Сăхман айĕнчи ача амăшĕ
I
Çемçе сăпка çинче çывăрса кайнă ача пек лăпкă, çилсĕр каç. Таçал ялĕ çывăрать, пӳртсем умĕнчи ватă йăмрасем пуçĕсене çĕрелле уснă. Йытăсем вĕрмеççĕ. Вĕсем пурте сарайсенчи улăмран тунă йăвисене кĕрсе выртнă. Пĕлĕт шур утиллĕ улăх пек — ниçта та хура тĕм çук. Уйăх халь анчах çуралнă тиха майлă, аран-аран шăвать.
Таçал ялĕ сăртсем çинчи ăшă ыйхăпа çывăрать. Ялăн сылтăм енче çырма тăсăлса выртать. Çырма урлă кăçал пĕве тунă. Пĕве шывĕ уйăх çути ун çине ӳкнĕрен сарă çутă-хĕрлĕн курăнать. Пĕве пуçĕнче вĕлтрен шăтса тухнă. Вĕсем те енчен еннелле сулăнаççĕ, темĕскер итленĕ пек калама çук шăп лараççĕ. Мĕн итлемелли вара? Çутă уйăхсăр пуçне пурте çывăраççĕ пулсан кам калаçнине итлемелле?.. Çук, пурте çывăрмаççĕ. Пĕр вăхăтра пурин те ыйхă килме пултараймасть.
— Эх, Санюк, халĕ те ĕненместĕн-и вара эс мана?.. Халĕ те сан умăнта шанчăксăр çын-ши вара эпĕ? Çук, сан çывăхăнтан эп нихçан та пăрăнас çук. Эп сансăр пĕр кун та пурăнма пултараймастăп. Сансăр ман пурнăç килĕшӳллĕ пулас çук... Тен, эс ху мана юратмастăн пулĕ?..
— Тĕлĕнетĕп санран, Петĕр, сана савмастăп пулсан, шухăшла-ха, мĕн-ма ларас кунта? Аттесем халĕ те ятлаççĕ, ирхине тин килен киле, кампа çӳретĕн çав таранччен тесе яланах калаçаççĕ... Çук, Петĕр, çак таранччен эп никампа та ларас çук... Маншăн пулсан эсĕ темрен те хаклă. Анчах çапах та хĕр пуçпах... ун пек юрамĕ. Кам пĕлет? Эс халь манпа лайăх калаçатăн, юрататăн... Тен, урăхла та пулĕ? Юрататăнах пулсан, сан ун пек шухăшсем пулмалла мар...
Çапла ĕнтĕ, Таçал ялĕ пĕтĕмĕшпех çывăрмасть. Ун кăçал пĕвеленĕ пĕви çинче никам та çук мар. Унта Санюкпа Петĕр пур. Вĕсем пĕве пуçĕнче пĕве шывĕ çинелле пăхса лараççĕ.
Санюк — Ваçли хĕрĕ. Ваçли тĕреклĕ, чипер çын. Ăна каччă чухне Чипер Ваçли тесе чĕннĕ, Санюк ашшĕне хунă.
Куçĕсем ашшĕнни пекех пысăк. Вăл куçсем такама та тапратмалла. Вăл куçсене курса Таçал каччисем сахал тĕлĕнмен. Вăл куçсене курсан Санюк çамки айĕнче икĕ кăвакарчăн йăва çавăрса пурăнаççĕ темелле... Çак куçсемшĕн Таçал каччисем сахал çапăçман. Çапăçса пуçĕсене çуракансем те пулнă.
Санюкпа ăшăнса пĕве çинче ларакан Петĕр те Санюк арки çине лариччен сахал хĕнлĕх тӳсмен. Ăна виç эрне ĕлĕкрех çеç виç ача аслă урамра хирĕç пулса хĕнеме тăнă. Вăл аран çеç тарса ĕлкĕрнĕ. Хĕнеме шухăшланă каччăсенчен вĕçерĕнме çăмăлах пулман. Петĕр хăй вăйсăр пулнă пулсан айăккисене шутлаттармаллах пулĕччĕ, анчах вăл та çирĕп.
