Чун хурланнă самант...
Чун хурланнă самант та пулать тĕрлĕрен.
Каялла таврăнми ырлăх пек ас илетĕн
эс хăшне хăш чухне, вăл паха пуринчен.
Çав мĕн-ма аплине питĕ лайăх пĕлетĕн.
Акă эпĕ каллех кулянатăп, йĕреп.
Пурнăçра мĕн пуррин кичемне чăтаймасăр
юмахла ĕмĕтпе çунатланчĕ чĕре,
ун çумне çапăнса пĕр арканчĕ хавассăр.
Пăлханса çапăну хăй чăн ырă самант.
Пăлхансам, пăлхансам, йĕр те савăн, чĕреçĕм.
Нимĕнле тĕссĕр сăн сӳнтереймĕ сана.
Вулканла вутланан чĕресем çĕнтереççĕ.
Пăрлă сивĕ шывсем — таса мар сăмахсем, —
чашласа-чашкăрса, чĕреме шăнтаймарĕç.
Итлесе çерçие — куртăм эп шăпчăксем.
Ахаль çеç хĕр-упраç чуншăн пулчĕ йăпанăç.
Вĕренсе эрлĕке çавăрма савнăçа,
пурнăçра ĕмĕтри япала çук пулин те,
илемлетрĕм эп хамăн айван пурнăçа,
сӳнесле арканса кашнинчех эп йăл илтĕм.
Ĕмĕтри тĕссене пурнăçра шыракан,
вĕсене ĕненсе пурнакан, тупаймасăр,
амăш вилнĕн, усать яш пуçне тăруках.
Эпĕ, ним тупмасан та, телейлĕ, хаваслă.
Пурнăçра пурăнни ман чи аслă телей.
Пысăк çын пулаймарăм, мул çук, çук ман арăм.
Пур пĕрех хĕпĕртеп, пусрăнса лăпланаймăп,
мĕн элчел çитиччен пурнăç пулĕ тивлет...
Шухăшсем
Your website, chuvash...
Are you maximizing the potential of your...
Your website, chuvash...
Every day, websites like chuvash....
I recently tried https://killakush...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...
Мана питĕ килĕшрĕ...
I recently tried https://killakush...
Get more leads for your chuvash...