Галина


1

Никам тути, никам чĕлхи те

ман пек калаймĕ сан ятна, —

çемçе те тикĕс, витĕр-витĕр

таса сассем тупса кăна —

тутан кашни хусканăвне те

пĕр тикĕс шутарса пырса,

чĕлхе-çăварăн ăшшине те

пĕр сивĕтсе, пĕр ăшăтса —

эп калăятăп çак ята...

 

Çапла, тен, суккăр çын тата:

чăр-чар чĕвĕлтетӳ илтсе

юрланă кайăка курасшăн,

ун пӳ-сине, тĕсне пĕлсе,

сас хăватне ăнланаясшăн

тутисене хускаткалать...

 

Эп тĕлĕк витĕр туртăнатăп,

ăнран кайса пăшăлтататăп —

хам та сисмесĕрех — çапла.

Мĕн пур ӳт-пĕвĕм ыратни те,

пур хускану та ман — йăлтах —

вăл — сан ятна чĕр сывлăш витĕр

тупса пăшăлтатма анчах!..

 

2

Сана юратнăшăн мăна

каçар эс. Калама ан чар.

Ман мар юратмалла сана,

сан ятупа ман чыспа мар

хама хам чыс та тĕс пама

ĕçлемелле. Сан çутупа

сан илемне тивĕç пулма

халтан яран çак тунсăхпа —

ман тунсăхпа мар сан енне

туртăнмалла-çĕкленмелле.

Хуллен-хуллен, çине-çине

вăйлăланса пырса, куллен

сăпайланса ялтран çуту,

сан илемӳ — пĕлетĕп хам —

манри пек тĕлсĕр ырату

туртăнăвне, ман тунсăха

çĕклеме мар. Хамах сисеп:

ку — хамра çук тасалăха

пĕлес те ăнланас тесе

туртăнни çеç... Ку ырату —

сана тивĕç пулас вăй мар.

Вăл — тунсăх, хапсăну. Каçар, —

анчах ун ячĕ — юрату.

Çапла çеç юлчĕ вăл манра,

анчах ун туртăмĕ — çапах —

куллен-кунхи тасалăхра

ӳсес вăйран хăватлăрах

çĕклет мана. Унпа кăна

ӳсетĕп эп. Вăл çеç мана

туртать тасалăхпа илем

енне. Мана санран куллен

хăватлăн уйăрса. Татса.

Пĕчченлĕх сывлăшĕ таса.

Таса та — йывăр.

Эпĕ хам

ку юратушăн хампалан

хам татăлăп. Хам тунсăха

хам чăтăмлăх туса тасан

сана кăтартăп. Сан çуту

пурне те çĕклесе çĕнме

пултарнине те кăтартса —

сана эп çĕклĕп. Ырату

вăйĕпеле. Мана ӳсме

пулăшакан, тунсăхласа

ӳсме, çĕнме пулăшакан

вăйпа. Нумай çул пурăнма

пулăшакан вăйпа. Санран

уйăракан, пĕччен пулма

уйăракан вăйпа. Манран —

сана. Мана — санран. Санран.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: