Урташ
«Илтем витре, кайрăм шыва
Килте шыв çуккипеле.
Витре çумне ларса йĕтĕм
Телейĕм çуккипеле».
Çак юрра Урташ юрлатчĕ
Тутарларан куçарса.
Куççульне туссем шăлатчĕç
Пĕр-пĕринчен пытарса.
Эп «Валя» тесе чĕнеттĕм
Пиччене тус пулнă май.
«Халăх сăвăçĕ-и? — теттĕм, —
Эс пуль вăл, Валя-агай».
Вăл — кăшт куç хĕссе илетчĕ
«Тĕшмĕртеп-ха» тенĕ пек.
«Верлена вула-ха, — тетчĕ, —
Верлена — саватăп эп».
«Дуэтпа» час-час юрлатчĕç
Урташпа Скворцов Юркка.
Пурнăç — вĕçсĕр туйăнатчĕ, —
Кам пĕлес — пуласлăха!
Пулнă «трио» та, «квартет» та,
Сыпкаланă тепĕр чух.
Тӳснĕ, савăннă та чăтнă, —
Халĕ ак — пĕри те çук.
«Ай çӳрерĕмĕр те мар-и
Патăрьел хирĕпеле!
Шел-çке: юрă тăваймарăм
Çав асаилӳпеле...» —
Хурланса халь асăнатăп
Эп Валян çак сăмахне.
Ĕнтĕ «соло» эп юрлатăп
Вăл тахçан юрланине:
«Илтĕм витре, кайрăм шыва
Килте шыв çуккипеле.
Витре çумне ларса йĕтĕм
Телейĕм çуккипеле...»
Шухăшсем
Your website, chuvash...
Are you maximizing the potential of your...
Your website, chuvash...
Every day, websites like chuvash....
I recently tried https://killakush...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...
Мана питĕ килĕшрĕ...
I recently tried https://killakush...
Get more leads for your chuvash...