Каçăр Куçма
— Тинех çитрĕ хĕвеллĕ ăшă кун, — хĕпĕртерĕ Варук аппа. Мамăк евĕр чĕпсене пирвайхи хут урама кăларчĕ. — Кăпăшăмсем, уçă сывлăшпа, сиплĕ курăкпа, таса шывпа вăй илсе çитĕнĕр. Çăткăн хурчка çăварне ан лекĕрех. Тĕлĕкре те чĕп сыхлать тет вăл.
«Савăк-çке ирĕкре, асамлă çутçанталăкăн ырă ытамĕнче», — тенешкел кĕшĕлтетеççĕ шимп-шимпсем кил хуçи тавра, вĕтĕр-вĕтĕр чупаççĕ, çăтăрт-çăтăрт! чĕпĕтеççĕ симĕс курăка.
Пепкисемпе мăшăрĕшĕн çав тери хĕпĕртенĕ ула хур аçи какăлтата-какăлтата саркаланать, хăватлă сассипе урама тултарать. Çулсерен çапла юрласа ташлаканскер валли ял çинче ят та часах тупăннă: Каçăр Куçма.
Халĕ те Варук аппа кĕрсе кайсанах хайхискер пуçларĕ тăпăрт-тăпăрт! ташлама. Пуçне каçăртнă та эх, черетлет лаптак урисене! «Шимп-шимп!» — сасă пулчĕ çав самантра. Ах! Тĕпренчĕкĕ ура айне çакланнă иккен. Ташăçă çавна илтмест те, туймасть те-ши вара? Юрать-ха меллĕ самантра тапкаланса тухма пултарчĕ кĕлтĕркке.
Çемйишĕн чунне пама хатĕр ашшĕ ачисене куç пек сыхлать. Курăк сăхса илет те сăмсине каçăртса унталла-кунталла тинкерсе тимлĕн сăнать. Çунатлă чум сыхлăх тĕлĕшпе шанчăклă тепĕр йытăран та кая мар. Никама çывăха ямасть. Çитĕннисем те асăрханаççĕ ăш сиктермĕшрен. Варуксем патне пырсан кил картине кĕриччен чи малтан: «Каçăр Куçма килте-и?» — кăсăкланаççĕ хапхаран пуç чиксе: Ача-пăча вĕсен тĕлĕнчен патаксăр иртмест, ытларах чухне урăх çулпа вĕçтерет. Хăравçăсене пушшех таçта çити хăвалать çиллесскер.
Хурсем те пăрăнаççĕ куштанскертен. Хайхи «çапăçу хирне» тухсан яланах парăнтарать вĕсене. Патлаттарать те патлаттарать вăйлă çуначĕсемпе. Пылчăкпа вараланса улаланнă шура хурсем аран хăтăлаççĕ Куçмаран. Çĕнтерӳçĕ вара яла янăратса, сарлака çунаттисене мăнаçлăн сарса ытарми çемйи патне вĕçнĕ евĕр чупать. Паттăр ашшĕшĕн савăннă тĕпренчĕкĕсем пуçĕсене тая-тая чĕкĕлтетеççĕ. «Каçăр Куçма таш ташлать», — шăв-шав сăлтавне çийĕнчех тĕшмĕртет ял халăхĕ.
Улттăри Кирук хăйсен хурне пĕлсе çитнĕ ĕнтĕ. Усалскертен пытанса карта урлă çӳресе алли-урине сахал мар кăвакартнă вăл. Тухнă-кĕнĕ чухне сыхланма çурт-хуралтă кĕтесĕсене туясем тăратнă хăй валли. Лупас айĕ таранах вĕсем. Пĕррехинче чĕпсем хапха айĕнчи хăма хушшинчен хĕсĕнсе кил картине кĕчĕç. Çенĕкрен тухакан Кирук питĕ савăнчĕ çавăншăн.
— Шыв ĕçес килет-и, мĕтĕлккесем? Килĕр, килĕр. У-у-ух! Пĕсехесем тулли-ха сирĕн, — пĕрин хыççăн теприне тытса йăпанчĕ шăпăрлан, çемçешкесене пичĕпе сĕртĕне-сĕртĕне илчĕ. Кĕшĕлккесем те вылярĕç ачапа: пĕри çара урине кăтăклать, тепри кĕпе çаннине туртать. Епле ирĕк! Хурсем тул енче. Апла пулин те вĕсем кĕресрен шикленчĕ тавçăруллăскер. Хайхискерсем пепкисемшĕн хумханса кăшкăраççĕ, пуçĕсене шалалла чике-чике пăхаççĕ, калла-малла кумаççĕ. Уйрăмах аçи канăçсăрланать: кĕске хăмана сăмсипе çиллессĕн кăтăртаттарать, вырăнтан хускатса та илет. Унччен те пулмарĕ, сирчĕ ячĕ чăрмава. Йăпшăнса кĕме пултарчех вĕт мĕскĕнленме хăнăхманскер! Шарт сикнĕ, сехри хăпнă Кирук тарса ĕлкĕриччен пĕççинчен кап! сăхрĕ те çунаттисемпе вирлĕн çат! та çат! ĕнтелерĕ. «А-а-а! Ай, ыраттарать! Ан тив мана!..» — кăшкăрчĕ хăрушă ытамри вĕтĕркке, хӳтĕленсе пӳрт умĕ патнелле талпăнчĕ. Юрать-ха алăк уçă — вĕлт! йăпшăнчĕ шалалла. Хаяркка юлмасть, хыçранах чупать.
— Эсĕ пӳрте кĕресшĕн-и-ха? Кăш! — ача ăна шăпăрпа тĕкрĕ. Тилĕрсе кайнă хур шăпăра сăмсипе кап! ярса илчĕ те туллама пуçларĕ. Шĕвĕркке çавна чăпантан вăрттăн сăнарĕ. Хаярккан чунĕ аранах канчĕ-тĕр, картлашкапа тăкăлт-тăкăлт! анчĕ те паттăрла ĕç тунăн какăрланчĕ кăна ыттисен умĕнче.
Тепĕр кун Кирук çырмара вылянă чухне хурсем хыттăн кăшкăрнине илтрĕ. Ытти ушкăн лăпкăнах çӳрет, вĕсенне тем пулнă ĕнтĕ. Чăтайманнипе шăпăрлан сасă енне васкарĕ. Ай-уй! Пĕр чĕппи шырлан хĕрринчен хăпараймасть иккен. Шиплетет, тапаланать-тапаланать те йăванса каять, татах тăрса чакаланать. Кирук ăна алла илчĕ, хĕрхенсе ачашларĕ, çав хушăрах, Куçмаран шикленсе ун-талла пăха-пăха илчĕ.
— Хăрарăн-и? Курак йăтса каятчĕ вĕт, юрать-ха вăхăтра çитрĕм, — çепĕççĕн калаçса ăна çерем çине ячĕ кăна, хур аçи, чăн та, унталла чупма хатĕрленчĕ. Телейлĕ хур чĕппи хăйне чунран кĕтекенскем патне лĕпĕш евĕр вĕлтĕртетрĕ. Туслă çемье те ăна хирĕç васкарĕ. Пĕчĕк çуначĕсене сарса вун тăваттăн саркаланса чупаççĕ хавасланнăскерсем. Маттура тав тунăн аслисем мăйĕсене ача енне тăсса харăссăн какăлтатрĕç. «Тавах сана, çивĕч хăлха, вичкĕн куç, пепкемĕре çăлнăшăн», — терĕç пулас.
Вăл кун Кирук киле пахчапа кĕмерĕ: Каçăр Куçма ăна тивмерĕ, каçăрăлсах хапхаран ирттерсе ячĕ.
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...