Аслати
Кăнтăрла çитсе килет. Хĕвел пит пĕçертет. Тӳпе хĕрринче хураллă-шурăллă çумăр пĕлĕчĕсем купаланса тăраççĕ. Тапхăр-тапхăр аякра аслати хуллен хăнтăртатса илет. Лявук пиччен улмуççи пахчинче ача-пăча сасси пур. Аякранах ян-ян илтĕнет. Виçĕ хĕрача çатан карта çинче ларать. Лапсака, вĕтĕ улмаллă улмуççи ачасем ларакан тĕле сулхăн тăвать. Ачасем виççĕшĕ те аркисене сип-симĕс вĕтĕ панулми тултарнă. Хĕвелпе пиçсе хуралса кайнă урисене суллакаласа улма çисе лараççĕ.
— Эпир улма çинине эсир никама та ан калăр, — тет ултă çулхи Укçине — Лявук пичче хĕрĕ. Хăй симĕс панулмине ирĕксĕр çинĕ пек, тути-çăварне чалăштарса, куçĕсене хĕссе чăмлать.
— Атте пасартан килет пулĕ ĕнтĕ. Вăл, эпир улма çинине курсан, ятлаçать. Улмана пулса çитмесĕр çимеççĕ тет. Пулса çитмесĕр çисен, аслати çапать тет.
— Халĕ пире аслати çапать-и ĕнтĕ? — тесе ыйтрĕ пилĕк çулхи пĕчĕк Марук. Хăй çыртнă улмине çăварĕнчен кăларса илчĕ. — Аслати çапать пулсан, çыртнă улмана та пулин çиес мар. Чăнах çапать-и вара? — татах ыйтрĕ Марук йĕрсе ярас сассипе.
Çичĕ çулхи Праски, çак хĕрачасенчен чăн пысăкраххи, хăйне пысăк çын вырăнне хурса калать:
— Хăш чухне çапать, хăш чухне çапмасть.
Праски хăй çыртнă улмине йӳçĕ пулнăран ывăтса ячĕ те:
— Пĕчĕккисене çапать, пысăкраххисене, ман пеккисене, çапмасть, — тесе хучĕ. Улмисене хăшне-пĕрне çĕре пăрахать, хăшне-пĕрне çыртса пăхса арки çине хурать. Питне-куçне пĕркелентерсе, йывăр ĕç тунă пек, чĕрĕ улмана çатăртаттарать.
— Çук, аслати вăл кирек кама та çапать. Пĕчĕккисене те, пурне те çапать. Кам улма çиет, çавна çапать; эсĕ ху та пĕлместĕн, — терĕ Укçине.
Укçине Праски еннелле çавăрăнса ларчĕ те тутине кăшт мăкăртса та илчĕ.
Праски хăйĕннех:
— Эсĕ ху та пĕлместĕн, асту, пĕлекенни килсе ларнă кунта. Эпĕ сиртен пысăкрах-ха. Эсир иксĕр те нимĕн те пелместĕр. Ман пек пысаккисене аслати улма çисен те çапмасть. Эпĕ пĕлтĕр панулмине пӳрне вĕçĕ пек пулсанах çинĕ те, мана çапах аслати çапман-çке. Пысăкрах ачасене çапмасть вăл аслати. Сана та, Укçине, аслати çапмасть пулĕ-ха. Çу-ук, сана та çапмасть. Эсĕ Марукран пысăкрах вĕт. Марук пĕчĕккĕ. Ăна çумăр килсенех аслати шартлаттарса пăрахать акă!
Укçине, хăйне Праски аслати çапмасть тенĕрен, Праски майлă пулса та тăчĕ.
— Мана та аслати çапмасть, сана та, Праски, çапмасть, Марука çеç çапать.
Укçине хăйне аслати çапмасть тенĕрен, савăнăçлă, анчах çавăнтах хурланса та илчĕ.
— Марука аслати çапсан, Марук çук пулать-çке вара. Марук çук пулсан, манăн кампа выляс? Праскипе ятлаçсан, эпĕ Марук патне каяттăм. Марук çук пулсан, выляс килмест манăн. Ах, эпĕ Марука та аслати ан çаптăр тетĕп те.
Укçине, Марукшăн хуйхăрса, хуйхăллă куçĕсемпе Марука пăхса илчĕ.
Марук пĕр шарламасăр юлташĕсем калаçнине итлесе ларать. Куçĕсемпе пĕр вĕçĕмсĕр юлташĕсене пăхать.
— Праски, эсĕ аслатие курнă-и? — ыйтрĕ Укçине.
— Ху курнă-и? — тет Праски.
— Эпĕ курман та, пирĕн атте курнă, — тет Укçине.
— Кам вăл аслати?
Укçине аслати мĕнлине каласа пама тытăнчĕ. Хăйне хăй пысăк çын вырăнне хурса, аслати çинчен пит хăрушшăн каласа пама тăрăшать. Хăй куçĕсене пысăклатнă, тутине мăкăртса калаçать.
— Аслати хӳлтĕр-хӳлтĕр тăвать те, вара çумăр çăвать. Аслати хӳлтĕртетни вăл — урапа чупни, тет. Ав, унта пĕлĕтсем курăнаççĕ. — Укçине сăрт пек купаланса тăракан хураллă-шурăллă пĕлĕтсене аллипе тĕллесе кăтартрĕ. — Çав пĕлĕтсем тăрăх шыв турттарса урапапачупаççĕ. Урапи сăртсемпе пынă чух хӳлтĕр-хӳлтĕр тутарса пырать — аслати пулать. Лаши сăртран аннă чух хытă чупсан, шывĕ пичĕкере чӳхĕнсе сирпĕнет. Çавă çумăр çуни пулать. Лашине вутлă чăпăрккапа хăвалаççĕ, тет. Вăл — çиçĕм çиçни. Пирĕн атте ăслати пĕлĕт тăрăх çӳренине пит пĕлет. Мана çавăнпа улма çиме хушмасть. Улмана пиçсе çитмесĕр çисен, аслати çапать, тет те, çунтарать, тет.
Ачасем виççĕшĕ те çумăр пĕлĕчĕсем çинелле пăхаççĕ.
— Укçине-е-е! Ăçта эсĕ? Кил хăвăртрах! Аçу пасартан кулач илсе килчĕ! — тенĕ сасă илтĕнчĕ.
Амăшĕ Укçинене чĕнет. Укçинен аслати çинчен тата калас кăмăл пурччĕ. Амăшĕ сассине илтсенех Укçине хăпăл-хапăл арки çинчи улмине силлерĕ те, çатан çинчен анса, килне вĕçтерчĕ.
Çумăр пĕлĕчĕсем ял çинелле тăвăнса килчĕç, хĕвел хупланчĕ. Праскипе Марук, йĕри-тавра мĕн пулнине сăнамасăр, улма çикелесе лараççĕ. Сасартăк аслати хаяррăн авăтса ячĕ. Хĕрачасем шартах сиксе шари! çухăрса ячĕç.
— Пĕтрĕмĕр, аслати халь çапса пăрахать пире улма çинĕшĕн, — тесе шухăшларĕç пĕчĕк çынсем. Иккĕшĕ те кĕл пек шап-шурă шуралса кайса аркă çинчи улмисене çĕре сирпĕтрĕç. Праски хăвăртрах çатан çинчен анчĕ те киле вĕçтерчĕ. Çавăрăна-çавăрăна пăхса чупать. Пĕчĕк Марук, кĕске алли-урисемпе тапаланса, çатан çинчен часах анаймарĕ. Пĕччен юлсан, Марук макăра-макăра çатан çинчен анкаласа килнелле чупрĕ. Чупать-чупать, нимĕн чул та каяймасть. Сасартăк çил-тăвăл çавăрса çитрĕ. Улăм пĕрчисем, çӳпĕ-çапă, тусан, вĕçсе килсе, Марука питĕнчен пырса çапăнчĕç, Марук, ниçта кайса кĕме пĕлмесĕр, çатан çумне тĕршĕнсе тăчĕ. Аслати, пĕр чарăнмасăр тенĕ пекех, çĕр кисрентерсе авăтать. Çил-тăвăл ураран ӳкерес пек, çĕре ӳпне-питне çавăрса пăрахас пек тулашать.
Çав вăхăтра Марук амăшĕ хăйĕн икĕ аслă хĕрĕпе пӳртре ларнă. Çил-тăвăл чиксĕр пăтранса килнине курсан, амăшĕ 16 çулхи Вассăна:
— Чуп-ха, тухса ил хăвăртрах Марука. Ача тăвăлтан хăраса пит макăрать пуль. Паçăр вăл хĕрачасемпе Лявук карти çинче ларатчĕ. Чуп-ха, кайса ил, — терĕ.
Васса, тăвăл киличчен тĕрĕ тĕрлесе лараканскер, халĕ тĕррине пуçтарса хунă та кашни аслати авăтмассерен шарт сиксе ларать.
