Мăнту вăрттăнлăхĕ
Тăвайккинчи шкул çути Анюк чĕринче те ялкăшса илчĕ тейĕн. Хĕрача аллине ик еннелле сарчĕ те, вĕçме вĕренекен курак чĕппи евĕр хăлаçланса, чăнкă çыранран хăвăрт чупса анчĕ. Çырма урлă каçнă чӳхне ура айĕнчи кĕпер параппан пек кĕрленине пĕр самант итлесе пычĕ, унтан, урисене вăрăмрах ярса пусма тăрăшса, сăрта хăпарма тытăнчĕ. Сăртра — ушкăн ача. Çуйхашу, кулă. Тахăшĕ, авă, йĕрет те пулас. Анюкăн та çакă çӳллĕ тăвайккинчен вирхĕнсе ярăнас килет. Анчах...
Васкать хĕрача. Пилĕклĕ пальтине йӳле янă. Утнăçем пĕтĕм кĕлеткипе çаврăна-çаврăна пăхать хăй. Куçе умĕнче вĕт-шакăрсем, çырма тĕпĕнчи шăн кĕпер, хура йăмра... Çырма тĕпĕ çăлкуç тапса тăнă çĕрте хуп-хура.
Шкулта ăшă, çутă, урамринчен те шавлă. Коридор тăршшĕпех аслă классенче вĕренекенсем. Ушкăнăн-ушкăнăн тăрса тухнă. Анюк пĕр чарăнса тăмасăр кĕрсе каясшăнччĕ — пулмарĕ.
— Анюк, паян эсĕ чăваш хĕрĕн ĕлĕкхи тумĕпе ташлатăн теççĕ, — пӳлчĕ ун çулне Ванюк.
— Сана мĕн ĕç! — пăрăнма тăрăшрĕ Анюк. Арçын ача ăна тытса чарчĕ. Тем пулнă? Чăрлаттарсах пăхать хĕрача. Ванюк çĕнĕ хура костюмпа. Çырă çӳçне туранă... Тăрăхларах пичĕ таса... Куç харшисем тӳп-тӳрĕ. Куç шăрçисем тавра çутă пăнчăллă. Арçын ача хăйне ашкăнчăклă тыткалани хĕрачана килĕшмерĕ. Уменче тăракан ачана хытах тĕртсĕ ячĕ те, ун аллинчен вĕçерĕнсе, сцена хыçне чăмрĕ.
Концерта хутшăнакансем, Анюк пекех, ятарлă тумпа... Ташлакансем тĕкĕр умĕнче çаврăнкалаççĕ, кĕпе аркисене, саппунĕсĕйе турткалаççĕ. Пурте йĕркеллĕ, пурте лайах. Анюкан тата тухья тăхăнмалла, мăй çыххи çакмалла. Япалисем вара шкул музейĕнче. Уççи — техничкăра. Вăйă карталанма пуçланиччен мĕн кирлине илес тесе, хĕрача ун-кун пăхкалать. Наçтаç аппа ăçта-ши?
Анюк ку музейре темиçе те пулнă, пурпĕр тем çӳçентерет. Акă халĕ те, кĕрсенех, Наçтаç аппана аллинчен ярса тытрĕ вăл. Вĕсен умĕнче — çын шăмшакки. Юнашарах тăманан пуш кĕлетки. Кантăк куçĕ — хĕп-хĕрлĕ... Мамонтăн асав шăлĕсем те, формалин ăшĕнче ĕмĕрĕпех çывăракан çĕленсем те пур кунта...
Çамрăксен каçĕ хĕрсех пырать. Артистсем перин хыççăн тепри тухса юрласа параççĕ. Час-часах тăвăллăн алă çупни илтĕнет. Анюксене те ташлама вăхăт. Хĕрсен вăйă карти, çил çинчи чечексем евĕр, пĕр енчен тепĕр еннелле тайăлать...
Шăкăрт! илтĕнчĕ сцена çинче. Малта ларакансем кăртах сикрĕç. Мĕн пулчĕ-ши? Мăйĕсене тăссах пăхаççĕ курма пынисем. Нимех те мар иккен. Анюкăн мăй çыххийĕ татăлса ӳкнĕ. Хĕрача асăрхайман, урипе таптанă. Шăрçине пуçтара-пуçтара ташлать Анюк. Ташă кĕввине çухатмасть вăл.
