Асаттен хуçалăхĕ


Ман асаттене ялта пурăнать. Асаннепе иккĕшĕ карта тулли выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ. Вĕсен хуçалăхĕнче пĕр пуç лаша, пĕр ĕнепе пĕр пăру, икĕ сурăхпа виçĕ путек, пĕр сысна ами, икĕ сысна çури тата çичĕ чăхпа пĕр автан пур. Ĕнипе сурăхĕсем касăва каяççĕ, пăрушкине ял хыçĕнчи çырмана кăкараççĕ. Лашине вара асатте тăлласа урама кăларса ярать. Çуллахи каникул вăхăтĕнче эпĕ çăвĕпех асаттепе асанне патĕнче пурăнатăп. Пахчара çум çумлатăп, шăваратăп, утă типĕтме пулăшатăп, касу черечĕ çитсен асаттепе касăва каятăп. Асатте пур выльăхран ытларах лашана юратать, асанне вара — ĕнене. Мана вара пурте килĕшеççĕ, пурне те пĕр пек юрататăп. Лашине сĕлĕ çитеретĕп, çăлтан шыв ăсса паратăп. Сурăххисене урпа паратăп, сыснисем çĕрулми нимĕррине килĕштереççĕ, чăххисем сарă тулă сăхаççĕ.

Лаши чăпар. Ăна Чайка тесе чĕнеççĕ. Хăш-хăш çул асатте ăна хăмлаттарать, тихине тутарсене сутать. Чайка питĕ йăваш лаша. Асаттене сăмахсăрах ăнланать. Вăл хуçалăхри пĕтĕм ĕçе хутшăнать. Асатте унпа пахча та сухалать, çĕрулми лартать, купалать, утă çулать, тутрттарать. Халĕ лаша усракансем çукпа пĕрех. Пурте трактор е мотоблок туянаççĕ. Асатте вара тимĕр кайăк ним тума та кирлĕ мар тет. Лаша хатĕрĕсем унăн темĕн чухлех. Çунипе урапине вăл хăйех ăсталать. Ун патне таврари ытти яленчен çуна-урапа туянма килеççĕ.

Пирĕн асаттесем лаша-выльăха мĕн авалтанпах усранă. Анчах та колхозсем тунă вăхăтра лашасене колхоза партарнă, уйрăм хуçалăхсенче лаша усрама чарнă. 1990-мĕш çултанпа вара лаша асаттесен хуçалăхне каллех таврăннă. Колхозсем пĕтсе, юхăнса кайнă. Выльăхсене аш-какай комбинатне сута-сута янă. Çавăн чухне туяннă та асатте колхоз лашине. Чайка — çав лашан тихи ĕнтĕ. Асатте ăна кӳлсе çӳреме те, утланса чупма та хăнăхтарнă. Уншăн Чайка çывăх юлташ пекех. Ăна вăл пур выльăхран ытларах юратать. Чайкăн вити таса та хăтлă. Апачĕ яланах тулăх. Асатте ăна çуса тасатсах тăрать. Çилхине турапа тураса якатать. Çуллахи шăрăх кунсенче вара эпир Чайкăпа шыва кĕме те каятпăр. Чайка шывра питĕ лайăх ишет. Пĕр вунă минутран çыран хĕррине тухать те силленет. Унтан симĕс курăка çăвар туллин çиме тытăнать. Эпĕ те Чайкăна юрататăп, ăна яланах çăкăр çитеретĕп. Манăн питĕ лашапа утланса чупас килет, анчах та пĕччен хăратăп-ха. Асатте юнашар чух вара утланса ярăнатăп.

Асаннен ĕни Милка ятлă. Вăл хĕрлĕ тĕслĕ. Унăн сĕчĕ питĕ çăра. Турăхĕ-хăйми питĕ лайăх тытăнать тет асанне. Хăйминчен уçласа çу ӳкерет. Турăхне çĕве ярса тăпăрчă тăвать. Тĕрлĕ апат-çимĕç хатĕрлет асанне сĕт-çуран. Милка пире пурне те тăрантарать тет вăл. Сĕчĕ сутмалăх та çимелĕх те çитет тет.

Пăрушкине, сурăх путеккисене, пĕр сысна çурине сутаççĕ, тепĕр çурине пусаççĕ те аш-какай тăваççĕ. Пире яланах сĕтне те, çуне те, ашне те парса яраççĕ. Çу каçичченех пире пулăшатăн, санăн ӳсмелле, ялти апат-çимĕçрен пахи мĕн пултăр теççĕ.

Тавтапуç сире, асаттепе асанне!

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


анюк (2010-11-10 15:07:25):

сана журналиса каймала, пите аван щиратан...

 

Анатолий (2010-11-10 15:31:34):

Матур Оксана!Пите аван çиратăн!

 

Admin (2010-11-16 18:44:48):

Ку очеркра вара фантастикăпа фэнтези палли пĕрре те курăнмасть. Пирĕн ăмăртăва хутшăннăшăн тав сăмахĕ çеç калама пулать.

 

Аня Кузнецова (2010-11-16 19:41:35):

матур, Оксана пите хитре щиртан)

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: