Чун хуралçи


Килте эпир виççĕн — Эпĕ, сăпкари Улентей шăллăм тата Ехвин мучи. Ехвин мучи — стена çинче çакăнса тăракан сăнӳкерчĕк. Аттен аслă пиччĕшĕ. Чикĕ хуралçи пулнă. Вăрçă пуçланиччен икĕ эрне маларах килтисем унран çар тумĕпе ӳкерĕннĕ сăнӳкерчĕк илнĕ. Çырăвĕнче вара вăл кĕçех таврăнасси çинчен пĕлтернĕ. Анчах вăрçăн пĕрремĕш кунĕнчех Ехвин мучи чикĕри ытти салтаксемпе пĕрле паттăрла вилĕмпе вилнĕ. Атте Ехвин мучин пĕчĕк ӳкерчĕкне пысăклаттарса юман хашак ăшне вырнаçтарнă.

Ехвин мучи салтак карттусĕпе, кăкăрĕ çинче — хастарлăх палли. Тути тăп-тăп. Анчах куçĕ шăппăн кулать тейĕн. Тĕлĕнмелле, унăн куçĕнчен ниçта та пытанма май çук. Кил картине тухакан е урам енчи кантăк патне пыратăн-и, тĕпеле каятăн-и — Ехвин мучи сан çинех пăхать.

Çавна шута илсе анне ăçта та пулин кайнă чух Улентейпе иксĕмĕре:

— Никамран та ан хăрăр. Ав Ехвин мучу яланах хуралта. Сире хӳтĕлетех вăл, — тесе лăплантарать.

Анчах Ехвин мучи пире сыхланипе çырлахмасть иккен, аттепе аннене эпир килте хамăра мĕнле тытни çинчен евитлесе тăрать. Ун пирки анне мана хăй каларĕ.

— Аха, — ăнланса илтĕм хайхи, — эпĕ килте мĕн тунине анне Ехвин мучи урлă пĕлет-иç. Виçĕм кун тĕпелти сентре çинчен канихвет илсе куршĕри Улатимĕрпе çинине вăлах каласа панă. Вăт элекçĕ!

Анне тухса кайнă-кайманах канихвет аса киле пуçларĕ. Унччен çĕрулми нимрипе турăх çимелле-çке. Вĕсем вара мана пачах илĕртмеççĕ. Ехвин мучи те сыхласах тăрать. Тĕсет те тĕсет куçĕпе. Мĕн тумалла?

Э-э-э... Ара. Ехвин мучи сăнне тутăрпа карас та хурас. Вара вăл ним те кураймĕ. Хамăр та тӳн-тӳнле вылянă чух куçа тутăрпа çыхатпăр та пач тĕттĕм тĕнчене лекетпĕр вĕт.

Чим-ха, малтан шăллăма манна пăтти çитерем-ха. Куртăр Ехвин мучи эпĕ ăна мĕнле юратнине. Каласа патăр аннене. Шăллăм-шăллăм шăл хушши, уçланкăри пучушши вара, пăтă çинĕ хыççăн ăшă сĕте мăшлатсах кĕленчерен ĕмсе выртаканскер, кĕçех çывăрса кайрĕ.

Акă сак çине хыçсăр пукан лартатăп. Ун çине хăпарса тăратăп та Ехвин мучи сăнне аннен тутрипе çыхатăп. Çапла вара Ехвин мучи ним те кураймĕ, ним те пĕлеймĕ. Шăллăм та сăпкара хуп турттарать. Никам та чăрмантармасть. Акă вăл, ĕмĕтри канихвет! Пĕрне ĕметĕп, тепĕрне... Эх, мĕнле тутлă. Çăвартах ирĕлет. Анне калашле, чĕре патнех çитет.

Эх, мĕншĕн анне çавăн пек пылак япалана сахал хăварнă-ши? Мĕнех вара, канихвет хутаçĕ тĕпелти сентре çинчех вĕт. Унта кармашма пукан та кирлĕ мар. Тенкел çине хăпарса тăр та — хутаçĕ тӳрех алла лекет. Пĕр ывăç илнĕшĕн мĕнех пултăр? Хутаç пушанса юлмасть вĕт. Çапла тăраничченех çирĕм вара тутлă канихвета. Çĕрулми нимрипе турăха астивсе те пăхмарăм. Унтан Ехвин мучие «тĕттĕмрен» хăтартăм...

Каç пулттипе анне ĕçрен таврăнчĕ. Пӳрте кĕнĕ-кĕменех эпĕ мĕнле кун каçнине Ехвин мучипе калаçмасăрах пĕлчĕ. Шăллăма лайăх пăхнăшăн мухтарĕ.

— Çапах та чуну таса мар пулас сан, ывăлăм. Эпĕ каланине эсĕ пит хăвăрт манса кайнă. Çакă мана питĕ кӳрентерет, — терĕ сĕтел çинчи апат енне кăмăлсăррăн пăхса.

Кăмăл хуçăлмаллипех хуçăлчĕ. Ăçтан пĕлчĕ-ха анне эпĕ сентре çинчен канихвет илнине? Урамра юлташсемпе мечĕкле выляма та кăмăл пулмарĕ. «Таса чун мĕнле япала-ши вăл?» - çакă хытă шухăшлаттарчĕ мана.

Каçхине, урамран кĕрсен, аннен кăмăлĕ лайăхчĕ. Лăпкăн та ăшшăн калаçрĕ вăл. Апла пулсан мана çилленмест. Унăн лайăх кăмăлне кура эпĕ:

— Анне, таса чун тени мĕне пĕлтерет-ши вăл? — терĕм.

— Вăл-и? Вăл питĕ пысăк япалана пĕлтерет, — ăнлантарма пуçларĕ анне. — Вăл чун тасалăхĕ, çын намăса пĕлни. Эсĕ паян пӳтсĕр ĕç тунă. Эпĕ пĕçерсе хăварнă апата çимен. Канихветпа иртĕхнĕ. Тата сентре çинчи хутаçа вăрттăн кĕрсе кайнă. Питĕ пысăк çылăх ку.

— Эпĕ канихвет илнине никам та курмарĕ-çке, — тӳрре тухасшăн пултăм.

— Ехвин мучи те-и?

— Ехвин мучи куçне тутăрпа хупларăм-çке.

— Вăт, ывăпăм, ăнлан, таса чун никам курман чухне те усал шухăш тытмасть, чыссăр ĕç тумасть.

— Анне, халь вара?..

— Халь вара Ехвин мучирен каçару ыйт, тупа ту урăх апла хăтланмастăп тесе. Мĕтри, пĕрре сăмах парсан ăна ĕмĕрех тытмалла вара, çавна манса ан кай.

— Юрĕ, анне.

Тепĕр кунне, килте каллех виççĕн юлсан, эпĕ Ехвин мучирен каçару ыйтрăм.

Вăл мана ăнланчĕ пулмалла, малтанхинчен урăхларах кулса илнĕ пек туйăнчĕ. Улентее пăтă çитертĕм. Апатланнă чух та сĕтел çине мĕн хатĕрлесе хăварнипех çырлахрăм.

Тепĕртакран Улатимĕр вĕçтерсе çитрĕ.

— Канихвет çитермĕн-ши, тусăм, — куçне кушак пек вылятать хайхискер.

— Çук. Хутаçран хам тĕллĕн канихвет илместĕп тесе Ехвин мучие те, аннене те сăмах патăм...

— А-а-а, — терĕ те Улатимĕр кӳреннине палăртмасăр урама тухса кайрĕ.

Хашакри Ехвин мучи ăнланнăн кулса илчĕ. Сăмаха тытнăшăн ырларĕ пулас мана.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: