Тăван тавралăх
Çулла çитсен çанталăк ăшă,
Хĕвелĕ те пăхать хĕртсе.
Улăх-çаран çинче чечекĕ
Çеçке çурать çакна сиссе.
Вăрмана кĕрсен те чуна лайăх,
Кайăк юррийĕ тыткăнлать.
Унта — кунта тук-тук! илтетĕн,
Ĕçлет иккен ула такка.
Йĕри- тавра вĕçсе çӳреççĕ
Чечексем çийĕн лĕпĕшсем.
Ĕçчен пыл хурчĕсем вĕçеççĕ,
Пĕлмеççĕ канăçа вĕсем.
Ялтан инçех те мар çӳреççĕ
Пирĕн ялăн кĕтĕвĕсем.
Вĕсем хыçĕнченех çӳреççĕ
Пушă йăтса кĕтӳçĕсем.
Хушăран вăрăм пушшипе
Шартлаттарса вĕсем илеççĕ.
Сехет çине те пăхкалаççĕ,
Кĕтеççĕ каç час пуласса.
Хĕвел ансассăн шăпчăксем
Савăк юррисене пуçлаççĕ.
Пурне те тыткăна илеççĕ,
Итлес килет ăна ирччен.
Çуллахи ăшă кунсене
Эпир ялан килĕштеретпĕр.
Ахаль вăхăт ирттересрен
Аннесене те пулăшатпăр.
Ирпе ирех тăрса каятпăр
Çырма хĕрне пулă тытма.
Пулă йĕкĕлтессе кĕтетпĕр,
Пăхатпăр путăш çинелле.
Хăшпĕр чухне тухса утатпăр
Юлташсемпе çырла татма.
Шыва кĕме çӳрекелетпĕр,
Кĕтӳ пăхатпăр черетпе.
Пирĕн ялĕ питĕ илемлĕ,
Урамĕсем те сарлака.
Ял çыннисем пит ыр кăмăллă,
Ĕçчен те, çепĕç те хастар.
Ял варринче ӳсет йăмра
Вăл çӳллĕ, ватă, сарлака.
Ăна пирĕн асаттесем
Пĕчĕк чухне лартса ӳстернĕ.
Вайлă çилрен те тăвăлран
Çак йывăç ялан хӳтĕленĕ.
Ача-пăча, иртен-çӳрен
Ялан çак йăмрана юратнă.
Çуркуннепе çулçă сарсан,
Тата илемлĕ ват йăмра.
Ун сулхăнне пурте саваççĕ,
Лараççĕ шăрăх вăхăтра.
Кураксен шавлă ушкăнĕ
Таврăнсассăн çуркунне.
Çак йăмра патне килеççĕ,
Çавăрма ăшă йăва.
Пĕрне-пĕри хăваласа
Йăмра тавра чупса çӳретпĕр.
Тепĕр чухне сисмесĕрех
Ун туратне хуçса илетпĕр.
Çакна кайран аван чухлатпăр:
Эпир амантнă йывăçа.
Унран кĕç каçару ыйтатпăр,
Сăмах паратпăр хамăра.
Çырма хĕрне кашни çулах
Йăмра хунавĕсем лартатпăр.
Качака-сурăх кăшласран
Яланах вĕсене сыхлатпăр.
Кĕçех çап-çамрăк йывăçсем
Тымар ярса ӳсе пуçлаççĕ.
Тавралăх илемне кĕртсе
Çилпе хуллен авкаланаççĕ.
Чăваш мĕн авалтан, пĕлетпĕр,
Ӳстернĕ йывăçсем лартса.
Тăван тавралăха юратнă,
Упранă унăн илемне.
Эмел курăкĕсем пуçтарнă,
Сипленнĕ вĕсен шывĕпе.
Киремет йывăçне пуç çапнă,
Сыхалатăр инкекрен тесе.
Çакна нихçан та манас марччĕ,
Упрар тăван тавралăха.
Эпир çут çанталăк ачисем вĕт,
Пуласлăх та килет пир(ĕн)тен.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...