Пуçтарăнма, тăван, вăхăт çитрĕ
(Чăваш конгресне йыхравлани)
Ăçта эсир, чăваш ачи-пăчи!
Сассăр пур-и таçти çĕрсенче?
Элле сире ютсен качи-мăчи
Сивĕтре-и тăван ăшшинчен?
Чарлан вĕçет аслă Атăл çийĕн
Килен-каян çынна ыр сунса,
Ăçта вĕçсе, чарлан, ăçта çитрĕн,
Ăçти тăван кĕтет тусăнса?
Хыпарна пар, тăван чăваш ачи,
Тапранса тух инçет çĕрсенчен.
Элле сана ютсен пулли-вăлчи
Сивĕтрĕ-им анне килĕнчен?
Килсе курма, тапран, чăваш ачи,
Чунтан кĕтсе пирĕн ăш вăркать.
Чарса тăмасть сана тĕнче шалчи —
Тăван çĕршыв килме йыхăрать!
Чарлан вĕçет аслă Атăл çийĕн,
Тăвансене кĕтет ыр сунса,
Ăçта çитсе кама чĕнсе килтĕн?
Ăçти тăван килет савăнса?
1992, юпа, 1.
Шупашкар.
тархан иралинь (2012-03-12 19:47:15):
виталий станъял терĕс çырать, эпир, чавашсем , сивĕ çилпе саланса петнисем, хамар ятсене çенерен чертсе таратмасан,халь харах ура çинсе тăракан лаптакран елекхи-авалхи çĕр çине ике урапа кернеклен тараймасан пустаранаймапар та, пире, тулай чавашесене пи терех те йывартарах пуль, тата ике-висе ăру пурнасенчен хамар челхене сухатасси кус-керетех, хаман пурнасах илсе пахсан эпе хама юлашки чаваш теме пултаратап, пушкартстан, стерле хули, ялтан хулана кусçа килсен-аппапа йамак та вырас ачисене качча кайрес те выраса савранчес, çитменнине хаман та виçĕ х ĕр те (ывалсене турă памаре те) каллех вырас ачисене качча тухрес те вырассене çавранчес, хальхи вахатра, умра акă глобализаципе харатассе,,ман пеккисем пурте темелле, эпе мен каласшан-тутар-пушкартсем çурална кунран пусласа хайсен таван ячепе пер ватанмасар, шикленмесер манаслан хайсене тытассе, эпир вара, православи тен ячесемпе пуранакансем хамар чаваш иккенне палартма именсе пуранатпар, сака пульче ман самах,тав сире,
Валерий Михлеев (2012-03-16 12:42:29):
Тĕрĕссипе каласассăн, ку "проблема", чăваш чĕлхи умĕнче кăна мар,вырăс чĕлхи умĕнче те тăрать вара. "Глобализаци" сăлтавĕсене пула вырăс чĕлхи те пăтранма тытĕнче. Эпир вырăс чĕлхине те акăлчан чĕлхи сăмахĕсемпе варалама тытăнтăмăр,- тесе каласшăн эпĕ.
Хĕвелпи (2012-04-10 18:51:25):
Сирĕн шухăшăрпа эпĕ килĕшетĕп,анчах та хăш чухне хамăра ятлас килет. Эпир ,чăвашсем, çирĕппĕн пĕр сăмахлă пулса çине тăма пултараймастпăр. Пĕр-пĕринчен кулатпăр,путарса лартма та пултаратпăр. Малтанхипе танлаштарсан,халĕ кĕвĕçӳ
хуçаланать.
Сăвăри йĕркесемпе эпĕ килĕшетĕп,тĕрĕс çырать Виталий Станъял.
Калас килет: -Чăваш вилмен-ха пурăнать,
Вăл ăшшине пире парать.
Эс ан вăтан ,эс ан шиклен,
Çӳлтен,çӳле вĕçсе çĕлен.
Вăрçа эс пултăн хирĕçле,
Вăл ма-ха кирлĕ?
Эс итле:
Çак Çер çинче телей кӳрсе,
Пурнасчĕ пирĕн пĕр çемьен.
Валерий Михлеев (2012-04-13 11:37:09):
Сывах-ха эпĕ паян кун
Ют çĕрти чăваш ачи -
Сас паратăп савăнса.
Мăнăçланать-ха манăн чун -
Таçтан-таçтан аякран
Илтетĕп хĕрӳ сăмаха !
Любовь Шашкина (2012-04-15 16:49:33):
Пулă пуçĕнчен çĕрет.Çӳлти шайри чиновниксем нумайăшĕ чăвашла виç сăмах сыпăнтараймаççĕ.Вĕсем чăн чăвашлăха аталантарассишĕн чунне парса ĕçлесси иккĕлентерет."Эпир-чăваш!"-тесе кăшкăрашнипе чăвашлăх аталанмасть.Эсир чăвашсен паллă çыравçи, Чăваш писателĕсен союзĕн ертӳçи Юхма Мишши мĕнле условисенче ĕçленине курнă-и? Кайса курăр...