Ун ашшĕ ĕлĕкрех, вăрман сыхланă чухне, вăрман вăрлама пынă виç тутара пĕчченех çыхса яла илсе пынă. Унтан халĕ те хăраççĕ. Хĕрĕх пиллĕкре пулсан та тутарсен сапан туйне каймасăр юлмасть вăл. Унта вăл кашни çулах паттăра тухса килет. Ывăлĕ — Петĕр, ашшĕ пекех пулмасан та, вăйсăр каччă мар. Çавна кура унтан та нумайăшĕ шикленерех çӳреççĕ. Юлашки вăхăтра Петĕр Санюкпа çӳренине юратмасăр пурăннă каччăсем те Петĕр çине тăрăнма пăрахрĕç ĕнтĕ. Хăйсен шăписемпе килĕшрĕç. Килĕшмесĕр тăма та май çук. Санюк Петĕрех юратать.
— Ах, Петĕр, мĕн курас вара манăн? Ял çыннисем пĕлсен мĕн калĕç? Илсе каяс тесен паянах илсе кай, эп сан патна пыратăп. Сансăр эп хам та пурăнаймастăп. Анчах халь...
Шурăмпуç çуталса килет. Пĕлĕт çинче таçтан килсе тухнă хура тĕмсем çӳреççĕ. Уйăхĕ сăртсем хыçне шăппăн, темрен вăтаннă пек пулса кайса вырнаçрĕ. Çырма хĕрринчи çĕнĕ хапха Санюк кĕнĕрен сас пачĕ.
II
Михаил Архангел кунĕ Санюк ашшĕсем Кавала чиркӳ праçникне кайнă. Кавал вăл чухăн ял мар. Унти хресченсем праçник таврашне чапсăр туса ирттермеççĕ. Ĕçкĕ ĕçес пулсан, мĕн хĕвел анса шурăм пуç шуралса тухичченех ĕçеççĕ. Çавăн пирки Санюк амăшĕ — Клавье инке, юратнă Санюкне: «Ырансăр килместпĕр эпир, хĕрĕм, чипер пуçтарăнса лар, асту, хуран айĕнче кăвар пурччĕ, çĕре ӳксе амаланса ан кайтăр, тĕпĕртетсе ан лар», — тесе хăварнă...
Çук, Санюк тĕпĕртетсе ларас çук. Ун пек йăла ун нихçан та пулман. Уншăн пулсан Петĕрсĕр пуçне никам та ан килтĕр, никам та ан пултăр.
— Эх, Петĕр, Петĕр... ăçта эс? Мĕн-ма килместĕн?.. Е кирлĕ мар пултăм-им халь?!.
Пӳртре Санюксăр пуçне никам та çук. Вăл пĕчченех. Халĕ ĕнтĕ тăхăр сехет те çитрĕ. Анчах Петĕр çаплах килмест...
Санюк амăшĕсем Кавала кайнине Петĕр пĕлет те ĕнтĕ... Санюк Петĕр килмесрен пăшăрханма тытăнчĕ... Мĕн-ма пăшăрханас мар? Санюкăн ăш-чиккинче хĕр пуçпах ача çитĕнет. Вăл виç уйăхра ĕнтĕ. Ун ашшĕ — Петĕр.
Ак тĕпелте сехет вуннă та çапрĕ. Тепрер сехет тăрсан çывăрма та вăхăт. Кĕркунне никамах та нумай лармасть...
Сĕтел çинче ларакан лампа краççын пĕтсе килнĕрен хăйĕн хĕрлĕ чĕлхине кĕскетме пуçларĕ. Пӳрт тĕттĕмленет. Ăçта килчĕ унта пытаннă таракансем пӳрт пĕренисем çине тухрĕç, таçта васкаççĕ... Санюк, сĕтел çине пуçтарса кĕнчеле авăрлама пуçланăскер, хале ĕнтĕ ăна та пăрахрĕ... Ун çумĕнче мăрлатса ларакан кушак та кăмака çине улăхса кайрĕ. Пӳртре шăп. Сайра хутра çеç ассăн сывласа яни илтĕнет. Тата хăш-пĕр вăхăтра кăмака айĕнче шăшисем ашкăнни илтĕнет.
«Эх, Петĕр, Петĕр, ăçта эс? Е кирлĕ мар пултăм-им халь?..»
Кайăк пуçĕ пек лапка-лапка юр çăвать. Кăнтăрла кăна кăваккăн курăннă урам çĕнĕ тумтир тăхăнать. Çил вăйлă мар. Çанталăк ăшă.
...Мишук мунчи — çырмара, Мишук хăй мунчине кăçал анчах сиплеттернĕ. Ун мунчи ĕлĕк хура мунча пулнă, халĕ ĕнтĕ Мишук эрех сутса пуйса кайнă пирки мунчине пӳрт пекех пысăк туса лартрĕ, çине те хăма витрĕ. Кун пек мунча Таçал каччисемпе хĕрĕсем сахал кураççĕ. Пĕлтĕр çеç ку кас хĕрĕсем çĕр мунчара улах ларнă. Халĕ ĕнтĕ ун пек мар, сарлака саксемпе çавăрнă мунчара лараççĕ.
— Эх, спаççип Мишук пиччене пире çавăн пек мунча туса панăшăн, кунта калама çук лайăх ларма, — теççĕ хĕрсем. Чăнах та лайăх ĕнтĕ. Тăвăр мар, килнĕ каччăсем те ура çинче тăмаççĕ, пурин валли те вырăн пур. Анчах çапла пулсан та хăшĕ-пĕрисем сак çинче мар, хĕрсен аркисем çинче лараççĕ. Вĕсемшĕн пулсан хĕр арки çине лармасан улаха та тухмалла мар. Çапла ĕнтĕ, кĕркунне тивлечĕпе Таçал яшĕсем улах ларма пуçланă. Çамрăк савăнать, ăна тытса чарма май çук, вĕсен вăй-халĕ сăртран юхса анакан шыв пекех хастар. Вĕсемшĕн пулсан вăйă-кулă пултăр. Вĕсене хуйăх кирлĕ мар.
— Петĕр, мĕн пуçна усса ларан çав эсĕ? Е Санюк килте çук-и-мĕн?
— Çук-çке... Эх, эсир те çав, хĕрсем, чĕпĕтесшĕн çеç ларатăр... Апла пулсан ман никампа та калаçма юрамасть-и-ха? Е Санюкпа çӳренĕ тесе сирĕн пата та килме тивĕçлĕ мар-и?..
Çапла ĕнтĕ Петĕр Мишук мунчинче ларать. Уншăн пулсан Санюк ăна кĕтни хаклах мар иккен. Санюкпа пурăнни çитет тет вăл. Халĕ ĕнтĕ урăххипе савăнсан та юрамалла...
«Эх, Петĕр, Петĕр... Ăçта эс? Е кирлĕ мар пултăм-и халь?..» — татăлсах хуйхăрать Санюк çак вăхăтра.
III
Шартлама сивĕ каç. Пĕве патĕнчи йăмрасем сивĕ витнĕрен пĕрин хыççăн тепри çурăлаççĕ. Карта витĕр çил шăхăрать. Çил çĕрти юра çĕклесе пĕвен сулахай енчи сăртне купалать. Çил ахаль те тĕттĕм çĕре татах тĕттĕмлетет...
Таçал урамĕнче хунар çутса шырасан та кушака та тĕл пулмăн. Таçал ялĕнчи чĕрчунсем пурте ăшă шăтăксенче. Сарай çунаттисем ăшне йăва çавăрнă çерçисем те таçта амаках, шалах кĕрсе выртнă, пĕр сас-чĕв те памаççĕ... Çанталăк улать, шăхăрать, тусать. Анчах, апла пулсан та, Ваçли хĕрĕ Санюк пĕве çинчи тирĕ-çӳсем шăтарнă шăтăк умĕнче тăрать. Вăл çĕтĕк сăхман тăхăннă, сăхманпах ачине чĕркенĕ. Ăна сивĕ мар. Вăл чĕтремест. Уншăн пулсан халь сивĕ çанталăк, урнă çил вăй-хăвачĕ нимĕн те мар. Уншăн пулсан этем пурнăçĕ, пĕр чĕр чун пурнăçĕ çĕр çинчи çӳп пек хисепсĕр япала.
— Ула, урнă çил... Ула, эс мана хăратаймăн. Эпĕ халь нимĕнрен те хăрамастăп. Маншăн пулсан эс шăхăрни, çĕр çинче выртакан юра çӳле улăхтарса тусни — нимĕн те мар... Çук, санран хăрамастăп. Санран пурнас текенсем çеç хăраççĕ... Ак ман алăра хам çуратнă ача, ăна пурнăçа юратакансене пиллесе хăварас çук эпĕ. Вăл хамăн, ăна хам çуратнă, хампа пĕрлех сӳнтеретĕп... Эп çамрăк, эп ĕнер анчах вун тăххăр тултартăм, этем çĕр çинче мĕншĕн пурăннине лайăх пĕлетĕп. Çапла, Таçал ялĕ, сыв пул... Савнă Петĕр... Сыв пул! Ах, ачам... анчах уçăлнă куçусене халех хупас-ши?.. Ах, мĕн курас манăн... Халех пĕтес-ши вара?..
Ах, Петĕр, Петĕр... ăçта эс?..
IV
Çу иртсен çурçĕр енчен сив çил вĕрнипе вăрманти чечексем пуçĕсене усаççĕ, хуçăлса анма тытăнаççĕ. Анчах хăш-пĕр чухне кĕркунне çитсен те ăшă хĕвел ăшăтса вĕсене каллех ура çине тăратать, вĕсем пĕр вăхăтлăха каллех савăнаççĕ. Çавăн пекех Санюк та пĕвери шăтăка сиксе вилес тенĕ çĕртенех урăх шухăш тытса çăлăнса юлчĕ. Çук, вăл хăйне хĕрхенмен, уншăн пулсан вăл хăй нимĕн те мар. Ăна хăй çуратнă ача çăлнă. Анчах сывлама пуçланă чĕр чуна халех шăтăка илсе кĕме вăл пултарайман... Çапла ĕнтĕ Санюк хăй ачишĕн пурăнма шутланă. Ак халĕ вăл пӳртре. Пӳрт маччинчен сăпка çакса янă. Сăпкинче — ачи. Халĕ ĕнтĕ мĕн кĕркуннерен пуçласа Санюка тем те пĕр каласа ятланă ашшĕпе амăшĕ те вăрçмаççĕ. Вĕсем хăйсен хĕрĕ пĕвери шăтăка сиксе вилме тăнине лайăхах пĕлеççĕ. «Уншăн хамăра та айăплĕç, вăл вилнĕ пулсан хамăрах айăплă пулаттăмăр турă умĕнче те», — теççĕ. Анчах Санюк ашшĕсене айăпламан. Санюкшăн ашшĕпе амăшĕ айăпсăр. Вăл ашшĕпе амăшĕ ятламан пулсан та вилес шухăша тытатчех... Вăл çамрăк пулнă, çынсене ĕненнĕ. Пурнăçăн хура кĕсенлĕ тӳнтерлĕхне курман, астивмен. Этем пурнăçĕ уншăн илемлĕ шур чечек пек ӳснĕ. Ăна вăл юратнă, савнă. Кайран вара, Петĕрпе юлташлансан, пурнăçра суя ĕмĕтсем çӳренине сиснĕ. Пурнăçăн шур чечекĕ, савнăçлă чечекĕ, этем йăхĕпех таптанса пынине вăл хăй куçĕпе курнă... Анчах хăйĕн сăхманĕ айĕнчи кĕсенленмен çăл шывĕ пек таса, халь анчах сывлама пуçланă чун çăлать ăна. Ун чĕри таппинче вăл çĕнĕ ĕмĕт курать... Ах, ачи вăранчĕ, ак вăл ăна сиктерет.
— Çывăр, хĕрĕм, çывăр... ӳссен çывăрма памĕç... Ах, хăçан ăнланакан пулăн-ши эс? Ах, хăçан пĕрре кулăн-ши?
Çук, ачи çывăрса тăраннă. Вăл хăйĕн пĕчĕк аллисене çӳлелле çĕклет. Санюк çакна курсан ачине хытă чуптăвать те арки çине илет.
— Асту, ӳссен никама та ан ĕнен...
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...