Хĕр ĕмĕрĕ
Уçтук халь çеç качча тухнă арăм. Туйĕ те иртнĕ вырсарникун çеç пулса иртнĕ. Уçтук туйне курма халăх ялĕпех пухăннă. Мĕн шурăм пуç киличченех тăсăлнă туй. Мĕн чухлĕ сăра пĕтнĕ пулĕ, мĕн чухлĕ эрех... Сăмахран, кун пек туйсем Каçал ялĕнче çак çулсем тăршшĕнче сахал пулнă.
Уçтук упăшки Çтаппан хăй туйĕпе тĕлĕнмен мар. Ун çинчен вăл хăй те калать: «Мĕн-ма ĕçес мар, эрех-сăра çук-и-мĕн ман кил-çуртра! Туя пĕр тусан тĕлĕнмелле тăвас пулать!» — тет.
Çук, Çтаппан туйĕпе мухтанмасть. Туйĕ çинчен вăл çын умĕнче анчах калать. Çтаппаншăн туйĕ çăва çине, туйне пурпĕрех тумалла. Вăл урăх япалапа мухтанать. Вăл... Уçтука хăйĕн аллине илнĕшĕн савăнать. Урăх нимшĕн те мар. Уçтук ун аллине аран-аран çеç лекнĕ. Мĕншĕн тесен Уçтукăн хăйĕн тӳрри Мирун пулнă. Çтаппан кил-çуртне Уçтук ашшĕ-амăшсем тытса панăран анчах килсе лекнĕ.
* * *
Çтаппан килĕнче çук. Вăл халăх çине кайнă. Унта паян пахча таврашĕсем сутаççĕ. Эрех пулать...
Уçтук пĕччен. Кĕпе çĕлесе ларать. Чӳрече витĕр кĕрекен хĕвел çути салатса янă вăрăм çӳçĕсем çине ӳкнĕ. Çӳçĕ унăн сарă, пилĕк лапкăшĕпех выртать. Куçĕсем шывланнă. Мерчен куçĕсем çилсĕр чухнехи çутă çăл пек...
— Эх, пурнăç... Мĕн курас манăн? Юратман çынпа мĕнле пурăнас? Кама кайса каласа парас хуйхăма? Кам пултарĕ-ши чĕреме çемçетме?.. Çук пуль... Атте-анне çемçетмен пулсан, кам çемçеттĕр ĕнтĕ ăна? Çунтăрах... Ку тĕнчере юратнă çынпа та пурăнма юрамасть-ши вара?..
Юрамасть пуль, ахăр. Эх... Мирун, пĕтрĕмĕр иксĕмĕр те. Çамрăк ĕмĕрĕмĕрсем иртсе кайрĕç. Телейсĕр çынсем эпир... Эх! Ку аттесене... Мĕн кураççĕ-ши вĕсем çак Çтаппанра? Кунĕн-çĕрĕн ĕçет. Ял куштанĕсемпе ялан пĕрле. Пĕр çын та юратмасть ăна. Пĕр çын! Апла пулсан манăн, манăн мĕнле пурăнас?! Çитменнине тата, намăссăр, мана ятлама хăтланать, Мирунпа пурăннă эс тет. Çук, çук, эп Мирунпа пурăнман. Пурăнма анчах пуçланăччĕ, анчахчĕ...
Юлашки сăмахсене каласа пĕтернĕ çĕре Уçтук чăтаймасăр йĕрсе ярать. Çĕлеме пăрахрĕ. Тĕпелти вырăн çине кайса выртса ача пек макăрма пуçлать. Кăкрисем çӳлелле çĕкленеççĕ. Вăрăм çӳçĕ чистиех сапаланса пĕтет...
Çав вăхăтра пӳрте пĕр çын кĕрсе тăрать. Вăтам çын. Сарлака кăкăрлă. Пиншак айĕнчен тĕрленĕ кĕпе курăнать. Куçĕсем пысăк, хура, пĕр вырăнта тăраççĕ. Ку — Мирун. Уçтук вырăн çинчех выртать. Йĕрет. Мирун кĕнине сисмест.
— Уçтук». Мĕн пулнă сана, мĕн-ма йĕретĕн?
— Ай!.. Ăмма килтĕн эс кунта, Мирун? Кай, кай! Часрах кай, Мирун. Мана хĕрхенетĕн пулсан халех тухса кай, савнă... Ай! Эп качча тухнă çын вĕт... — тесе, хăйне хăй пĕлмесĕр, арпаштарса кала пуçларĕ Уçтук.
Мирун ăнланаймасть:
— Уçтук! Мĕн-ма хăвалатăн вара эс мана? Эп сан патна тем тума килмен-çке... Е эс мана чистиех мантăн-им? Маннă пулсан... юрать. Анчах эп манман, Уçтук. Манма та пултараймастăп. Иртнĕ пурнăç ман куç умĕнчен кайма пĕлмест... Çук, Уçтук, эп тем... кирлĕ мар япала тума килмен. Сана курма çеç килтĕм. Чăтаймарăм. Калаçса пăхас терĕм. Уçтук, ятламастăн пулĕ вĕт?..
Уçтук ним тума аптрарĕ. Вăл йăпатакан сăмахсем каласшăн, анчах калаймасть. Хăраса ӳкнĕ вăл:
— Мирун, тархасшăн, кай... мана хĕрхенетĕн пулсан кай... Çтаппан килĕ... Пирĕн пурнăç пĕтнĕ ĕнтĕ. Ăна шырамалли çук, Мирун... Ай! Мĕн курас манăн?!. Кай, кай кунтан... хăвăртрах тух... Çтаппан килĕ, — Уçтук чăтаймасть, куççулĕсем тапса тухаççĕ. Ĕлĕкхи тӳрри, юратнă Мирун, ун умĕнче тăни тапратать ăна. Вăл чăтаймасть. Куçра пĕвĕннĕ куççулĕсене нимĕнле вăй та чараймасть. Вăл Мирун умĕнчех каллех вырăнĕ çине кайса чĕтренсе йĕме тытăнчĕ. Йĕнĕ сас пӳрте çаврăнса çӳренĕ çĕрте кай тенĕ сăмах ялан илтĕнет...
Мируна та йывăр. Вăл та аран чăтать. Куçĕсем унăн та шывланнă... Кай тенĕрен Мирун чăтаймарĕ. Пуçне хулпуççи çине хурса тухса кайрĕ. ... Хĕвел пĕлĕт айне пытанчĕ...
* * *
Каç. Хĕвел тахçанах анса ларнă. Пĕлĕт çинче çăлтăрсем ашкăнаççĕ. Кăшт çил вĕрет. Йывăçсем хумханаççĕ. Анкарти хыçĕнчен уйăх шуса тухать... Уçтук каллех пĕччен. Чӳрече умĕнче ларать. Чӳрече янаххи çине тайăннă... Çтаппан халăх çинчен килмен-ха. Пӳртре хăй çутман пирки тĕп-тĕттĕм. Уçтук, тĕттĕм пулин те, çывăрмасть. Выртсан та ыйăх килмест унăн. Çавăнпа вăл выртман. Темĕскер кĕтет. Мĕн кĕтнине хăй те пĕлмест.
Ак хапха чĕриклетрĕ. Темĕскерле сас илтĕнчĕ. Унтан пӳрт алăкĕ уçăлать. Çтаппан кĕчĕ. Ӳсĕр. Аран уткалать. Анранă сурăх майлă пĕр енчен тепĕр енне сулăнать. Шкап кутне пырса çапăнса шкапри чашăк-тирĕксене çĕре ӳкерчĕ. Темĕскер шырать.
— Ăçта шуйтана кайнă эс-с, матка-а... Мĕн... Манран пытанса çӳретĕн-и-мĕн... Е... Мирун патне карăн-им?.. Пастай... Кăтартăп эп сана... Мирун...
Уçтук ăçта пулнă çавăнтах ларать. Упăшкине сăмах чĕнмест. Çтаппан ӳсĕр килессине вăл паçăрах пĕлнĕ. Ун çинчен Мирун хыççăн килнĕ кӳршĕ арăмĕ каласа панă ăна. Халăх çинче пахчасем сутнă, вăйлă ĕçкĕ пулмалла тенĕ.
Уçтукăн кăмăлĕ пăтранать. Нимĕн те ăнланаймасть вăл. Пуçĕнче тĕрлĕ шухăшсем çӳреççĕ...Мируна хăваласа янăшăн вăл хăйне вăрçатъ. Амма çемçерех юмахламарăм-ши тет. Çук, вăрçмасть, ӳпкелемест... Атте-анне панă япала — пурăнмаллах... Турă çырни ĕнтĕ вăл... Ним тума та çук. Чиркӳре венчет тунă чухне те — юратса каятăп тенĕ... Вăрçса пурнас мар тесе шухăшлать Уçтук.
Ак ĕнтĕ упăшки кăмака çумне пырса çапăнса йăванса кайрĕ. Мĕн тăвас тен... тăратас пулать... Уçтук, вăл кĕнĕренпех чӳрече çумĕнче пĕр чĕнмесĕр ларнăскер, Çтаппан патне пырса:
— Ну, мĕн ĕнтĕ... çапкаланатăн? Кама шыратăн? Кайса вырт. Вырăн сарнă унта... мĕнле çавăн пек нумай ĕçмелли пур-ха.
— Э-э-э! Эс кунта-и? Ам... Мирун... шуйттан! Мирунпа çӳресе ман... патна килсе... пурнаканни... эсĕ-и-ха у? Яккăр мар… Пастай, пастай. Тăрам-ха. Кăтартăп эп... эп... сана Мирун...
Çтаппан Уçтук пулăшнипе ура çине тăрать. Тăнă-тăман темĕскерпе çапса ярать. Уçтук йăванса каять... Йынăшнă сасă... Йĕнĕ сасă... каллех йĕнĕ сасă... Çтаппан аллинче пуленке.
Тулта çил вăйланать. Хура пĕлĕтсем килсе хупăрланăран уйăх пытаннă. Кăшт тăрсан çумăр çума тытăнчĕ... Унтан аçа çиçĕм кĕрлерĕ. Улăм витнĕ çурт тăррисем хытах шӳрĕç. Уçтук та хăйĕн юнĕ ăшĕнче шӳрĕ... Ир пуласпа хăйĕн куçне юлашки хут куççулĕпе йĕпетсе тек уçмалла мар хупрĕ.
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...