Савăнăçлă каçăн вĕçĕ те савăнăçлă пулмалла пек. Урама тухсан, арçын ачасем юрпа перкелешме тытăнчĕç. Тахăшĕн юр чăмăрккийĕ зал чӳречине пырса çапăнчĕ, пăрпа эрешленнĕ кантăк чанкăрр! турĕ. Камăн ун пек чухне айăплă пулас килтĕр? Пурте чăлпар саланчĕç. Хыçалта Наçтаç аппа ятлаçни çеç илтĕнсе юлчĕ.
Тепĕр кунне ирпе шкула столяр килсе çитрĕ. Утиялпа кăна кăшт-кашт карса хунă чӳречене юсама тытăнчĕ. Анюк пĕрремĕш тăхтавра малтанрах пуçтарса хунă мăй çыххипе шăрçасене çиппе тирме пикенчĕ.
Столяр кичемрех çын пек курăнать. Акă вăл, ачасене вăрçкаласа, пысăк кантăç листи илсе кĕчĕ. Кĕленче каскачĕпе ăна чăрр! чĕрчĕ. Анчах кăшт пуснипех чулĕ тухса ӳкрĕ. Шыраса туп ĕнтĕ халĕ пĕчĕк тĕпренчĕке сарлака урайĕнче. Тен, хăма хушăкĕнчен тĕпсакайне те сикрĕ пулĕ? «Ăнман пурнăç!» — текелесе, столяр каскăч чулне шырама тытăнчĕ. Часах тупрĕ вăл ăна.
Анюк музейре мăй çыххи Майлаштăрчĕ. Ĕç ăнсă пычĕ, анчах пĕр шăрçи çухалнă пулас. Хĕрача ĕнерхине аса илчĕ. Унта-кунта шыракаланă хыççăн зала вĕçтерсе çитрĕ. Унта Наçтаç аппа, шăпăрпа савук тытнăскер, урай шăлать, Столяр ĕç хатĕрĕсене пуçтарса хунă.
— Ай, мĕн ку? — тет Наçтаç аппа.
— Мăй çыххинчи шăрçа мар-и? — хутшăнать Анюк.
— Ара, ку ман алмаз вĕт-ха, — çавăркалать тĕпренчĕке столяр. Унпах кантăк татăкне чăйлаттарса чĕрсе пăхать. Аптранă енне вăл кĕсьери каскăчне туртса кăларчĕ. Алмазĕ унтах-мĕн!
Анюк, теме тĕшмĕртсе, татах шырама пуçлать. Унăн çивĕч куçĕ самантрах çӳп çинчи темиçе йăлтăрккана уйăрса илет. Вĕсене пĕр-пĕрин çумне çыпăçтарса хурсан, шăрçа пулмалла. Пĕр татăкĕ çеç вырнаçмасть. Столяр хăйĕн каскăчĕнчи алмаз тĕпренчĕке темиçе пайлă шăрçа çумне тытса пăхать. Чул катăк вырăнĕ йăлтах хупланать. Пурте харăсах пĕр япалана ăнкарса илеççĕ. Тап-таса ватнă шăрçа тĕпренчĕкĕсем — алмаз!
— Ку хыпар шкулĕпех сарăлчĕ. Пуçланчĕ мăй çыххи тавра пăтăрмах. Пуринчен ытла Ванюкпа Михайлов учитель тăрăшаççĕ. Историк кун йьппши хаклă мăй çыххи чăваш ялне епле лекнине пĕлесшĕн. Ванюк шăрçасене тĕрĕслесшĕн çунтарать.
— Эй, çав шăрçасем! Эпĕ вĕсене кантăкран тунă тесе. Мăй çыххине ăна ман валли эп çамрăк чухнех тунăччĕ. Ватăлтăм та ак шкулти музее патăм. Сыхланса юлтăр терĕм. Эккей, мĕн килсе тухрĕ-ха капла? — такамран пулăшу ыйтнă евĕр пăхкалать Наçтаç аппа.
— Ăçтан тупрăр-ха вара çавăн чухлĕ шăрçа? — тĕпчет Михайлов.
— Ара, ун чух пит начар пурăнаттăмăр та, шăрçа илме укçа çукчĕ. Элĕ вара кĕленче ванчăкĕсенчен тутарттартăм. Эп кантăк тесе! Тем чухлехчĕ вĕсем Мăнтури тимĕрçĕ лаççи хыçĕнче, Ман старик вĕсенчен пĕр ярăм шăрçа туса пачĕ вара.
— Леш Ительмес тимĕрçĕ лаççи патĕнче тупнă-и?
— Çавăнта, ара...
Пурин те Мăнту çине халех чупса тухас килет. Анчах апла тума май çук. Урамра хулăн кĕртсем. Хĕлле.
— Унта ĕлĕк питĕ ăста тимĕрçĕ ĕçленĕ тет, — малалла тăсать калавне ватă çын, — Хресченĕн ĕç хатĕрĕсене пĕтĕмпех çавă тунă пулать. Пĕр вăрçă вăхăтĕнче ăна тăшман тыткăна илнĕ, хĕçпăшал тума хистенĕ. Ку килĕшмен. Тăван халăха пĕтермелли хĕçпăшал туса çылăха кĕрем-и тенĕ. Тăшман умĕнче пуç тайман тимĕрçе хĕçпе касма тăнă, Ку çав самантрах лаççи-мĕнĕпех куç умĕнчен çухалнă, тет. Елĕкхи тимĕрçĕ халĕ те Мăнту ăшĕнче ĕçлесе пурăнать имĕш. Энтри хăта, çĕр çине выртса итлесен, халĕ те шалта чанк-чанк туни илтĕнет, тет. Те чăнах çапла вара?
— Халь те ĕçлет, тет? — шухăша каять учитель.
— Çапла калаççĕ çав, — тавăрать Наçтаç аппа... Куна илтнĕ шкул ачисем ахăлтатсах кулса яраççĕ.
Учитель куçĕнче те тем иккĕленни сисĕнет... Çакна çеç кĕтнĕ тейĕн, урока чĕнсе, шкул тăршшĕпех шăнкăрав янăраса кайрĕ. Пулни-иртнине ача-пăча самантрах урăххипе улăштарчĕ.
Унтанпа чылай вăхăт иртрĕ. Шкулти пăтăрмахсем те манăçа тухрĕç. Çурхи кунсем çитрĕç. Шыв-шур тапранчĕ. Сăрт пичĕ типсе çитнĕпе пĕрех. Тулта ăшă. Май уявĕ умĕн учительсемпе ачасем шкула тирпей-илем кĕртме шут тытнă. Музейре Михайлов, Наçтаç аппа тата Анюк. Историк яланхи пекех ĕлĕкхи вăрçă хатĕрĕсен тутăхĕпе тусанне шăлать. Анюк тухъяпа хушпусене питех те асăрхануллăн тыткалать.
— Наçтаç аппа, кăтарт-ха пире леш кантăкалмаз тĕпренчĕкĕсем тупăннă вырăна, — хĕллех пулса иртнине аса илет хĕрача. — Манăн та çав кевер чулсенчен шăрçа тăвас килет.
— Ма кăтартас мар, кăтартас. Мана çула май, — килĕшрĕ Наçтаç аппа. — Акă шкулти ĕçсене пĕтерĕпĕр те... Пурте пĕрле кайăпăр.
Ваттипе çамрăкки куç илмесĕр истори учителĕ çине пăхаççĕ. Ку шухăша Михайлов та пуçа илчĕ пулас. Елĕкхи тимĕрçĕ çинчен хывнă халапа тĕрĕслесе пăхма вăл пĕртте хирĕç мар. Çакна çеç кĕтнĕ хĕрачă, ĕçне пăрахсах, картишне чупса тухрĕ.
Шкул ачисенчен чылайăшĕ садра тăрмашать-мĕн. «Ванюк, Ванюк!» — чĕнчĕ юлташне хĕрача. Нумайччен пăшăлтатрĕç çамрăксем. Çурхи пахчана пуçтаракансем вĕсем çине пĕрре кăна мар пăхса илчĕç. Вăхăтран вăхăта Ванюкĕ аллинчи кĕреçепе тем чавса илет. Анюкĕ кăкăрĕ умне тем тытса кăтартать. Никама та асăрхамаççĕ...
Мăнту — таврари чи çӳллĕ вырăн. Аялта çырма. Пĕчĕк юханшыв хĕррипе ял урамĕ вырнаçнă. Кунтан аякра та мар тимĕрçĕ лаççи пулнă. Халĕ унăн, паллах, йĕрри-палли те юлман. Ватă çынсем каланă тăрăх, тимĕр тăприне те таçтан илсе килмен, çакăнтах, çырма тĕпĕнчех, тупнă пулать. Пусă чавнă чух тăпрапа пĕрле хӳра чул катăкĕсем тухнине Ванюк темиçе те курнă-ха. Анчах кун пирки кăсăкланса шутламан.
— Ман шутпа, ак çакăнта пулма кирлĕ вăл, — тет Наçтаç аппа, Ванюк шухăшне татса. — Çак тĕлте тупсаччĕ. Шыраса пăхăр, эпĕ каям.
Мăнту пичĕ пĕтĕмпех типсе çитнĕ. Хĕвел анăçа тайăлнă пулсан та, самаях хĕртет. Ăшă. Пиншакне хывса пăрахнă учитель çеремлĕ çĕре çĕтет. Ванюкпа Анюк пысăк муклашкасене алăпа тĕпретсе пыраççĕ. Çамрăк çивĕч куçсем йăлтăркка кантăксене асăрхаççех ĕнтĕ.
— Елĕк, пин те çичçĕр çитмĕл тăваттăмĕш çулсенче, Пăкачав çарĕ пирĕн ял çумĕпех иртсе кайнă, тет. Тен, çавсем пытарнă мул пур кунта? — сăмахлать Ванюк. Хăйне вăл «Мул утравĕ» кĕнекери мулшыравçăсем пекех туять пулас.
— Нумай тупсан, эпĕ вĕсенчен хама валли шăрçа тутарттарăп, — тет Анюк. Шухăшĕпе вăл, çав шăрçапа капăрланнăскер, тĕкĕр умĕнче çаврăнкалать.
— Малтан тупар-ха мулне. Тупсан пĕлетпĕр ăçта хумаллине, — хутшăнать калаçăва учитель, — тен, музей валли пулĕ. Хамăр ял историйĕ ку теслĕхпе татах пуянланĕччĕ вара. Халлĕхе эпир çавна, пулни-иртнине, тĕплĕн тĕпчесе пĕлеймен-ха.
— Çак мĕн ку? — янăрать хĕрачан сассн. Унăн пылчăкланнă пӳрни вĕçĕнче темĕнле пĕчĕк йăлтăркка. Пурте ăна тимлесе пăхаççĕ. Çапла, ку кантăкăн тĕсĕ те леш шăрçасенни евĕрех. Кевер чул ку. Чăн та çавă! Анюк ăна, хутпа чĕркесе, кофта кĕсйине чикет. Ачасем пушшех хавхаланса ĕçлеме тытăнаççĕ. Анчах урăх нимĕнех те тупăнмасть. Тĕттĕмленме те пуçларĕ.
— Эккей, куç курми пулчĕ. Хунар çутса килмелле мар-ши? — тет Ванюк.
— Çук, ачасем. Паянлăха çитĕ. Ыран татах ĕçлĕпĕр, — лăплантарчĕ пĕчĕк йыша учитель. — Ыран уроксем хыççăн пĕтĕм шкулпа килĕпĕр. Кунта пĕччен-иккĕн нимех те тăваймăн.
Асли шухăшĕпе килĕшрĕç.
Тепĕр кунне, уроксем вĕçленсен, аслă классенче вĕренекенсем сăрт типпине тухрĕç. Истори учителĕ малтанах хатĕрлесе хунă планпа. Анчах Мăнту мулĕ тупăнмасть-ха, пит шалта пуль, шеремет. Кĕлпе кăмрăксăр пуçне нимех те курăнмасть. Тимĕрçĕ лаççи пулнах пуль çав ку тĕлте. Анчах кĕлпе кăмрăк мул мар-çке. Тупни-пĕри сапаланчăк. Пытарса хунă пулсан, пĕр çĕрте, кăкшăмра е пĕр-пĕр савăтра, выртмалла.
Ванюка питĕ кичем. Вăл кунта мул пуррине пач ĕненми пулнă. Анюк та шăрçалăх кевер чул тупайманшăн хытах пăшăрханать. Истори учителĕ шухăша кайнă.
— Тупрăм, тупрăм! — кăшкăрса ячĕ çав вăхăтра пĕр ача, çĕр ăшĕнчи темĕнле хытă япалана кĕреçепе таккаса. Чанк-чанк! тутарать. Ун тавра ыттисем пухăнчĕç, Кашни хăй куçĕпе курасшăн. Тата кăшт чаврĕç. Майĕпен шурă чул курăна пуçларĕ. Тăпрана татах темиçе кĕреçе сирсе ывăтрĕç. Плита евĕр лаптак чул иккен.
Ванюк тĕлĕннипе пуçне икĕ аллипе ярса илчĕ. Чул тухнăçемĕн пысăкланса пычĕ.
— Ку чул истори палăкĕ пулма кирлĕ, — тавçăрса илчĕ истори учителĕ. — Арабла çырнă саспаллисем те пур мар-и-ха? Чăн-чăн палăк! Ачасем, асăрханарах ĕçлĕр!
Акă касса çырнă çыру чул çинче уççăнах палăрать. Учитель текста вулама тытăнчĕ. Институтра вĕренйĕ чух Иван Михайлов студент Атăлçи Пăлхар çĕршывĕнчи палăксем çинчен курс ĕçĕ çырсаччĕ. Акă хайхи пĕлни кирлĕ пулчĕ те. «Çак вырăнта, — вуларĕ вăл, — çĕре кĕнĕ мучарсен князĕ Магна...». Хыçалти саспаллисем катăлса ӳкнĕ. Мĕн çырнине пĕтĕмпех вулама çук. Мадьяр — венгрсем! Ăçтан килсе лекме пултарнă вĕсем Мăнту çине? «Çук, çук, эпĕ тĕрĕсех вулаймарăм пулас», — иккĕленет учитель. Ăсчахсем кĕнекере çырнине аса илме тăрăшать: «Çапла, пин те икçĕр вăтăр улттăмĕш çулсенче, венгрсен королĕ тутар-монголсем тапăнса килнине илтсен, Юлиан ятлă монаха Атăлçине хĕвелтухăçĕнчен куçмасăр юлнă Магна Хунгария ăрăвĕнчи венгрсене шырама ярать. Монах вĕсене чăнах та шыраса тупать, анчах пăлхарсен патшалăхĕ саланса кайнă-мĕн. Венгрсем пăлхарсемпе пĕрле вăрмансене тарса пытаннă».
«Çав Магна венгрĕсем пурăнман-ши ку вырăнта? — çырăва тата тепĕр хут вуланă май шухăшлать учитель, — Чăнах та, пирĕн ял çумĕнчех Мучар ятлă ял пур-иç. Венгрсем вара хăйсене çапларах чĕннĕ пулать. Нижер, Мижер, Можар, Мучар, Моджар ятлă ялсем халĕ те чылай çĕрте сыхланса юлнă. Апла чăвашсемпе венгрсем ку вырăнсенче те пĕрле пурăннă пек килсе тухать».
— Ачасем! — ăшĕнче тек тытса тăраймасть учитель хăй шухăшне. — Ку чул çырура венгрсен темĕнле княçне çакăнта пытарни çинчен пĕлтернĕ. Эпир пурте хамăр аякри тăвансен вилтăприйĕ çинче тăратпăр.
Ачасемпе историк татах чаваççĕ. Палăк айĕнче йăла-йĕрке таврашĕ пулмалла. Асăрханса ĕçлеççĕ çĕнĕ археологсем. Михайлов учитель вĕреннĕ чухне пĕрре çеç мар экспедицисене хутшăннăскер, майне пĕлет. Çавăнпа та ĕç наука ыйтнă пек тĕп-тĕрĕс пулса пырать. Анчах та темле тимлесе шырасан та, нимĕнех те тупăнмасть. Князь шăмшакки, ванчăк савăт-сапа... Хаклă йышши япаласем курăнмаççĕ. Пĕр ванчăкрах кăкшăм ăшĕнче пĕр ывăç кăмрăк пур. Леш тĕнчере кăвайта чĕртме кăвар кирлĕ пулĕ тенĕ-ши? «Ку вилтăприне тахçан çаратнă пулас», — калаçать ачасемле Михайлов. Унтан кăкшăмри кăмрăка йăлтах çĕре силлет. Савăт-сапа ванчăкĕсене пуçтарса илет. Çыпăçтарсан, музей валли питĕ шеп экспонатсем тухмалла.
Ачасем палăка хăй вырăнĕнчех хăварас терĕç. Плитана тăратса лартрĕç, ун тĕпне тăпрапа хутăш чул ярса çирĕплетреç. Алăстисем тепĕр куннех ун тавра карта тытма пулчĕç.
Палăк тупнă хыççăн кевер чул ăçтан тупăннине, вăл мĕншĕн сапаланса выртнине те ăнланмалла пек, Князь мулĕ ĕнтĕ. Анчах тупнисем мĕншĕн кĕлпе кăмрăк хутăшĕнчен? Çакă канăç памасть Ванюка.
— Тен, кунта мул мар, урăххи, — тет шухăшлама юратакан ача. — Тахçан çакăнта ăста тимĕрçĕ пурăннă теççĕ. Тимĕр-тăмăр шăратнă вучах вырăнне тупасчĕ. Мĕнле майпа ĕçленĕ-ши ĕлĕкхи хурçă шăратакансем?
Çĕр чавса чылаях ывăннă ачасем килĕсене саланчĕç. Ванюк та килелле утрĕ. «Ара, алмаз тени углеродпа пĕр вĕт-ха, вĕсен тытăмĕ анчах урăхла, — аса илчĕ вăл физика урокĕнче вĕреннине. — Кăмрăк, кĕл — алмаз, кевер чул. Çав шăрçасем тимĕрçĕ лаççин вучахĕнче çуралман-ши? Пулма пултараймасть. Углеродран алмаз тума пысăк температурăпа сывлăш пусăмĕ кирлĕ. Ун пек пусăм вучахра çук.
Мĕнлеччĕ-ха физика кĕнекинче? «Условие равновесия между углеродом и алмазом, направление перехода из одной фазы в другую зависит от температуры и давления». Çаплаччĕ вĕт-ха. Алмазĕ вара хăех питĕ пĕчĕк хăвăртлăхпа углерода куçма пултарать. Наука кăна тахçанах палăртнă. Углерод алмаза куçма вара?.. Тен, авалхи ăстасем урăхла мел тупнă? Калаççĕ-çке Америкăри индеецсем — инксем — ылтăнран тунă питех те нумай япаласемпе усă курнă тесе. Ылтăн тăприпе пуян вырăнсем вара унта çукрах. Алхимиксем тăхлана ылтăна куçарман пулĕ те? «Çук, апла мар!» — пĕрре ыйтрĕ, тепре хирĕçлерĕ Ванюк, Анчах шухăшĕ çапах пуçран тухмарĕ.
Ванюк кăмăлĕ ĕмĕтлĕ. Акă вăл институтран вĕренсе тухнă та, авалхи алхимиксем евĕр, элементсене пĕр тытăмран тепĕрне куçарать, Çĕнĕ наука та-уçĕ вăл.
Емĕтленекен тăпах чарăнса тăчĕ. «Эккей, эпĕ кил тĕлĕнчен иртсех кайнă-çке», — тавçăрса илчĕ арçын ача. Унтан каялла вăртах çаврăнчĕ те кил хапхинчен кĕрсе куçран çухалчĕ.
Тавралăх тахçанах шăпланнă. Мăнту çумне лăпчăннă ял тутлăн çывăрать. Сайра çăлтăрсем, кевер чул евĕр, йăлтăр-йăлтăр çиçсе илеççĕ.
Тепĕр кунне Ванюк ир-ирех вăранса кайрĕ. Тем çухатнăн туйăнать таçта. Ĕнерхине аса илчĕ. Палăк тупни савăнтарчĕ ăна. Анчах кевер чул мĕн-ма тупăннине пур-пĕр вĕçне çитиех чухласа илеймерĕ. Çавă пăшăрхантарать те...
Вырăн çинче пĕр вăхăт пулни-иртнине аса илме тăрăшса выртрĕ Ванюк. Кашни япалана, ĕнер курнăскере, шухăшĕпе кăна тепĕр хут тыткаласа пăхрĕ. Тем çухатнăн таçта. Пĕлет ача, ĕçри йăнăша миме хăех картса хăварнă. Анчах хăçан тата хăш тĕлте йăнăшнă-ши, каламасть. Аптранă енне ача вырăн çинчен вăшт! сиксе тăрать. Шыв ĕçме тесе кухньăна кĕрет. Амăшĕ плита хутса янă-мĕн. Шалта çулăм кĕрлет. Урайĕнче тимĕр савук. Савукра кăмрăк.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...