Ăшри тупа


Çĕр, манăн иксĕлми пуян аннеçĕм

Вăйна пăртакçă парччĕ эс мана

Кĕрешӳре çĕнме кăвар вăй кирлĕ

Парсам вăйна!

Иван Франко, 1880

 

I. Пулма та пултарĕ, юлташăм юнтарĕ,

Ĕненмĕ чи шаннă этем,

Усал хăрхаярлăх чуна юнăхтарĕ

Е пулĕ чăтма çук кичем —

 

Ун чух эс, çĕршывăм, пар çулăмлă туйăм,

Тасалăх пар, пар çут асам:

Эп санăн ачу, эсĕ манăн çĕршывăм,

Эс маншăн хĕвел пек таса!

 

1960,

Шупашкар.

 

II. Тĕнчешĕн çын — самантлăх хевтĕ,

Кунçул та шăрпăк пек кăна,

Маттур этем пулас килет-тĕк

Юрат, ан парăн, асаплан,

 

Вутпуççи евĕр кăварлан та

Сапса хĕрӳлĕх — йăлтăртат!

Хура этем чĕри чуллантăр,

Ху çирĕп иккенне кăтарт!

 

1961, раштав.

Шупашкар.

 

Ш. Пурнăçа çĕнетме-и хал çитмĕ?

Юрамасть пурăнма кĕлмĕçле!

Пулсан пулччăр туссем çитмĕл çиччĕн

Алла-аллăн пыма пĕр вĕçрен!

 

Тĕнчере пурăнас-им алпастăн,

Тухас çук-им нихçан та ырра?

Тарăху асапне çеç чăтас-тăк —

Пуç хурас, паян мар-тăк — ыран!

 

1962, авăн 11.

Пăчăрлă Пашьел.

 

IV. Кирлех пулсан, пĕрер-пĕрер турамăн

Таткаланса мĕнпур хăватăмпа

Кĕрешĕп эпĕ, эс вара ăнланăн,

Ывăлусем ӳсмен çилпе-тăмпа.

 

Енчен тĕрĕслеве черет тухсассăн

Малтан эс кăшкăр манăн ятăма.

Кĕтетĕп эп, çĕршывăм. Эпĕ — санăн.

Эп саншăн хатĕр вут çине тăма.

 

1965, авăн, 11.

Тбилиси.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: