Сехете пулăшни


Эпĕ шăм-шак вĕриленсе кайнипе вăрантăм. Кăмака çинче выртатăп-çке. Анне вут хутса янă иккен. Кĕçех сăмсана шаркку шăрши йĕкĕлтеме пуçларĕ. Шак-шак, шак-шак! шаккать стена çинчи сехет...

Паян анне Трак пасарне кайма хатĕрленет. Ку вара маншăн телейлĕ кун. Ара, пасартан вăл нихăçан та пуш алăпа таврăнмасть, пĕремĕк, канихвет е сахăр туянса килет. Сутлăх услам çуне анне эрне каяллах хатĕрленĕ. Ĕни пирĕн çуллă сĕт парать.

— Çур кĕренкке çупала кĕренкке çурă пĕремĕк килет, — тет анне.

Чăхсем те çăмарта тума пуçланă. Эппин, çăмарта сутма та пулать. Укçипе сахăр туянĕ вăл.

— Кил, шаркку антартăм. Уйранпа çи. Çĕрулмипе уйран çисен хăвăрт ӳсетĕн, пысăк пулатăн.

Акă анне пасара кайма хатĕрленсе çитрĕ. Тумланнă май мана ĕç хушса хăварать: путексене утă памалла, шыв ĕçтермелле. Утта перекетлемелле, карçинккана кăшт кăна хумалла. Нумай хурсан путексем утта тăкса, таптаса пĕтереççĕ.

— Сана кил хуçи вырăнне хăваратĕп. Нумаях тăмастăп. Акă лайăх пăхса юл сехет çине, — пӳрнепе тĕллесе калать анне, — пĕчĕк йĕппи — вуниккĕ, вăрăмми улттă тĕлне çитсен пасартан çаврăнса килетĕп.

Анне тухса кайни нумаях та иртмерĕ, эпĕ ăна кĕтме тытăнтăм. Кучченеç çиес килет мар-и?

Шак-шак, шак-шак! шаккать стена çинчи сехет...

Сехете тăтăшах тинкеретĕп. Ун çине ӳкернĕ кушак куçĕ унталла-кунталла пăхать. Йĕпписем юпа пек тӳп-тӳрĕ пулса çитсен анне киле таврăнмалла. Çавна лайăх ăнланатăп.

Анне килте çук чух кичем çав. Шурă сурăх путекĕсем те, хура мăр-мăр кушакĕ те савăнтармаççĕ мана, тăваттăри шĕвĕре.

Сехечĕ вара хытă шаккать пулсан та йĕпписем питĕ вăрах шăваççĕ.

«Чим-ха, ку наянсене хăвăртрах куçма пулăшмалла мар-и? Пулăшмалла. Сĕтел çине пукан лартам, пукан çине хам хăпарса тăрам. Пулчĕ те. Анне сехет йĕпписене мĕнле куçарнине курнă ĕнтĕ...»

Сехетĕн вăрăм йĕппине малалла пĕрре çавăратăп, тепре... Кирлĕ вырăна çитрĕ те хайхи. Анчах ăçта-ха анне? Кантăкран пăхатăп — килни курăнмасть. Путексене шыв та пĕрре анчах мар ĕçтертĕм, утă та темиçе хут патăм. Кушакпа та выляса пăхрăм, макăрса та илтĕм. Анне çаплах çук та çук.

Шак-шак, шак-шак! шаккать стена çинчи сехет...

Кĕтсен-кĕтсен пӳрт ум алăкĕ уçăлнă сасă илтĕнсе кайрĕ. Анне! Хирĕç чупса тухатăп.

— Мĕншĕн час килмерĕн? Сехет йĕпписем эс кăтартнă тĕлтен тахçанах иртсе кайрĕç ĕнтĕ.

Анне сехет çине пăхса илчĕ.

— Ай-уй, мĕн пулнă вара ăна? — терĕ те чеен кулса илчĕ хайхискер. — Пулăшрăн пулĕ-ха эсĕ ăна хăвăртрах куçма?

— Э-э, мĕн... Нумаях пулăшмарăм, пăртак çеç, — тетĕп ытлах ан ятлаçтăр тесе.

— Юрĕ. Пĕррелĕхе ятламăп. Урăх ун пек ан хăтлан. Вăхăтăн хăйĕн виçи пур.

Пасарĕ ăнăçлă пулнă курăнать. Анне мана пир хутаçран çемçе пĕремĕк кăларса тыттарать.

Шак-шак, шак-шак! шаккать стена çинчи сехет...

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: