Хаклă минтер
Кун хыççăн кун иртрĕ, вăхăт яланах пĕр май чупать, малалла та малалла. Пĕри çурхи кунсене килĕштерет, теприншĕн çуллахи тапхăр паха. Захар Иванчă вара кĕрпе хĕл тĕл пулнă кĕске тапхăра кăмăллать, ăна вăл уяв вырăнне хурсах кĕтет, хатĕрленет.
Ĕçе çапласкер ĕнтĕ унăн.
Çанталăк сивĕтсе юр ларсанах çынсем выльăх пусма тытăнаççĕ. Юнлă тапхăр тесен те юрать. Акă пĕрин килĕнче сысна çухăрни илтĕнет, тепĕр кил патĕнчен иртсе пынă чух выльăх пуçне ĕнтнĕ шăршă сăмсана çапать, шӳрпе çиме чĕнекен те çук мар.
Выльăх пусасси вăл пĕртте çăмăл ĕç мар. Асатте ун чух хĕвеле хирĕç тăрса темле сăмахсем пăшăлтатса калатчĕ те, вара тин ĕçе пуçăнатчĕ. Алла çĕçĕ тытсан куç умне темле сăнар та тухса тăрать. Пăрăва е путеке мĕн пĕчĕкрен ачашласа ӳстеретĕн те кайран юнне юхтарма тивет. Уйрăмах ачасем кăмăлсăр, макăраканнисем те пур. Пĕчĕк путексемпе пĕрлех выляса ӳсеççĕ мар-и-ха? Выльăх пуснă çĕртен тараççĕ вĕсем, хаш-пĕр чух амăшсем те чăтса тăраймаççĕ. Çак ĕçе тума хăяйман ашшĕсем те пур. Ун пек чух куршĕ çыннине чĕнеççĕ.
Захар Иванчă вара кун енĕпе самай хăюллăскер, чĕнекене пулăшатех, тирне те сĕвсе парать. Каярах, выльăх пусмалли вăхăт иртсе пынă май лашине кӳпет те яла тир пухма тухать. Хатĕрлев кантурĕнче ĕçлет вĕт-ха вăл, патшалăхшăн тăрăшать, пограничниксене хĕлле ăшă кĕрĕк кирлĕ тесе пуплешет. Пуçĕнче вара пач та урăхла шухăш хуçаланать. Йывăçран тунă метрпа тире чăлт-чалт виçкелесе илет, кăштах пускаласа пăхать те — хăй шухăшне пĕлтерет,
— Анăçлă сĕвмен, çуллă вырăнсем пур, çĕçĕпе амантни те тĕл пулать, виççĕмĕш сортпа илетĕп.
— Тирĕ аванахчĕ-çке, хăвах сĕвсе панăччĕ мар-и-çак? — тет хĕрарăмĕ.
— Çук, çук, пач та ман алă мар ку, упăшку сĕвнĕ курăнать.
— Ну, юрĕ эппин, виççĕмĕш тĕк виççĕмĕш пултăр, укçине пар, — килĕшет тир хуçи.
Пĕрре килтен илсе тухнăскерне каялла илсе каймаççĕ ĕнтĕ. Çакна Захар Иванович аванах чухлать. Кантурне çитсен тирсене иккĕмĕш е пĕрремĕш сортпах вырнаçтарма тăрăшать. Усламĕ вара хăй кĕсйине лекет. Çапла чылай çул ĕçлет, ялти пуян теме те май пур, анчах мулне кăтартмасть вăл, ыттисем пекех вăтам шайра пурăнма тăрăшать. Выльăх-чĕрлĕхĕ те карта тулли, тупăш тума арăмне пасара хăвалать, ачисене каникул вăхăтĕнче лагере ямасть, ĕçлеттерет, килти йĕркене çирĕп тытса пырать. Ашшĕ сăмахĕнчен нихăшĕн те иртмелле мар, вăл хушнине тумалла. Аспă ывăлĕн тумне кĕçĕннин тăхăнса çĕтмелле. Хĕрĕ пирки кăна урăхларах, пĕрмаях çĕнĕрен çĕлесе памалла. Апат йĕрки те çирĕп, харăс ларса çимелле, яшкари чи пысăк какай турамĕ ашшĕн пулмапла, ашшĕ тăмасăр сĕтел хушшинчен тухмалла мар.
Захар ачисем халь пĕри те килте мар. Хĕрĕ юнашар яла качча тухрĕ, ывăлĕсем иккĕш те хулара. Кĕçĕннине ашшĕ яла хăварасшăнччĕ, килĕшмерĕ. Мĕн тăвăн ĕнтĕ, çулсем чупаççĕ, Захар та тахçантанпах тивĕçлĕ канура, сывлăхĕ те хавшанă, выртмалли вырăн та хăйне аса илтерсех тăрать.
Пĕрре çапла Захар арăмне чĕнсе илчĕ те хальччен каламаннине пуçларĕ:
— Çак тарана çити йĕркеллех пурăнтăмăр. Сисетĕп, уйрăлмалли вăхăт та инçех мар пуль тетĕп.
— Захар, мĕн кирлĕ мара калатăн, кĕçех ачасем килĕç те хулари тухтăрсем патне илсе кайĕç. Сыватаççех вĕсем сана.
— Çук ĕнтĕ, текех тухтăр та, эмел те пулăшаяс çук, укçа тăккалани кăна. Ĕмĕтĕм ман халь пĕрре кăна — хам вырăн çинче выртсах уйрăласчĕ. Тупăк хăмипе хĕрес тумалли юман хатĕр унта. Ытлашши ан кулян, макăрса ан хуçăл. Мĕн тумаллине тунă ĕнтĕ, пӳрт те лартрăмăр, пахчари йывăçсем те çимĕçне парсах тăраççĕ, пыл хурчĕсем те пире майлах ĕçлеççĕ, ачамăрсем те намăс кăтартмарĕç. Пухнă укçана вара виççĕшне те пĕр тан пайласа пар. Ăçта упранине пĕлетĕн.
— Юрĕ, Захар, пĕтĕмпех эсĕ каланă пек пулĕ, — терĕ арăмĕ куçне шăлкаласа.
— Кăштах хăвна валли те хăвар.
— Мĕскер эсĕ, мана нимех те кирлĕ мар, пенси те йĕркеллех парса тăраççĕ, ачасем те пушă алăпа килсе çӳремеççĕ. Хам та нумай пурăнас çук.
— Çук, ман хыççăн ан васканă пул. Асăну йĕркине мăнуксене вĕрентсе хăвар. Енчен те сана киревсĕр ĕçпе е йывăр сăмахпа кӳрентернĕ пулсан, каçар мана. Йăнăшсем те чылай турăм пуль, унсăр пурнăç иртмест. Пуçра халь темле шухăш та хĕвĕшет. Çапах та, ĕçпе тепĕр яла кайсан çĕр варринче пулин те килех çитме тăрăшнă, ют çĕрте çывăрни пулман, ĕçкĕпе иртĕхсе укçа пĕтермен.
— Эсĕ те мана каçар, кĕвĕçни те пулкаланă, Захарăн кашни ялтах килĕштернĕ хĕрарăм пур тенине те илтнĕ, анчах чăтнă эпĕ, сана качча тухнишĕн пăшăрханман.
— Ыр сăмахшăн тавах. Çакна илтсен чунра лăпкăлăх çуралчĕ. Халĕ вилсен те юрать...
Çапла калаçса илчĕç икĕ ватă, çур ĕмĕр пĕрле пурăннăскерсем. Пур пĕрех уйрăлас килмест вĕсен, ачисем çунат сарса вĕçсе кайнă хыççăн пĕрне-пĕри хакласси пушшех вăйланса пычĕ. Мĕн тумаллине те çур сăмахран тенĕ пекех хăвăрт ăнланаççĕ, шухăшсем те пĕр майлă, сăнран та пĕр пек курăнаççĕ. Пурнăç саваласа пĕрпеклетнĕ ĕнтĕ вĕсене.
Халĕ ашшĕне пытарнăранпа чылай вăхăт иртрĕ. Амăшĕ нимех те шарламасть. Çапах та ачисен кăмăлĕнче темле канăçсăрлăх пурах çав, ашшĕ хыççăн укçа юлнине пĕлеççĕ вĕсем. Шухăшĕ кашниннех пур-ха, анчах калаçăвне пуçарма именеççĕ. Пуçтаранса калаçнă хыççăн тин хăюлăх çитерчĕç. Амăшĕ вара çапла каласа хучĕ:
— Ачамсем, ман сире памалли укçа çук. Мĕн пуррине аçу хăй патне илсе пыма хушрĕ.
— Хăех çапла каларĕ-и вара? — ыйтрĕ хĕрĕ сассине хытарса.
— Ĕнер кăна килсе кайрĕ.
— Тĕлĕкре пуль ĕнтĕ, — сас пачĕ кĕçĕн ывăлĕ.
— Тĕлĕкре-и, тĕлĕкре мар-и, ман аçу хушнине тумаллах.
— Ку тĕлĕнтермĕш тата мĕне пĕлтерет, мĕн тума укçа кирлĕ ăна? — хутшăнчĕ калаçăва аслă ывăлĕ.
— Укçа вăл кунтисене кирлĕ, тупăкра укçасăр та выртма пулать, — татса хучĕ хĕрĕ.
— Манăн аçуна итлемеллех, унсăрăн леш тĕнчере лăпкăлăх пулас çук.
— Эй тĕнче! Анне! Эсĕ халĕ те хăраса пурăнатăн иккен, унчченхипе çитмест-им? Ăçта сан укçу, кала! Атьăр-ха шыраса пăхар, — сиксе ӳкрĕ хĕрĕ.
— Ачамсем, чарăнăр, çылăха ан кĕрĕр, мана йывăр ан тăвăр.
Çакăн пек калаçу хыççăн килти ăшăлăх хăвăрт сивĕнчĕ, ачисем те сайра килсе çӳреме пуçларĕç, шăнкăравласса та çаплах.
Пĕрре çапла Захар арăмĕ лавккана кайсан укçа улшăнни пирки калаçнине илтрĕ, çула май куршĕ хĕрарăм патне кĕрсе тĕплĕнрех ыйтса пĕлме тăрăшрĕ. Лешĕ эсĕ кая юлмарăн-ши тесен, тӳрех аспă ывăлĕ патне шăнкăравларĕ, кинĕпе калаçса илчĕ. Ывăлĕ ĕçре пулнă иккен. Тепĕр кунне иккĕш те çăмăл машинăпа вĕçтерсе çитрĕç. Амăшĕ сакайне анчĕ те кăштах чакалашсан аялтан кĕленче банкăсем тыттарма пуçларĕ. Улттăшĕнче те укçасем. Микулай патша чухнехи те, каяраххисем те çыххи-çыххипех. Типсе патракланнăскерсене тыткаласа пăхма та шикленмелле, сапаланса каяс хăрушлăх пур. Хальхи укçа та чылай, виç литрлă банка туллиех. Ăна паян хальхи темесен те юрать ĕнтĕ, улăштарма ĕлкĕреймен вĕсем, кая юлнă, пĕр куна çеç пулсан та нимĕн тума та çук. Çапах та кинĕ çине тăнипе çаксем почтăна чупрĕç, унта ĕçлекен çывăх çынран пулăшу ыйтрĕç, укçапа тав тума та сăмах пачĕç, анчах ĕç тухмарĕ. Киле çитсен ывăлĕпе кинĕ васкасах мĕн илмеллине пуçтарчĕç те тухрĕç. Машина сасси илтĕнсен амăшĕ кантăк патне пырса тăчĕ, лешсем хуланалла тапса сикнине тунсăхлăн пăхса юлчĕ. Çак самантра мĕн шухăшласа илчĕ-ши ĕнтĕ вăл ачисем пирки?
Тепĕр кун ирхине ватă хĕрарăм вырăн çинчен тăма хăтланчĕ, анчах вăй çитереймерĕ. Те питĕ куляннипе, те чирĕ хытă хĕснипе выртсах кайрĕ. Юрать-ха кӳршĕ хĕрарăмĕ кĕрсе тухрĕ, юнашар ялти хĕрне амăшĕ пирки пĕлтерме сăмах пачĕ.
Кăнтăрла тĕлне хĕрĕ çитрĕ, кĕленчери укçасене курсан куçне чарса пăрахрĕ, мĕн пулса иртнине тавçăрса илчĕ пулас. Пĕр кĕленчине илчĕ те амăшĕ умне пырса ятлаçма тытăнчĕ, сылтăм аллипе кăкăртан тытса хытах силлерĕ. Ахаль те вăйсăрскер кĕçех тăнне çухатрĕ, куçне хупрĕ...
Вилсен виççĕмĕш кун хĕрарăма масар çине ăсатрĕç, упăшкипе юнашар пытарчĕç. Укçине вара минтер туса пуç айне хурса ячĕç.
Шухăшсем
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...