Калаймарăм
Юратса çӳреттĕмĕр Тамарăпа. Аякран яла ĕçлеме килнĕ хĕрпе мур тума мăшăрлантăм! Мăшăр хушши — услам çу тени пулмарĕ: уйрăлтăмăр.
Тамара качча тухманччĕ. Шупашкарта ĕçлетчĕ. Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан аппăшĕ, Анисса, яла хăнана килнĕччĕ те, мана курсан:
— Тамарăпах пĕрлешмеллеччĕ сан, — тесе хучĕ.
Унтан мана хăй патне Çĕнĕ Шупашкара пыма хушрĕ. Тамарăна та чĕнетĕп терĕ.
Чăнах та, аппăшĕ патĕнче Тамарăпа иксĕмĕр тĕл пултăмăр. Чĕлхе-çăвар япшар пулсан, курайман çын та çул парать теççĕ. Аппăшĕ Тамарăн кăмăлне часах ман енне çавăрчĕ. Асамлă самантпа усă курса, Тамарăна чăп чуптуса та илтĕм эпĕ.
Ыран çимĕк тенĕ кун савнă тусăм яла килчĕ. Эпĕ ăна хăйсен килĕ çумĕнчи лаштра ешĕл хăмла пахчи кĕтессинче тулли кăмăлпа хавасланса кĕтсе илтĕм.
Тамарăсем патне пӳрте кĕтĕмĕр. Урамалла пăхакан кантăк умĕнчи тăваткал пысăк сĕтел хушшинче унăн ашшĕпе амăшĕ, амăшĕ енчен туртуллă Микуç арăмĕ, амăшĕн аппăшĕ Хĕвуне карчăк лараççĕ.
— Пирĕн килес! — терĕм эпĕ алăк янаххи урлă каçнă-каçманах.
— Килсе пăхăр-ха, — хуравларĕ Тамара ашшĕ Иван пичи.
Пӳртре пĕр вăхăт шăп пулчĕ. Унтан эп сăмах пуçларăм.
— Илтнĕ. Пĕлетпĕр. Çемье канашĕ мĕн калать, — сăмахсене пат татса каларĕ Иван пичче, ман çине куç айĕпе чалăшшăн пăхса.
Тип аслати пекех туйăнчĕ ку мана.
Ура çине Тамарăн амăшĕ Валя аппа сиксе тăчĕ.
— Хамăн хĕре арăмĕнчен уйрăлнă çынна качча памастăп! — пĕррех тăрăслаттарчĕ сĕтеле чышкипе.
— Ара, çĕр çинче унсăр йĕркеллĕ каччă çук-и? — тесе хучĕ Микуç арăмĕ.
— Пĕрре авланнăскерпе... — текелерĕ хулпуççине сиктерсе Хĕвуне карчăк.
Тамарăн ашшĕпе амăшне манăн тем пекех хуньăм, хуняма тесе калас килетчĕ — калаймарăм.
Шухăшсем
Your website, chuvash...
Are you maximizing the potential of your...
Your website, chuvash...
Every day, websites like chuvash....
I recently tried https://killakush...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...
Мана питĕ килĕшрĕ...
I recently tried https://killakush...
Get more leads for your chuvash...