Асамлă тетрадь


Пĕррехинче Женя шкулалла утнă май пĕве пуçĕнче тетрадь тупрĕ. Унăн хуплашки çине çапла çырнă: «Тусăм, çак тетраде уç та хăвăн чи кирлĕ икĕ ĕмĕтне çырса хур. Вара вĕсем çийĕнчех пурнăçланĕç». Женя аса илме пуçларĕ: «Ĕнер юлташсемпе тĕттĕм пуличченех урамра вылярăмăр. Çавăнпа та уроксене тĕплĕн хатĕрленеймерĕм». Вăл нумай шутласа тăмасăрах пĕрремĕш ĕмĕтне çырса хучĕ: «Паян кашни урокрах «5» паллă илесчĕ». Çак ĕмĕт-шухăшпа шкулалла кĕрсе кайрĕ.

Акă пĕрремĕш урок — математика. Учитель Женьăна доска умне задача шутлама чĕнсе кăларчĕ. Женя задачăна хăвăрт та тĕрĕс шутларĕ. «Пиллĕк» паллă илчĕ.

Иккĕмĕш урокра сăвă пăхмасăр каламалла пулчĕ. Женя сăвва вĕренмелли çинчен пачах та манса кайнă. Доска умĕнче вăл сăвва тикĕс, пĕр такăнмасăр каласа пачĕ. «Аван! Ку тетрадь пулăшать иккен», — шутларĕ Женя. Çапла вара арçын ача кашни урокра «5» паллă илчĕ.

Тепĕр ĕмĕтне килте амăшĕпе пĕрле çырма шутларĕ. Амăшĕ ĕçрен килсен вăл ăна асамлă тетрадь çинчен каласа пачĕ. Амăшĕ Женьăна: «Пирĕн кукамай чирлĕ, сыватсан лайăхчĕ», — терĕ. Вара Женя иккĕмĕш ĕмĕтне кукамай часрах сывалтăрччĕ тесе çырчĕ. Нумай та вăхăт иртмерĕ — Женьăн кукамăшĕ хăйне аван туйма пуçларĕ. Арçын ача питĕ савăнчĕ. Женя тетраде сунтăха хучĕ те çывăрма выртрĕ, вара ирчченех тĕлĕкпе айкашрĕ вăл.

Акă Женя пĕве хĕррине пулă тытма кайрĕ пек. Вăлтине шыва ячĕ те пулă кĕрессе сăнаса ларать. Сасартăк вăлта туртăнса илнĕ пек туйăнчĕ. Чалт! туртрĕ çӳлелле. Пысăк йăлтăркка пулă туртса та кăларчĕ. Савăнсах кайрĕ ача. Пулла вăлта йĕппинчен вĕçертме тытăнчĕ çеç — çепĕç те илемлĕ сасса илтех кайрĕ. Тин çеç туртса кăларнă пулă калаçать иккен. Ак тамаша! Халиччен пулă тытма нумай çӳренĕ Женя, пуллине те аванах тытса таврăннă киле… Анчах та кун пек калаçакан пулă тытса курманччĕ-ха. «Женя, эсĕ паян çăмăллăнах «5» паллăсем илтĕн, кукамуна та хăвăртах сыватрăн. Маттур эсĕ. Пĕве пуçĕнче выртакан тетраде шкула каякан ачасем пурте курчĕç, анчах пĕри те илмерĕç. Эсĕ — илтĕн. Эпĕ ăна ятарласа пĕве хĕррине кăларса хутăм. Пур япалана та çăмăллăн тума хăнăхсан хăвнах йывăр пулĕ. Тетрадь çине мар, хăвăн çине шанмалла. Ăслă пул, ĕçчен пул, тăрăшуллă пул. Ман ырă сăмахсене ан ман».

Ирхине Женя вăранса каять те тӳрех сунтăха пăхать. Асамлă тетрадь çук! Телей пĕр куна кăна пычĕ иккен. Вăт сана ылтăн пулă!

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Аксар Чунтупай (2011-11-11 20:43:42):

Ку хайлав çăмăлттай пурăнас текенсене ăса вĕрентет. Маттур!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: