Сар ачапа сарă хĕр


— Аре, мĕн тесеттĕм-ха эп, мĕн каласаттăм? — шухăш çиппи варт татăлнипе чĕлхесĕр çын пек пĕр саманта шанк хытса тăчĕ Хвеччис. — И-и, аре, мĕн тесеччĕ-çке, вăт ăну-пуçу, аре, çапла-çке, аре, çапла... Хайхи вăйăран пĕрре ăсатса ярать çакскер мана, тепре. Асатмассерен шăкăл-шăкăл калаçать, пурнăç тăвассисем пирки пуплет. Эп (эх, мăнтарăн хĕр чĕри!) итлес мар-итлес мар тенĕ çĕртенех, итлетĕп-итлетĕп унăн чуна çывăх сăмахне. Хамăн ĕнтĕ, хĕр йăлипе, хапха умĕче ячĕшĕн пăртак тăнă-тăманах, йĕкĕте ырă каç сунса, алăкран паçăрах кĕрсе тармалла пек ĕнтĕ. Манăн вара, ухмахла, кĕрес тенĕ çĕртенех урасем вырăнтан та хускалмаççĕ. Куля вăл, ху куран, чат хитре сăн-питлĕ этемех мар. Хыççăн çӳрекенсем унсăр пуçне татах та пурччĕ те — пыл чĕлхин çепĕçне саврăм мар-и, аре, мĕн çав, ăнах килĕштерсе пăрахрăм, мура. Эккей, ăçтан килĕштермесĕр тăрăн-xа унашкал арçынна: чĕлхипе, эх, çăвать, эх, çăвать. Ман тавра, кантăр уйĕ çине тапăнма хатĕрленнĕ çерçи ратти пек, пăр та пăр çаврăнать. Кунçулăмăр пыл та çу пуласса шантарать, качча тухма ӳкĕтлет... Пуç тăрне шетникĕ-шетникĕпе ырлăх тăкăнать-тĕк, ăçтан тӳссе тăрайтăр-ха ĕнтĕ хĕр чĕри! Кĕр пулттипе вара, Куляпа çур çул пек «калаçкаласа» пурăнсан, хайхисем пирĕн пата хăтана та персе çитрĕç: амăшĕпе ывăлĕ. Ун чухне Кулян амăшĕ те чĕрехчĕ-ха, ывăлĕ пек мар хаяр карчăкчĕ, мур илесшĕ. Хăйĕнчен шит те малалла ирттерместчĕ. Нихăçан çĕре кĕмесле, пăрçа пек хытăччĕ, кермен çурт-йĕр çавăрса лартма хапсăнатчĕ. Аре, пуян хĕрĕ пулнă мар-и вăл! Совет самани ăна ашшĕ çурт-йĕрĕ пирки ĕмĕрлĕхех мантарсасăн та, упăшки килĕнче те пулин, чăх вĕçсе каçайми хуралтă хăпартма хапсăнатчĕ çавскер. Нумай хапсăнакана турă çул памасть тенĕшкел, çак чул çурта купалаттарсан, чылаях та пурăнаймарĕ этем, тепĕр пӳртлĕх пĕрене кăларма кайсан (ох, тĕреклĕччĕ карчăкĕ!) йывăç айне пулса сусăрланса юлчĕ те, юн сурма тапратса, часах çĕре те кĕрсе выртрĕ. Ахăртнех, ăшĕ тапраннăччĕ пулмалла унăн, шереметĕн. Пӳртне, йывăç пӳртне, пятистеннăйне, хамăр тĕллĕнех, Куляпа иксĕмĕрех, майлаштарса çитертĕмĕр вара. Ия, юрĕ, вăл-ку пырĕ-ха, эппин... Вăт çапла, пырса кĕчĕç хайхисем пĕр каçхине пирĕн пата. Хĕр çураçма. Хăйсен тына пăрăвĕ кĕçĕр кĕтӳрен киле таврăнманни пирки, ăна шырама тухса йăлт хăшкăлса пĕтни пирки, йĕрĕ шăп та лăп çакăнта илсе çитерни пирки танлăн та тивĕçлĕн халаплама тапратрĕç — ман пирки шак хураççĕ, эппин. Аттепе анне те, хам та, вĕсем килессе малтанах пĕлсе тăраканскерсем, сăмах-юмаха шутсăр шĕветсех ярас мар терĕмĕр. Пурте, калаçса татăлнă пек, расах персе ятăмăр: тына пăрăвăр кунта, чăнахах та кунта, пĕлсе килнĕ, килти пек пулăр, иртĕр тĕпелелле, терĕмĕр. Тепĕр икĕ, эрнерен вара, кĕреке валли мĕн кирлине хатĕрлесе çитерсен, шеп кăна туй туса ирттертĕмĕр. Пĕркенчĕкпех, хĕр йĕрри йĕрсех. Эх, пĕркенчĕк айĕнче йĕреп-йĕреп хам, хĕр ĕмĕри иртсе кайнăшăн кулянап-кулянап. Иртерех тухса вĕçмерĕм-ши качча, тен, тата тепĕртак тăхтамалла марччĕ-ши тесе, хӳхлеп те хӳхлеп. Аре, çав ĕнтĕ пирĕн, пĕркенчĕк айне тăрасскерсен: иртнишĕн куççульпе кулянатпăр, ӳлĕмхи — карăнса пăхсан та курăнмасть-ха. Çук, пĕртте ӳпкелеместĕп пурнăçа. Аре, ма ӳпкелешес? Куляна манне, упăшкама, ырласа кăна тăмалла. Çын çинче те, килте те сумлă, ятшар. Чĕкеç пек вăл ман, никама пĕр сивĕ сăмах каламасть. Ĕçĕнче те, кĕнцелерте, шутпа шăкăлтаттарса ларнă чухне (шăтавут-çке-ха ман Куля) тарăхмаллисем тупăнкалаççĕ, теççĕ те, хушăран — çилленсе çăвар та уçмасть, тет. Шутне çеç хытăрах шакăлтаттара парать, тет, тарăхнине ирттерсе яма. Ав, епле вăл ман Куля. Витали те, ывăлăм, ашшĕнех хывнă пулмалла çав. Аре, чисти кăвакарчăн пек вĕт. Лăпкă. Çапăçмасть. Ия, пируспа айкашкалать ĕнтĕ пăртак. Эп ăна, ун пеккине, мĕн теп, аре, арçын пирус та туртмасан, мĕнле арçын вара вăл теп. Турттăр, халь ĕлĕкхи мар, сывлăхне юравлă тытсан — ма чарас. Татат мĕн тет-и, пирус тĕтĕмĕ пуç мимине лайăхрах ĕçлеттерме пулăшать, тет-и. Руль тытса пынă чухне шухăша сирсе пыма аван, тет. Аре, шофер-çке ман ывăл, ху пĕлен. Çук, çук, ниепле те тиркеме май çук ман ывăла... Ман ывăл пекки-и? Сăнран кăна кăшт шухăрах пек. Кăмăлĕ унăн ылтăн, ылтăн, хĕрĕм. Ак, пĕрле пурăнма тытăнăр-ха, сирĕнтен чĕвĕлти çемье те пулмĕ. Алă çинче- çĕклесе çӳрĕ сана. Каларĕ тесе калăн, ак. Курăн. Телей пурнĕ сана, хĕрĕм, телей. Ĕçет тесе тиркешес шуту пуртăк, аре, кам ĕçмест халь пирĕн пурнăçра. Пурте ĕçлеççĕ. Халь пурнăçĕ те, аре, çав май карĕ те, ĕçкĕсĕр пĕр ĕç тума çук вĕт. Иçмасса, чăх мăйне таттарма та ку чухне çур литр лартмалла та. Тĕлĕнмелле! Хамăрăн, ав, юнран темрен — хăранă пек хăраççĕ. Халь мĕн-ха, çитет çынна кĕленсе, терĕм, хам ăсталантăм. Тытатăп та чăххи-кăвакалне-хурне тырă сапса лачлаттаратăп кăна мăйĕнчен. Ия, такам карланкине çур кĕленче çуттине пехлеттериччен. Укçа вĕт вăл. Укçана вара, хĕрĕм, тума пĕлес пулать.

Сĕтел хушшинчен ӳсĕр Виталий çуйхашни илтĕнсе кайрĕ.

— И-и-и, аре, мĕн капла пушăлла хантăртаттарсаларатпăр-ха эпир, çăвару ăшчикки те паçăрах типсе çитрĕ пуль, чим-ха, чим, сăра ăсса килем, — Хвеччис, шăй-шайпа шарт сиксе, темрен тем сиксе ан тухтăр тесе (ӳсĕр йыш мĕн хăтланасса пĕлес çук, Виталин те картран иртсен ним латти çук, кĕçĕр хăть Дина умĕнче на-мăс ан кăтарттăрччĕ), тĕпеле ывăлĕ патне йăкăртатрĕ.

Тĕпелте Виталин урмăшнă сасси ян-ян тăрать. Купăс каласа хăшкăлнă хыççăн çуттине тата пăртак тăрланăскер, Виталий халь тус-юлташĕсене килĕнчен хӳтерет:

— Çитет! Ĕçрĕр-çирĕр, тасалăр! Çитет харам эрехе кӳпсе ларма. Тупăннă паттăрсем! Тавай, тавай, хăвăртрах йăраланкалăр, атту! — шан-н тутарать чăмăрĕпе сĕтеле. — Тухсан тухса кайнă пулăр, унсăрăн!..

Амăшĕ те, лиска йытă пек, кунтах кускаласа çӳрет: — Чим-ха, чим, ывăлăм, чарăн. Лăплан, — ушкăнран пăрма хăтланса, ачине чаршав патнелле сулăнтарать Хвеччис. — Хăвна йĕркеллĕ тыт-ха, ывăлăм. Динăран аван мар, итле. Эх, сана...

Вара, шăв-шава лăплантарма, эрехпе шӳсе анкă мин-кĕленнĕ яш-кĕрĕме сăмах тĕксе хурать:

— Пырăр, пырăр. Вăхăт ĕнтĕ саланма та. Сăра сакки сарлака у. Кун чухлĕ ларнипе те çитĕ. Çур çĕр те паçăрах иртрĕ, ав. Пирĕн те çывăрмалла.

Ывăлĕ çав-çавах янăрашать:

— Сехетре тăхăрвунă çухрăм хăвăртлăхпа анаталла.Çил пек. Тепĕр грузовик çуммипе. Çумăрта. И-и-и, — пушă стакана лашт! çавăрса çапать урайне. — Ха-ха-ха!..

Тус-юлташĕсем, унăн ӳсĕрле хăтланăшĕсене хăнăхса çитнĕскерсем, пăтăрмахĕ тата шаларах сĕкĕнсе кĕресрен пăрăнса (пĕлсех тăр; урмăшĕ тапрансан, Виталий çапăçма тытăнать), тепрер черкке янклаттарчĕç те пӳртрен вăр-варах тухса кайса пĕтрĕç.

Динăна та, Августинăна, ӳсĕр йăслав йĕклентермеллипех йĕклентерсе çитерчĕ. Унăн ăссăрла танатана çакланнипе кӳтсе çитнĕ чĕри çак нĕрсĕр каçа тарăхрĕ, хирĕçлерĕ, тула, ирĕке талпăнчĕ. Çак самантченех, яш-кĕрĕм килĕсене тухса кайса пĕтичченех, ĕнтĕ шанма юраманнине пĕле тăркачах, вăл çылăха кĕрсе курман чунĕпе тĕмсĕлсе çав-çавах теме шанчĕ, çав-çавах теме кĕтрĕ. Ним шанмалли, ним кĕтмелли юлманнине курсан вара тăчĕ, плащне илчĕ, тӳррĕн алăк патнелле утрĕ.

Хвеччис, ывалĕпе айкашаканскер, Дина алăк патне утнине асăрхасан, йăшăл-л чĕрĕлчĕ:

— Эс тата ăçталла капла, хĕрĕм, япалан йĕрки пурун, чим-ха, — Динăна хулĕнчен çатăр-р пырса тытрĕ хĕрарăм. — Тăхта! Эс, тем, кутăнла шухăш тытмарăн-и? Дина, тăнла-ха, хĕрĕм, Дина?!.

Виталий, Динăна халь тин пуçласа курнăн, хĕре чăр-р пăхрĕ те çулне пӳлчĕ. Амăшне аяккалла сирчĕ:

— Эсĕ, анне, пыр, кайса кан. Эпир — хамăрах.

Хвеччис, ывăлĕн сăмахĕпе килĕшсе, йăл-л кулчĕ те, Динăна çурăмĕнчен лăп-лăп лăпкаса хăварса, тепре калаттарасса кĕтмесĕр, пӳртрен вăшт çеç тухса çухалчĕ. Ун хыççăн алкум алăкĕ çеç халтлатса юлчĕ. Тухсан вăл, Хвеччис, çамрăксем мĕн хăтланаççĕ-ха текелесе, картишĕнче кăшт тăнлакаласа тăчĕ, вара, шалтисем шутсăрах сас чĕвĕленменнипе лĕкĕрт савăнса, хапхана сăлăп ячĕ (аре, кин кĕртес вăхăтсем те çитрĕç вĕт-ха: хĕрĕ сăпай, тарават, ăçчен. Килте ĕç пуçтаракан çын пулать вĕт-ха паянтан — кин. Атту пĕтĕм хĕрарăм нуши Хвеччис çине тиенетчĕ. Ырантан ĕнтĕ ку уртмаха Хвеччис яланлăхах Дина мăйĕнчен уртса ярĕ. Хăй вара ыр курса, кĕтĕр-кĕтĕрленсе кăна пурăнĕ), йыттине сăнчăртан вĕçертрĕ, унтан, урлă-пирлĕ шухăшлакаласан, çапах та сых ятне тесе (темрен тем сиксе тухĕ йĕркеллех пуçланман япаларан), чул пӳрт алăкне мăн çăра çакрĕ, питĕрчĕ. Питĕрсен, кăмăлĕ тулнăн, сивĕ çăрана алă тупанĕпĕ çат çапса илчĕ те усăллă ĕç тунипе çырлахнăн, хăй те çамрăксемпе паçăр çуттине самаях сыпнăскер, ĕшеннĕ пек анасласа, тинех йывăç пӳрте упăшки çумне тутлăн та чеен кĕрсе тӳнчĕ.

Чул пӳртре Динăпа Виталий пăтăрмахĕ.

Динăн паçăртанпах пĕр сăмах:

— Кăларса яр эсĕ мана, Виталий, ан чарса тăр, кăларса яр.

Йĕкĕтĕн хăйĕн ухмахла екки:

— Ан та ĕмĕтлен, Дина, Ниçта та кăларса ямастăп эпĕ сана кунтан. Кĕçĕртен эсĕ манăн арăм пулатăн. Илтетĕн-и — арăм!

— А-арă-ăм?! — сасартăках Динăна кулăшла та ирсĕррĕн туйăнса каять ку шухăш. — Çакнашкал сĕмсĕрле-и? Елĕкхилле, выльăха вăрланă пек вăрласа-и? Емĕрне те. Хăть пус-кас — килĕшместĕп!

— Юрататăп вĕт-ха эпĕ сана, Дина, Динуля, Диночка, — хĕре диван çине туртса лартать йĕкĕт. — Анлансам, питĕ хытă юрататăп вĕт эпĕ сана. Сансăр пурăнма та пултараймастăп. Эсĕ ман пĕртен-пĕр савнийĕм, уйăх пек, хĕвел пек чиперккем. Ыранах ял Советне кайса çырăнатпăр. Лайăх мăшăр пулать пирĕнтен, Дина. Ăнлансам?

Динăна пăчă. Виталий ытамĕ ăна сывлăш кăларман хĕскĕч пек, пăяв пек туйăнать:

— Ман кĕçĕр пĕр сăмах: кăларса яр эсĕ мана часрах, ан чар. Ырă пул. Эп капла халлĕн ним пирки те калаçма пултараймастăп санпа. Ырăпа ыйтатăп: кăларса яр. Ну, çитет, çитет, чарăн, мĕскер эс, — йĕкĕт ытамне сиресшĕн-сиресшĕн хĕр — сиреймест.

Виталий Динăна пăркăчласах лартнă, хĕрĕнкĕ Çăварĕпе хĕр, тутине шырать:

— Пĕлеп эп: кĕтсе пурăнмастăн эсĕ мана икĕ çул. Шкул пĕтерсенех, ак, качча тухса тапатăн. Хитре эс. Сана такам та ăмсанмалла. Ы-ых, Дина-Динуля! Мĕнрен хăратăн эсĕ, Диночка? Килĕш! Кĕçĕртен эпĕ санăн упăшку, эсĕ манăн арăм. Ну?..

Ӳкĕтлет, йăлăнать, тархаслать, тулхăрать йĕкĕт. Хĕрĕнкĕ пулин те, çакна лайăх ăнланать вăл: кĕçĕр татăлаймасан — пулмарĕ вара Динăпа урăх нихăçан та татăласси. Хĕрсем хăйсене вăйпа çĕнтернине килĕштереççĕ, — акă епле унан шухăшĕ-тĕллевĕ.

Виталий чипер сăмаха ним вырăнне те хуманнине сĕмсĕрленсех пынине кура, Дина та, ахаль те ку пăтăрмахпа кӳтсех çитнĕскер, хăрушлăха хирĕç сыхха тăнăн, тилĕрсех каять:

— Путсĕр, кĕççе пит, намăссăр! Эп сана, кун пеккине пĕлнĕ пулсан-и? Чарăн, ну, Виталий! Турă пул, тархасшăн. Тăна кĕр... — йĕкĕте вăл пĕтĕм вăйпа çутăлтарса ярать.

Виталий, кăна кĕтменскер, пĕр саманта лăштах пулса ларать.

Дина, çакăнпа усă курса, тулалла ыткăнать, çĕнĕке чупса тухать, çенĕк алăкне пырса тăрăслаттарать, лешĕ уçăлманпине тата хăй хыççăн Виталий вирхĕнсе тухнине асăрхасан, каялла варт çаврăнать те, йĕкĕт тĕлĕнчен вăшт пăрăнса иртсе, пӳрте йăшт кĕрсе тарать. Алăка шалтлаттарса хупать, ăна шăлтăр-шалтăр питĕрсе хурать. Хăйĕн хăрана ернĕ чĕри, мулкач чĕри пек, тăлт-тăлт-тăлт сикет.

Хĕр çутăлтарса янипе тата эрехе пула çамрăк юн вĕреме кĕнипе тарăхăвĕ-вĕчĕлетĕвĕ капланса килнĕ Виталий, таракан Динăна яп ярса тытам тесе алкумне вирхĕнсе тухнăскер, астуса çитереймесĕр, тĕттĕмре кӳнч пырса тăрăнать те пуçĕпе алăк тăпсине — лӳчлетет. Сасартăках тăн-н туса каять унăн пĕтĕм кĕлетки тăнлавне вĕри пырса çапать. Йĕкĕт пĕр самант ним пĕлми хытса тăрать. Унтан, пĕтĕм ӳт-пĕвне ыратни çунтарса илсен, хаярланса та упалла çине тăрса, Динă кĕрсе тарнă алăка хайăрма тытăнать. Хăй, çак сивлек пăтăрмахшăн йăлтах хĕр айăплă пулнă пек, вĕçĕмех Динăна тулхăрать, вăрçать, юнать:

— Ну, тăхта эп сана, чее хӳре! Çиччас çĕмĕрсе кĕретĕп, çиччас! Эс манран, Турчăка Виталийĕнчен, мăшкаллама-и?! Эп мăшкăллаттарап! Кĕтсех тăр! Хамран мăшкăллаттарас пур, çуралмастăп та çĕр çине! Ы-ых, чĕмере! Уç тавай! Уçмасан, чăл-пар салатса пăрахатăп алăка. Уçсан уç!.. — талт-талт кисрентерет алăка ӳсĕр этем. Алăкĕ юман алăк, хăнк та çук. Вăл, шалтан тĕрекле сăлăп янăскер, урмăшкана юри йĕкĕлтенĕ евĕр ячĕшĕн хант-хант çеç тăва-тăва илет.

Те пӳртри шăв-шава илтнипе кăмăлсăрланса, те хăлхине урах-мен сас-чĕв пырса кĕнипе сыхăланса, çĕрлене сăнчăртан вĕçерĕннĕ йытă тăкăскăн та вăрăммăн вĕрсе ярать. Унăн сасси ăнсăртран та тăрук вăркăнса кĕрет сĕм уçлăха. Вăркăнса кĕрет те темиçе саманта хăйĕн чĕре те çĕрлехи тĕнчене шар çуракан чăнлăхĕпе тĕлĕнтерсе, тем çинчен хыттăн астутарса тăрать. Пăртакран, хĕмĕ суккăрланнăçемĕн суккăрланма тытăнсан, кашни тивĕçсертерех пуçланнă япала хăçан та пулин пурпĕр сĕвĕрĕлнĕ пек, ку ĕрлев пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн сӳнсе, вăйсăрланса пырать, унтан, шартлатнă чăпăркка сасси евер, пуçĕпех йăмать. Каллех çĕрлехи тăнăç тĕнче, тахçан-тахçан çакăн евĕр пулнăн е тата пиртен килмен япала пĕр ăстăрккаран тепĕр ăстăрккана вĕçленми, татти-сыпписĕр куçнăн - тăп, лăпкă...

Виталий, хăшкăлсан-хăшкăлсан, çилли-пăшши сирĕлме пуçăнсан, уçаймасса пĕле тăркач алăка хӳнлеттерме те пăрахать. Халĕ вăл, хăрах аллипе ыратакан пуçне сăтăра-сăтăра, йăлтах мĕскĕнленсе, тепринпе тĕшĕрĕлсе анасран хăлăпран аран-аран тытăнкаласа тăрса, Динăна йăлăнать.

— Ну Дина, лайăхскерĕм ман, ну уç ĕнтĕ ан тертлентер. Юрататăп вĕт-ха эпĕ сана, Дина, Динуля. Уçсам… Эпĕ сана алă çинче йăтса çӳрĕп ĕмĕрне те пӳрнепе те тĕкĕнмĕп, илтетĕн-и, э?.. О-ох, пуç çурăлса тухать. Пар-ха хăть пĕр стакан эрех, Дина!

Хĕр, шалта çук пекех, ним сас та тумасть.

Виталий, йăлăнсан-йăлăнсан, алăк кутĕнче тĕлсĕр-палсар тепĕртак сĕлкĕшленсе тăрать-тăрать те, ăшĕ çуннине шывпа пусарасла, картишне пус патне тухмн шутлать. Алкум алăкне тултан çăрапах питĕрсе хăварнине асăрхасан, савăнса («аха, ниçта та тухса тараймастăн, Динуля, манăнах пулатăн. Ах, маттур та çав манн анне!») чăлана, хăйĕн çуллахи яланхи вырăнĕ çине (сивĕтсен тин Виталий йывăç пӳрте куçать), лаш! тăсăлса выртать. Вăл çыварса каяймасăр чылайччен йăраланать-çаврăнать, пăтранать, тăра-тăра ларать, уткаласа çурет. Самăйран тин вара, эрехĕ пуссах çитерсен, ăшĕ çунни хăй тĕллĕнех лăпланнă пек пулсан, ытлашши хытах тĕлкĕшме пăрахсан, пуçне пуçелĕк çумне сĕвентерет те урăх тăраймасть, йывăррăн та тикĕссĕн «хуп турттарма» тытăнать...

Ашшĕ, Турчăка Кули, йытă сассипе тата тулта тем ют сасă пур пек илтĕннĕрен, пĕр ыйхă çывăрса илнĕскер, пăвăннă сывлăша уçăлтармалла, картишне тухрĕ. Хапха сăлăпне пырса тĕрĕслерĕ, хуралтăсене пăхса çаврăнчĕ, чарăнса чул пӳртри сас-чĕве тăнларĕ — ниçта та чуна шиклентермелли, вăйкăнтармалли нимĕн те палăрмарĕ, пур çĕрте те шăплăхпа хутăш ыйхăллă каç хуçаланнăн туйăнчĕ.

Чупать янкăр уйăхлă каç, çĕр çинче пурăнакансене телейпе тăнăçлăх парнелесе лăпăстатать. Ырă ун ытамĕнче, шанчăклă, мал ĕмĕтлĕ.

Турчăка Кулин пурнăçĕнче епле-ха вара? Ырă-и, шанчăклă-и, мал ĕмĕтлĕ-и ун пурнăçĕ? Акă, унăн килĕ-çурчĕ чаплă, ĕçлекен ĕçĕ лайăх, арăмĕ, ывăлĕ пур. Тата мĕн кирлĕ этеме? Сывлăхĕ аптрамасть, пурлăхĕ çителĕклĕ. Çук çав, пурпĕрех темскер çитмест этеме, çакнашкал уяр та пин-пин çăлтăрлă каç унăн пĕрех-май ăш вĕçет... Пачах капла мар, пачах урăхла тăвасшăнччĕ вĕт-ха вăл хăй пурнăçне, пачах урăхла... Ăçтан муртан куçланă пулать-ха Хвеччис Турчăка Кулине? Хăй вăл ăна качча илессисем пирки кăна мар, савассисем пирки те çиччĕ выртса пĕрре тĕлленмен. Ельккана килĕштеретчĕ вĕт-ха вăл, тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ те уçă саслă, вăрăм çивĕтлĕ Ельккана, унпа пурнăç тĕвĕлеме ĕмĕтленетчĕ. Халĕ, ав, Ельккапа кăлтăр-кăлтăр калаçса пурăнма ĕмĕтленме кăна мар, ун пирки шухăшласа ăшне вĕçтерме те тахçанах кая юлнă ĕнтĕ, çын çинче чĕвĕл-чĕвĕл те кил-терĕшре хăрăл-хăрăл Хвеччисĕ ăна майĕпен-майĕпенех хăмла типĕтнĕ пек типĕтсе çитерчĕ, чĕнейми турĕ... Пĕр шутласан, аптăранă енне, куншăн, çапла пулса тухнăшăн, кама айăйламалла тет-ха тата Кулян? Хвеччиса-и е Ельккана-и? Çук, паллах, Хвеччиса та, Ельккана та мар. Хăйне, пĕр хăйне çеç пăскăртмалла куншăн — йăмшак та хăйшĕн тăма пултарайман Куляна. Ĕмĕчĕсем вара унăн мĕн тери хитре те чиперччĕ: йĕкĕт кӳршĕ касра пурăнакан тантăш Ельккана арăм тума ĕмĕтленетчĕ... Эх, мĕн тери аванччĕ вĕт-ха вăл — Елькка. Ăçтан хальхипе танлаштарма. Ара, унтанпа çирĕм çул ытла иртрĕ вĕт. Яш çулсенче Елькка чăп-чăмăр та куçпа пăхса тăранмалла мар кĕлеткеллĕ хĕрччĕ. Çавăн чухне Куля, финанс техникумне кĕнĕскер, Ельккашăнах вĕренме те пăрахрĕ, урăххине качча тухса кайĕ тесе, яла каялла таптарса килчĕ, малтан та шут ĕçне аван ăнтарнăскер, колхоз правленине вырнаçрĕ. Техникумне йĕкĕт кайран-кайрансем тин пĕтеркелерĕ-ха, çулталăкне пĕрре-иккĕ кайса килсе, заочно... Ку вăхăталла, Куля техникумран пăрахса таврăннă тĕлелле (тӳррипе, тен, пăрахасах та килместчĕ пулĕ те — чирĕ уçăлма тытанни хупларĕ ăна: вăл мăй шыççипе аптăрамаллипех аптăратчĕ ун чухне. Çулсем иртерехпе кăнтăра, тинĕс хĕрне кая-кая килсен, тĕрлĕ эмелсемпе сипленкелесен, юханĕ те тӳрленмеллипех тӳрленсе çитрĕ унăн, пирчерĕ, хытрĕ). Матви те ялта марччĕ ĕнтĕ, çартан таврăннăранпа килĕнче çулталăк ытларах пек пурăнкаласа пăхсан, Çĕпĕре сухăр юхтарнă çĕре тухса ăсаннăччĕ. Ельккапа иккĕшне вĕсене Матви салтака кайичченех варлă, тетечĕç те — темĕн, те чăн сăмахах пулнă вара вăл. Варлă пулнă-тăк, çарта тем вăхăт çӳренĕ хыççăн тепĕр хут тĕнче касма тухса кайман пулĕччĕ ĕнтĕ Матви те Елькка пур çинчех. Çапах та, хыпарне илтессе илтсен те (ял хыпарĕ пуриншĕн те пĕр хыпар, хĕрпе каччă хушшинчи хыпар — пушшех те!), Матвирен хаяр çыру илсен, хытă тĕлĕннĕччĕ вара Куля. Вăт, пулать кам йăн-ян чун, Ельккасен калинкки умне Куля каçсерен сукмак такăрлама тытăннине тахăшĕ çырса пĕлтерме те ĕлкĕрнĕ ăна. Матви çурма шӳтлесе те, çурма асăрхаттарса: «Асту, Турчăка, чипер пул, мансам ман Ельккасен тĕлĕнчи сукмака, ан çӳре çын сукмакĕне, хăв валли сукмак хăв такăрлат, итлемесен — ан ӳпкеле, турчăка кукли çитереп», — тесе пăсăрлантарнăччĕ çырăвĕнче... И-и, аре, ялта çук йĕкĕтрен хăрать-и-ха ăшне юрату хыпса илнĕ йĕкĕт. Иăваш-йăваш та, Куля та чунĕнче пур сăмаха чул айĕнче пусарса усрамалăхах йăваш мар ĕнтĕ. Калаçрĕ-калаçрех вăл Ельккапа, Матвин «саламлă» çырăвне пăхса тăмарĕ, пĕр каçхине çапла, правленирен таврăннă чухле, унччен те кăшт-кашт сăмах хушкаласа пăхнăскер, каларĕ те пачĕ Елькка пирки хăй мĕн шутланине пĕтĕмпех, хĕре, çулĕ пĕрлелле пулнăскĕре, хапхи умнех çитерсе хăварчĕ... Çавăнтанпа вара вĕсен сăмах-юмахĕ те еккине кĕре пуçланăччĕ... Темпе вĕçленнĕ пулатчĕ ĕнтĕ Куляпа Елькка каçсерен хапха умĕнче тăркаланисем, енчен те самаях сыпса лартнă счетовод пĕррехинче Хвеччиссем патне шăлавар кастарма кĕрсе унтах çĕр каçса тухман пулсан?.. (Турчăка Кули правленире ĕçлеме тытăннăранпа çуттине яркаласах тăма тытăннăччĕ çав. Шалу илет — ярать, такам сĕнет — ярать. Сахал-им эрех ĕçес текеншĕн сăлтав!..) Кастарчĕ вара шăлаварне Куля, кастармаллипех кастарчĕ, ĕмĕр асăнмалăхах кастарчĕ... Лешĕ тата, ара, Хвеччисĕ, Турчăка Кулине тахçан малтанах тĕсесе хунăскер, майне анчах апле майлаштармаллине пĕлменскер, майĕ халь хăех майлашăнса пынипе хĕпĕртесе, тӳпеленĕ те тӳпеленĕ йĕкĕте, ӳсĕрпе пуçĕ лапк усăнса аничченех тӳпеленĕ... Вăранса каять те ирхине Куля — пăхать: тĕк тӳшек çинче хăйпе юнашар çатта-çарамас Хвеччие вырта парать. Кĕлеткипе Куляна тĕршĕннĕ те вăл, сулахай аллипе ăна ыталаса, тутлăн кăна харлаттарать. Ак, тамаша, ял Светĕнче хут уйăрттарса тухнă саккунлă арăмĕ тейĕн çав. Ту-урăçăм!..

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 8 ... 35

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: