Утта вĕрентнĕшĕн каланă кĕлĕ
Çичĕ уйăхран утти пултăр,
утăн юртти пултăр.
Эпи пехилĕнчен.
Çичĕ уйăхран паян кунччен
утатăп, утатăп, утатăп,
ăçталла каятăп?
Çичĕ уйăхран паян кунччен
çĕре таптатăп,
кашни утăм тĕрекĕшĕн
çĕре хытаратăп.
Çынсем çав çĕре
сухаласа кăпкалатаççĕ,
юлашкинчен
сĕтел çине çăкăр пĕçерсе лартаççĕ.
Кашни утăм тĕрекĕшĕн
икĕ ура вырăнлăх çĕре
кăпкалатмасассăн,
аннеçĕм, уру йĕррисене
малалла тăсмасассăн
эсĕ мана хăвăнпа пĕрлех
илсе кайнă тесе шутла,
кукаçирен ӳкерсе юлнă йĕрӳ
вĕçленчĕ тесе шутла.
Анчах та эпĕ пурăнатăп-ха,
пурăннă чухне
çав-çавах утатăп,
çĕре çемçетсе
хам хыçри çынсем валли
кăпăш çĕр хатĕрлесшĕн,
йĕрĕме ӳкерме
ывăл-хĕр ӳстересшĕн.
Утатăп, утатăп, утатăп,
ăçталла васкатăп?
Ырлăхалла-ши, хурлăхалла-ши,
пурлăхалла-ши, шурлăхалла-ши?
Ан пăлхан, аннеçĕм.
ăçта çитсен те
тип çĕр çинех тухатăп,
ура тĕрекĕ тупатăп.
Ан пăлхан, аннеçĕм.
Пурнăç тумхахăнчен такăннă уру
тек ан суртăр,
канлĕ пултăр.
26.06.1977.
Шухăшсем
Hello, Secure your spot on Rhodium Verse...
Ачв чухне лаша пуçĕ урлă утланса ларни...
КАЙМАÇ ПУЛАС ШУХĂША ПĔЛТЕРНИ .
To the chuvash...
Вăйлă xaйлав! Помидор çимĕçĕн усăлăхĕпе ...
пĕрремĕш абзацрах стилĕ килĕшмерĕ ...
Disquieting https://www...
Trying https://www...
Темĕн çав ...
Наталие хуравласа ...