— Персе вĕлеретĕп тесен те тухмастăп халĕ эпĕ пӳртрен. Аслати çапса пăрахĕ. Мĕнле чунпа тухас манăн çав хаяр çил-тăвăл çине, — терĕ Васса. Çиçĕм пит вăйлă çиçрĕ те, Васса сак çине шаларах сиксе ларчĕ.
— Эпĕ Марука кайса илетĕп, — терĕ 12 çулхи Лисук, кĕнеке вуласа лараканскер. Лисук нумаях пулмасть шкултан пионерсен пухăвĕнчен таврăннă, кĕнекине те çавăнтан илсе килнĕ. Пионерсен йăлисене, пионер законĕсене Лисук пит аван пĕлнĕ. «Хатĕр пул!» тенине манман. Пионер паттăр. Хăрушă вăхăтра йывăр ĕçе тума пионер яланах хатĕр.
Лисук вуласа ларакан кĕнекине хупрĕ те:
— Анне, эпĕ кайрăм! — тесе пӳртрен хăвăрт тухса чупрĕ. Васса çаплах хăраса ларать.
— Сана, усала, аслати те çапмасть пуль, — тесе юлчĕ хăй. Аслати тата хытăрах авăтнă пек туйăнать. Çил-тăвăл куçа уçма та памасть, калама çук вăйлă. Пĕр чарăнмасăр çиçĕм çиçет. Чăнахах та пит хăрушă.
Кăшт тăрсан, Лисук Марука пӳрте йăтăрлантарса та кĕчĕ. Марук сиксе чĕтресе çухăрать. Амăшĕ Марука йăпатса аркă çине тытса ларчĕ. Марук, амăшĕ арки çинчен анса, кăмака хыçнелле кĕрсе кайма хăтланать.
Лисук йăмăкне ыталаса тытрĕ те:
— Мĕншĕн, Марук, йĕретĕн? Ĕнтĕ киле çитрĕмĕр вĕт. Çил-тăвăл халь иртсе кайĕ, ан йĕр, — тет.
Марукĕ темĕн каласшăн, анчах хытă ĕсĕкленипе каласа яраймасть.
Амăшĕ те йăпатать, Марук çаплах йĕрет.
— А-а-а-аслати çа-а-пать мана, э-э-эпĕ у-у-улма çинĕ çав, — тесе ячĕ хайхи Марук, макăрма чарăнаймасăр, пĕтĕм пĕвĕпе чĕтресе.
— Улма çинĕ? Улма çинĕшĕн нихăçан та аслати çапмасть. Уншăн пулсан, пĕрре те ан йĕр, — терĕ Лисук. Хăй йăмăкĕ патĕнче ăшшăн кулкаласа тăрать. Йăмăкне пуçĕнчен те шăлать, йывăрскерне çĕклесе те пăхать.
— Ан йĕр, Марук, улма çинĕшĕн аслати çапать тесе ăна айвансене хăратма калаççĕ. Акă эсĕ кантăкран пăхса тăр-ха, — терĕ Лисук. Хăй çавăнтах Марука кантăк умне аран-аран çĕклесе тăратрĕ те пӳртрен хăвăрт тухса кайрĕ. Кăшт тăрсан Лисук хăй саппунĕпе пахчаран аркă тулли вĕтĕ панулми йăтса кĕчĕ.
— Акă, пăх, Марук. Эпĕ пĕр аркă улма пуçтартăм. Аслати авăтнă, çиçĕм çиçнĕ чухнех улма çиетĕп, эсĕ кантăкран пăхса тăр.
Лисук каллех пӳртрен вĕлт! тухрĕ те, картишĕнче тăрса, Марука кантăк витĕр калать:
— Пăх, Марук, улма çиетĕп, астуса тăр, аслати çапать-и мана, — терĕ те картиш варринче уçă çĕрте тăрса, улма çиме тытăнчĕ. Çил-тăвăл кăшт лăпланнă пек, анчах аслати тата хытăрах хӳлтĕртетет, çиçĕм йăл-ял тусах тăрать. Çанталăк тата хытăрах тĕттĕмленчĕ. Акă пĕр-икĕ тумлам шултра çумăр пăт-пат ӳккелерĕ. Лисук карташ варринче улма çисе тăрать. Сасартăк çумăр чĕреслетсе яра пачĕ. Лисук пӳрте чупса кĕчĕ.
