Мамăк тутăр
Илюшпа Надюш пĕрлешнн çулталăк та çитмен-ха. Çав хушăра темиçе хут та шутланă ĕнтĕ Надюш упăшкинчен уйрăлма, анчах пĕр япала чарса тăрать: çире пурри. Çăмăл мар-çке пĕччен ача пăхса ӳстерме. Упăшкин пĕр çитменлĕх пур: алă çĕклесси. Тепĕр чух ним мар япалашăнах вĕриленсе каять те пуçлать хĕнеме.
Надюш та çитменлĕхсĕр мар, ытлашши кĕвĕç.
Иккĕшĕ те колхозра вăй хураççĕ вĕсем. Кĕтмен çĕртен Илюша клуб заведующийĕн ĕçне шанса пачĕç. Ку Надюша нимĕн чухлĕ те савăнтармарĕ. «Пуçлать ĕнтĕ якăлтатма хĕрсемпе», — шутларĕ вăл. Пуçлăхсене аптратсах клуба техничкăна вырнаçрĕ. Халĕ ĕнтĕ вăл упăшкине куçран вĕçертмест.
Илюшăн костюмĕ кивелнĕ. Çĕнĕ костюм туянма укçа пухрĕ те Канаша кайрĕ. Тупрĕ вал лавккара хăйне мĕн кирлине. Анчах туянаймарĕ.
— Эсир ку костюма ыранччен сутса ан ярăр-ха, халĕ ман кăштах укçа çитмерĕ. Ыран ирех килсе илетĕп, — терĕ вăл сутăçа. Лешĕ килешрĕ.
Тепĕр кунне Илюшăн Канаша кайма май килмерĕ. Вăл костюм илме арăмне ячĕ. Ĕç ăнмарĕ. Сутăç костюма сутса янă урăх çынна. Надюш куçне мамăк тутăр тĕл пулчĕ. «Мĕн пулать те мĕн килет, туянатăп ку тутăра. Хам ĕмĕрте кун пеккине çыхса курман», — шутларĕ вăл. Яла çитсен, Надюш çула май клуба кĕчĕ. Хăй тутăр туянни çинчен упăшкине пĕлтересшĕнччĕ вăл. Лешĕ пушă мар: клуб тăррине хĕçтимĕр витме килнисемпе калаçать. Клубра ачасем шашкăлла, шахмăтла выляççĕ. Урай таса мар. Пирус тĕпĕсем, арбус хупписем йăваланса выртаççĕ. Надюш тутăр чикнĕ çеткине кĕтесре ларакан тумбочка çине хучĕ те, шăпăр илсе, урай шăлма тытăнчĕ. Çак хушăра клуба пĕр ача чупса кĕчĕ: «Ачасем! Пирĕн яла кӳршĕ ялтан туй килчĕ! Туй курма тухăр!» — пĕлтерчĕ вăл. Ачасем клубран чупса тухрĕç. Надюш та тухрĕ. Туй иртсе кайсан, пурте каялла кĕчĕç. Ак тамаша! Тумбочка çине хунă тутăр чикнĕ çетка таçта кайса кĕнĕ. «Ачасем! Эпĕ тумбочка çини çетка хунăччĕ, эсир курман-и ăна?» — ыйтрĕ вăл. Нихăшĕ те курнине каламарĕç. Надюш хăраса ӳкрĕ. Кам вăрланă-ха унăн тутрине? Вăл киле тухса утрĕ. Улăшки таврăнсан, вăл туянас костюма сутăç сутса яни çинчен пĕлтерчĕ.
— Шел. Пасара кайса пăхмалла луль. Асту, эсĕ укçине ан салат, — асăрхаттарчĕ упăшки арăмне.
Вут пек хыпса çунать Надюшăн ăшĕ. Виçмине пасар кунĕ. Ăçтан тупмалла-ха унăн укçа?
Тепĕр кунне ирех Надюш ватă учитель патне Кайрĕ.
«Трофнм Николаевич пĕчченех пурăнать. Унăн укçа пурах ĕнтĕ», — шутларĕ вăл. Акă мĕнле калаçу пулса иртрĕ Надюшпа Трофим Николаевич хушшинче:
— Инкек сиксе тухрĕ. Упăшка мана Канаша хăйне валли костюм туянма ячĕ. Укçана шăпанасем кăларса илчĕç. Укçа çухатнине эпĕ улăшкана каламан-ха. Каласан, вăл мана хĕнет. Тархасшăн, мана кивçен укçа парăр-ха. Эпĕ сире майĕпен парса татăп.
