырăнпа.
Тӳпери çут çăлтăр хĕмĕ
Çутататчĕ ман çула.
Ăнсăртран манăн умра
Тухса тăчĕ пĕр лаша.
Лаша мар ку, урхамах,
Хушаймарăм пĕр сăмах!
Урисем çинçе те вăрăм.
Таканĕсем кĕмĕлтен.
Çилхисем вара чăн пурçăн
Юмаха эп лекрĕм, тен.
Ман пата хуллен вăл пычĕ
Мăйне тăсрĕ майĕпен
Унтан шăппăн пăшăлтатрĕ:
«Лар эс терĕ ман çине!»
Васкаса эпĕ утлантăм
Çак илемлĕ ут çине
Пĕр сăмах та калаймарăм —
Эпĕ урăх тĕнчере.
Мĕн тери кунта илемлĕ!
Ак уçланкă, ак вăрман.
Темĕн тĕрлĕ юрă-кĕвĕ
Шăратать çакă вăрман!
Ак сасартăк илтĕнет:
«Çиччĕ çурă, шкул кĕтет!»
Уçрăм эпĕ куçсене
Тĕлĕк çех ку пулнă-çке!..
«Сывă пул ман çил çунатăм,
Паянтан эс ман юлташăм.
Вĕренме те пулăшсам
Кашни каç манпа пулсам!»
Шухăшсем
Use AI to build a website by just enteri...
В мире, где чистота и здоровье становят...
Лазерный уровень легко помещается в су...
Ready to accelerate your website ...
В современном мире, где качество и безо...
Use AI to build a website by just enteri...
Get more leads for your chuvash...
Working to energize your website ...
Ever thought how chuvash...
Looking to boost your website tra...