— Куртăн-и, Марук, мана аслати улма çинĕшĕн çапрĕ-и? — тесе ыйтрĕ.
— Çапмарĕ-çке, — терĕ Марук пĕтĕм пĕчĕк пит-куçĕпе хĕпĕртесе, çуталса кайса.
— Ан ман, Марук, аслати çынна нихăçан та улма çинĕшĕн çапмасть. Улмана пулса çитмесĕр çисе пăхма кирек хăçан та юрать, анчах ытла нумай çисен, вăл, пулса çитменскер, вар-хырăма пăсать тата çиме те тутлă мар, усси çук унăн. Аслати улма çинипе çименнине пĕлмест. Илле пророк çинчен калани вăл юптару çеç. Ăна ахаль туртса кăларнă. Çиçĕмпе аслати — вăл хăй тĕллĕн пулакан тĕнчери вăй-хăват. Аслати вăл, çил е çумăр пекех, хăй тĕллĕн пулать.
Çумăр чĕреслетсе нумайччен çуса тăмарĕ, часах иртсе кайрĕ. Кай енчен пĕлĕт çуталса та килчĕ. Кăшт тăрсан хĕвел те курăнчĕ. Хура пĕлĕт айĕнчен тухса, кулса янă пек пăхать. Хулăн пĕлĕтсем мал еннелле купаланса шурĕç. Кăвак тӳпе çумăр хыççăн тасалса çăвăннă пек, тата та кăвакрах, çутăрах. Улăх урлă асамат ӳкрĕ. Марук çумăр чарăннă-чарăнман урама сиксе тухрĕ. Пĕчĕк çын пĕтĕм чĕререн, аслати мана улма çинĕшĕн çапмасть тесе савăнать. Унта-кунта шыв кӳлленчĕкĕсем пур. Марук кĕпине çĕклесе кӳлленчĕксенче çара уран утса çӳрет. Пĕчĕккĕскер, унталла та, кунталла та чупкалать, шыва урисемпе сирпĕтет. Иртсе кайнă çумăр хыççăн хуллен аслати сасси илтĕнет: мăкăртатса, пĕр çилĕсĕр авăтнă пек туйăнать. Марук аслати сасси илтĕнмессерен хăй ăшĕнче: «Ах, мĕн тĕрлĕ ырă, аслати улма çинĕшĕн çапмасть», — тесе шухăшлать, унăн савăннипе сиккелесе чупас килет. Çавăнтах хăрах уран сиккелесе илет. Хĕвел çинче хăй мĕлки сиккеленипе хăй кулать. Пĕтĕм çутçанталăк Марукшăн урăхла, илемлĕ, савăнăçлă туйăнать. Ача чунĕ нимрен те хăрамасть. Пĕчĕк тăнпуçа пусмăрласа, хăратса тăракан ултав сирĕлнĕ.
Праскипе Укçине, çумăр иртсе кайсан, чылайран тин выляма тухрĕç. Праски аслати сасси илтĕнми пуличченех сăхман пĕркенсе шăналăк ăшĕнче пашкаса выртнă. Укçине икĕ аллипе питне хупласа сак айне кĕрсе ларнă та, çумăр иртсе кайсан, амăшĕ туртса кăлармасăр та тухман. Халĕ те аякри аслати сасси кăшт илтĕнсенех Праскипе Укçине килелле тарса кĕме пикенеççĕ. Марук юлташĕсене урамра курсан, вĕсем патне чупса пычĕ. Кĕпи чĕркуççи таран йĕпе, хăй ытарайми савăнăçлă кулатъ.
— Эсир хăвăр нимĕн те пĕлместĕр. Улма çинĕшĕн аслати çапмасть, — терĕ Марук. Хăй пуçне суллакаласа, аллисене выляткаласа каларĕ.
— Ăçтан пĕлетĕн? Кам каларĕ? — ыйтрĕ Праски.
— Пирĕн Лисук паян аслати хăрушла авăтнă чухнех, аслати умĕнчех картишĕнче улма çисе тăчĕ, аслати çапах çапмарĕ...
Праскипе Укçине Марук каланине итлесех тăракан марччĕ, халĕ пĕр шарламасăр, тĕлĕннипе хытса кайса, итлесе тăраççĕ.
— Улма çинĕшĕн аслати никама та çапмасть. Ĕненмесен Лисукран хăйĕнчен ыйтăр, — терĕ Марук.
Хĕрачасем виççĕшĕ те Лисук патне аслати çинчен ыйтса пĕлме урисемпе шыв сирпĕтсе чупрĕç.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...