« Каласах пулать çакна...»
Оксанăна
Каласах пулать çакна:
Пилĕн тапхăрĕ — ман ӳсĕм;
Мĕн-ши халаллас сана,
Йăмăкăм, тăванăм, тусăм?..
Уйрăлун тĕп халалне
Асилмесĕр эп пуçлатăп:
Çакă хĕлĕн шур тĕсне
Чи малтан эп халаллатăп.
Юлĕ, ĕмĕр иртмесскер,
Çак кĕтретлĕ хĕл саламĕ...
Пур умра ытти еткер, —
Кун пирки — кăшт çеç калам-и...
Тĕнчерен тĕлĕннипе
Кайăк сас парать сисмесĕр.
Çакăн евĕр йӳтемпе
Çырнă эп, — ытти хистевсĕр.
Сăвăç пулнă — çав халпа.
Кашнинех умрах сăнанăн
Эп калаçнă... Халăхпах,
Тен, калаçнă эп, тăванăм...
Шăплăх пек тулли сасра
Эс «Чăваш» енпе тĕл пулăн:
Çав паллашăва упра
Тишкерсе, хавхалануллăн.
Тыт асра, тĕпче, ыр сун
Ун культурине, тăванăм, —
Эп çапла сан халăхун
Асĕпе халне чысланă.
Кур эс ман тăвансенче
Ĕçлĕх, тĕплĕх, аптраманлăх.
Пурнăç кăткăслăхĕнче
Ку та пултăр — астумалăх.
Ман пĕр пĕтĕм Сăнара
Йăлт яр çуттăн палăртсассăн
Асăнта ăна упра
Чыслăн, ирĕклĕн, хавассăн.
Пур унта — эс упрани:
Тӳсĕмлĕх, ырма пĕлменлĕх,
Эп пуласлăха шанни...
Пур, тен, ĕçлĕ нумай енлĕх...
Пур — чи шанчăклă пехет, —
Иртмесле хăватлă туртăм:
Хамăн вилĕмсĕрлĕхе
Сан элчелӳнте эп куртăм.
Пĕтĕм пурнăçăм — халал
Пулĕ саншăн. Эс Пурришĕн.
Ку — пуçламăшĕ çеç халь,
Эп васкамăп — малаллишĕн.
Ыйтĕç: халь мĕн йӳтĕмпе
Сăмахна тапратрăн эсĕ?.. —
Тĕнчерен тĕлĕннипе
Кайăк сас парать, сисмесĕр...
Чăвашсенĕн сăмахне
Çавна май аса илетĕп:
Эс каçар — ытлашшине,
Çитмесен — çитер теетĕп.
Çырлахатăп — çакăнпа.
Мĕн сунам тата, Илемĕм? —
Манăн тĕп халалăмпа
Ан паллаш пит ир теем-и...
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...