— Мĕн чухлĕ кирлĕ вара?
— Вуникĕ пин.
— Ăçтан тупса парайăн-ха эсĕ мана вуникĕ пин? Техничкăра ĕçленĕшĕн илнĕ укçапа нумай малалла каяймăн. Ытла хитре эсĕ, хĕрĕм. Такам та юратмалла сана. Пĕрре кăмăл ту та, ĕçĕ те пĕтнĕ. Вара парăп. Ăçта каймасть вуникĕ пин.
— Мĕнле хăю çитертĕр эсир ку сăмаха калама?! — вĕриленсе кайрĕ Надюш, — Эпĕ проститутка мар! Хамран кулма никама та ирĕк памастăп! Чыса çухатнă эсир ватсупнă! Эпĕ кун çинчен шкул директорне пĕлтеретĕп тата улăшкана каласа кăтартатăп! Вăл каçарас çук сире! Кирлĕ пулсан, аяк пĕрчисене те шутлĕ! — терĕ те Надюш киле тухса утрĕ.
Трофим Николаевич хăраса ӳкрĕ.
Надюш киле çитнĕ çĕре вĕсем патне Илюшăн пиччĕшĕ çитсе ларнă. Вăл шăллĕпе кинне хăнана йыхравлать.
Çурçĕрччен шавларĕç вара, юрларĕç, ташларĕç. Саланма вăхăт çитнĕ ĕнтĕ, анчах тăкса çумăр çавать. «Хисеплĕ хăнасем! Ан кайăр çумăр витĕр çĕр хута. Выртса çыврăр пирĕн патăрта», — сĕнчĕ килхуçи. Пурне те урайне вырăн сарса пачĕç. Кĕçех хăнасем мăшăрăн-мăшăрăн выртса ыйха путрĕç.
Нумая çывăрнă-и, сахал-и — Илюш пуçĕ ыратнипе вăранса кайрĕ. Чăтма çук ĕçес килет унăн. Çăварĕ типсе ларнă. Вăл вырăн çинчен хуллен тăчĕ, кайри пӳрте тухрĕ. Сĕтел çинче ларакан витрери сăрана ăшĕ каничченех ĕçрĕ. Вара хуллен утса малти пӳрте таплаттарчĕ, арăмĕ çумне кĕрсе выртрĕ. Арăмĕ нимĕн туйми çывăрать, Илюш ăна хăй еннелле çавăрса вырттарма тăчĕ. «Ара, ман арăм мăнтăр марччĕ-çке. Духи те сапса çӳреместчĕ», — çиçсе илчĕ пуçра шухăш. Тĕлĕрсе кана кайнăччĕ вăл, такам ăна çӳçĕнчен лăсканипе вăранса кайрĕ. Ку арăмĕ пулчĕ иккен. «Тăр халех, йытă аçи», — чашкăрать арăмĕ. Вĕсем кайри пӳрте тухрĕç.
— Мĕн, сана хăвăн арăму çитмест-и? Пăх-ха эсĕ ăна. Агроном майри çумне кĕрсе выртнă, намăссăр. Пурне те халех ура çине тăрататăп. Яту кайтăр. Агроном кун çинчеи пĕлсен, сана ĕçрен кăларттарма пултарать, — кăшкăрать арăмĕ.
— Ан çĕмĕрĕл-ха эсĕ. Агроном хăй ăçта тата?
— Авă, алăк патĕнче йăваланса выртать. Курмастăн-и? Тула тухма тăнă та тӳнсе кăйнă вал.
Киле çитсен Надюш пушшех вĕриленсе кайрĕ.
— Эпĕ куншăн сана нихăçан та каçармастăп! Паянах уйрăлатăп, — йĕре-йĕре вăрçать вăл улăшкине.
— Лăплан, Надюш. Нимĕн те пулман пирĕн хушăра. Эпĕ ытлашши ĕçнипе анкă-минкĕленсе кайнă. Сан çумна выртас вырăнне агроном майри çумие кĕрсе выртнă. Çав анчах. Эпĕ сана юрататăп. Кирлĕ мар мана ют хĕрарăм. Кĕçех сан çуралнă кун çитет. Сана çав ятпа парнелеме хаклă парне хатĕрлесе хутăм.
— Кирлĕ мар мана нимĕнле парне те! Ан çыпçăн ман çума! Майра шăрши çапнă сана! Ĕненместĕп «пирĕн хушăра ним те пулман» тенине. Акă мĕн калатап сана: эпĕ пысăк йăнăш турăм. Каçар мана çавăншăн, вара эпĕ те сана агроном майрипе çывăрнăшăн кăçаратăп.
— Мĕнле йăнăш тунă вара эсĕ?
— Сан валли костюм туянас укçапа мамăк тутăр илтĕм. Çула май клуба кĕтĕм. Такам ман тутăр чикнĕ çеткăна вăрласа кайнă. Ун çинчен сана калама хăрарăм. Каçар мана çавăншăн.
— Тăхта. Эпĕ халех, — терĕ те Илюш пӳртрен тухрĕ. Вăл çенĕхри чăлантан çетка йăтса кĕчĕ. Çетка ăшĕнчен хутпа чĕркенĕ тутăр туртса кăларчĕ.
— Çакă сан тутăр мар-и? — ыйтрĕ Илюш.
— Çакă. Ăçтан тупрăн эсĕ ăна?
— Ăçтан пултăр? Клубра. Эпĕ ăна такам манса хăварнă тесе шутларăм. Хуçи тупăнсан, тавăрса парасшăнччĕ. Анчах хуçи тупăнмарĕ.
— Эсĕ мана çак тутăра парнелесшĕнччĕ пуль-ха?
— Çапла, çак тутăра парнелесшĕнччĕ.
Каçарчĕç пĕр-пĕрне упăшкипе арăмĕ. Тепĕр кунне Илюш клуба кайма тухрĕ. Урамра шкул директорне тĕл пулчĕ.
— Илья Матвеевич, çул май Трофим Николаевича кĕрсе калăр-ха: шкула пытăрччĕ вăл, — терĕ Василий Васильевнч.
— Юрĕ. Кĕрсе калăп, — терĕ Илюш.
Трофим Николаевич чӳречерен пăхрĕ те Илюш вĕсен хапхи еннелле утса пынине курчĕ. Шикли шикленет теççĕ. «Пĕтрĕм. Ку мана хĕнеме килет-çке», — хăраса ӳкрĕ ватă учитель. Вăл вăшт çеç мачча тăррине хăпарса кайрĕ. Илюш пӳрте кĕчĕ. Пӳртре никам та çук. Пахчана тухса пăхрĕ. Кунта та хуçи çук. Аллине лаш сулчĕ те тухса утрĕ.
Чылай вăхăт хушши пытанса ларма лекрĕ ватă учителĕн мачча çинче. Çав кунах вăл Надюша урампа утса пынине курчĕ. Чӳречене уçрĕ, Надюша хăй патне чĕнсе илчĕ.
— Каçар мана, хĕрĕм. Эпĕ шӳтлесе кăна каларăм. Каламалла марччĕ сан упăшкуна. Вăл мана хĕнеме килчĕ. Юрать-ха пытанма ĕлкĕртĕм, — терĕ.
— Эпĕ каламан-ха улăшкана. Шкул директорне те пĕлтермен. Калатăп. Пурпĕрех калатăп.
— Ан шарла, хĕрĕм. Каçар мана, ват çынна. Акă çапла тăвăпăр. Эпĕ сана хăв ыйтнă чухлĕ укçа паратăп. Паллах, кивçен мар. Эсĕ вара манса кай эпĕ вырăнсăр персе янă сăмаха. Килĕшетĕн-и?
— Юрĕ. Парăр укçăра, — терĕ Надюш кăштах шухăшласа тăнă хыççăн.
Надюш Трофим Николаевич панă укçана минтер ăшне пытарса хучĕ. Кун хыççăн кун иртет, вăхăт малаллах шăвать. Пĕррехинче Илюш пĕр минтерне илчĕ те пахчари йывăçсем хушшине сулхăна тухса выртрĕ. Минтер ăшĕнче темскер хытă япала пуррине туйрĕ вăл. Чунĕ чăтмарĕ, туртса кăларчĕ хайхискерне. Куçĕсем чарăлсах кайрĕç.
— Надюш, эпĕ минтер ăшĕнче укçа тупрăм. Эсĕ пĕлместĕн-и, мĕнле укçа вăл? — ыйтрĕ Илюш арăмĕнчен.
Арăмĕ хĕрелсе кайрĕ.
— Эпĕ сана хам укçа енчĕкки тупни çинчен калама манса кайнă. Каçар мана уншăн. Хуçи тупăнсан, тавăрса паратпăр пуль укçина, — терĕ.
— Çук. Хуçи тупăнсан та тавăрса памастпăр. Кам курнă эсĕ укçа тупнине? Никам та курман.
— Юрĕ, эсĕ каланă пек пултăр, — килĕшрĕ Надюш.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...