Çутă çăлкуç
Çуркунне çывхарать. Çутçанталăк çуталать. Çăварни çитрĕ. Çаврака çатма çинче çуллă çăкăр-тăвар, çăмарта. Çăварниччен çынсем çăвăнаççĕ, çапăнаççĕ. Çынсем çăварнире. Çунашка çинчи çамрăксем çухăраççĕ. Çемен çунашкийĕ Çтаппан çунине çапăнчĕ те Çтаппан Çемен çине çилленмеллипех çилленчĕ. Çурхи çанталăк çилсĕр. Çĕмĕрт çеçке çурасшăн.Çеремсем çеçенленчĕç, çĕмĕрт çеçки те çурăлчĕ, çеçпĕлсем те çеçкеленчĕç. Çăлкуçсем çĕр çĕмĕрсе çĕр çинелле çĕкленеççĕ. Çыранĕсем çывăхĕнче çӳçе-хăва. Çуркунне çемми çепĕç те çемçе.
Çеруш Çурçĕре çыру çырчĕ: «Çинук! Çĕмĕрт çеçке çурчĕ, çулла çăвĕпех çырла çийĕпĕр. Çырмара çăлкуç çывăхĕнчи çерем çинче çĕр çырли çитĕнет. Çĕр çырли çеçкере, çулла çĕр çырлине çурлапа çулсах çийĕпĕр. Çĕр çырли Çуткасси çывăхĕнчи çăлкуçра та çитĕнет. Çăлкуçри çырла çăмăлскер, çăмарта çӳллĕшскер, çулсене çухатать. Çав çырлана çиекен çамрăкланса çăмăлланать. Çак çăлкуç Çуткассине çеçенхиртен çитнĕ. Çăка çулçи çаврака, çавах çырли çук. Çеçпел çеçкере, çеçпĕлĕн çимелли çырла çук çав. Çулла çумăр çăвать, çиçĕм çиçет. Çутă çăлтăрсем çынсене çутатаççĕ. Çĕнĕ çăлтăр çутăлсан çĕнĕ çын çуралать. Çурçĕрте çырла çук. Çулла çулçӳреве çит, çырла çийĕпĕр. Çеруш».
Çинук çырăвĕ çапларах: «Çулла çитейместĕп, Çĕнĕ Çула çитесшĕн. Çĕнĕ çул çитеспе çынсем çуртсене çутатаççĕ, çутăсем çакаççĕ. Çуртсем çĕнелеççĕ. Çутă çĕрĕпех çунать. çынсем çĕрĕпех çывăрмаççĕ. Çавра çил çавăрттарать, çутă çăлтăрсем çунаççĕ. Çурçĕрпе çынсем çуртсенче çуртасем çутаççĕ.
Çĕнĕ çулта Çинахви çăмламас çăматăпаччĕ, çĕтĕк çĕлĕкпеччĕ, çĕрĕпеччĕ. Çутăра çĕрри çутатать, çатăлтатать. Çеруш — çĕлĕк çĕлекенччĕ, çăмăл çăпатапаччĕ. Çинкка — çара çерçи, çӳçне çивĕтленĕччĕ. Çӳçĕ çутăра çиçетчĕ, çамки çине çутă çаврашкасем çыпăçтарнăччĕ, çунаттисемпе çатăлтатса çӳретчĕ. Çемен çар çи-пуçĕпеччĕ. Çепĕç çемĕпе çума-çуммăн çаврăнтăмăр. Çав Çĕнĕ Çул çулталăклăх! Çинук».
Çеруш Çинук çине çилленчĕ. Çăлкуçри çăмарта çӳллĕш çырла çисе çамрăкланчĕ те çеккундран Çурçĕре çитрĕ. Çинук Çеруша çулçăллă çĕрулми çитерчĕ. Çеруш Çинука çунатлă çивиттипе Çуткассине çитерчĕ. Çамрăксем çураçрĕç. Çутă çăлуç çынсене çамрăклатать, çăмăллатать, çывăхлантарать, çураçтарать!
Çамрăксем! Çуткассине çутă çăлкуç çине çитĕр!
Любовь Шашкина (2011-11-03 18:13:36):
Питĕ интереслĕ калав.Пĕр сас паллирен пуçласа çырни пушшек ку ĕçĕн хакне хăпартать.
Любовь Шашкина (2011-11-13 18:48:17):
Автор таланчĕ те çăлкуç пекех ан иксĕлтĕр.
Алена Захарова (2011-11-28 21:05:07):
Çакăн пек калава талантлă çын çеç çырма пултарать.Шухăшĕ тарăн,сăмахĕсем илемлĕ.
Анжела (2011-11-29 22:32:27):
Çапла пите интереслĕ, тарăн шухăшлă калав... Маттур Галина Вячеславовна...
Алина Иванова (2011-11-29 23:47:02):
Мĕнле хитре çырма пĕлнĕ, кашни сăмахĕ пĕр саспаллирен, лайăх калав пулса тăнă!мана питĕ килĕшрĕ! татах та лайăх калавсем, юмахсем, сăвăсем çырса çынсене савăнтарма сĕнесшен! Турри сире сывлăх патăр!
Алина Иванова (2011-11-30 00:04:19):
Мĕнле хитре çырма пĕлнĕ, кашни сăмахĕ пĕр саспаллирен, лайăх калав пулса тăнă!мана питĕ килĕшрĕ! татах та лайăх калавсем, юмахсем, сăвăсем çырса çынсене савăнтарма сĕнесшен! Турри сире сывлăх патăр!
Светлана Салам (2012-10-08 08:59:15):
Галина Вячеславовна пĕр сас паллирен çырнă калавĕ ăнăçлă пулса тухнă. Çăмаллăн вуланать. Автор пултарулăхĕ виçесĕр пысăк. Ăнăçу пултăр Сире!
Яковлева (2012-10-10 20:16:53):
Маттур, Галина. Малашне те пултарулах лаççинче ăнăçу сунатăп!!!
Галина Зотова (2012-10-10 23:02:36):
Тавах. Ырă сăмахсем татах та çĕнĕ хайлавсем çырма вăхăт тупма тăрăшмаллине аса илтереççĕ.