Çурма тĕлĕрӳре
Хальччен эп савнăран, хальччен эс савманран,
çурма тĕлĕрӳре путап та шухăша,
куçу, сивлек куçу, кулать, кулать манран,
чуну, хаяр чуну, чĕтрет те тулашать.
Тăван пек çывăхскер! Ĕлккен, маттур, чечен.
Пулсаттăн халĕччен эс турă та тӳре.
Ялан телейсĕрскер, савса паян кунччен,
тата телейсĕр эп çурма тĕлĕрӳре.
Чунран савакансем телейлĕх туймалла,
мĕн-ма телейсĕр эп, лăпланăçсăр мĕн-ма?
Шап-шур юланутсем васкарĕç тăвалла,
хура юланутсем пуçларĕçĕ анма.
Шуррисене чĕнеп — чĕнмеççĕ. Инçетре.
Хурисене чĕнеп — чĕнмеççĕ. Ӳркенсе.
Сана, ху савманран, саваççĕ чĕререн
çурма тĕлĕрӳре чунран савакансем.
Шухăшсем
Hello, Secure your spot on Rhodium Verse...
Ачв чухне лаша пуçĕ урлă утланса ларни...
КАЙМАÇ ПУЛАС ШУХĂША ПĔЛТЕРНИ .
To the chuvash...
Вăйлă xaйлав! Помидор çимĕçĕн усăлăхĕпе ...
пĕрремĕш абзацрах стилĕ килĕшмерĕ ...
Disquieting https://www...
Trying https://www...
Темĕн çав ...
Наталие хуравласа ...