Кӳршӗсем
Мунча алăкĕн тутăхса кайнă тăпси çумĕнче пĕр чăмăркка пахча хăнкăлисем купаланса йăшăлтатаççĕ. Кăшт сарăлма тытăннă курăк айĕнче пытанса итем патнелле чупакан ансăр сукмак çинче вĕсем Еккиме пĕр çеçке пилеш çырлисем пек курăнаççĕ. «Ха... хĕвел çинче ăшăнаççĕ. Мĕн тĕрлĕ пĕчĕк чунсем, вĕсем те ăшша хапăллаççĕ, — шухăшласа илчĕ вăл вĕсем çине пăхса. — Аван вĕсене, ни пилĕк ыратмасть...»
Итемре, çапнă пĕчĕк капансем хушшинче, пĕр автанпа ик-виç чăхă чакаланаççĕ. Автанĕ хăйĕн пуçне унта-кунта чăлт-чалт ывăткаласа, урисемпе çунаттисене хыра-хыра час-часах чĕнуллĕн çĕкленкелесе илет. Паçма урлă пĕри хăраххăн итем çапать. Çӳлте, итемсем çинче, хутран-ситрен е çырмари йăмрасем патнелле, е пушаннă ула курак-чавкасем вĕçеççĕ, таçтан, аякри итемсем енчен, такам савăнăçлăн юрлани илтĕнет, хăш-пĕр çĕрте, картасенчен, арпалăхсенчен эрешмен картин шурă çипписем çакăнаççĕ.
Екким мунча умĕнче каска çинче унта-кунта пăхкаласа нумайччен ларать. Ларнăçемĕн хăйне вĕттĕн чĕпĕтекен шухăшсем çавăрса илеççĕ. Ку чăнах та çапла пулассине, ун кӳрши Ихмен ăна чăнахах та хăй тĕрĕслĕхне çапла çирĕппĕн кăтартассине вăл питĕ сахал кĕтнĕ.
Виçĕм çул уйрăлчĕç çулсем... Ихмен колхоза кĕчĕ, Екким çаплипех юлчĕ.
— Айта кĕретпĕр, Екким, — тенĕ Ихмен.
— Тăхтатăп-ха, — тенĕ Екким. — Сана та çавăн пекех тăхтама сĕнетĕп. Кăвапана... татса пăрахсан, ăна вĕт сутăн илме çук.
Ихмен вăл хăй ăшĕнчен таçти-таçти кĕтессенчен темĕнскер тата-тата пăрахнă пек туйăннă пулсан та çапах та кĕчĕ колхоза. Пуринчен питрех ăна хăйĕн юратнă шăши тĕслĕ лашипе уйрăлма хĕн пулнă. Вăл ун патне ăна колхоз витине леçсе парас шутпа икĕ эрне тăрмăшса çӳрерĕ. Пырать лаша патне, аллине йĕвен те илет... унтан таçта темĕскер ыратса кайнипе каялла çаврăнса утать. Çапла икĕ эрне тăрмашсан анчах вăл пĕринче лашине колхоз витине илсе кайма йĕвен тăхăнтарчĕ. Екким кăна карта шăтăкĕнчен асăрхаса тăнă, вăл хăй ăшĕнче ун лаши халĕ те, малалла та хăйĕн витинчех пулмаллишĕн шăппăн савăннă. Ихмен кил карти варринче чарăннă та алăк умĕн картлашки çинче тăракан арăмне:
— Ну, лашана илсе каятăп, — терĕ.
Арăмĕ кăшт сулăнса алăк ум картлашки çинчен аннă та лаша патне пынă. Пĕр вăхăт вăл юпа пек чĕнмесĕр, хытса кайнă пек тăнă, унтан ăшран карланкă патнелле темĕскер пăлханса пынипе сасартăк каялла сиксе ӳксе пӳрте кĕрсе çухалнă.
Екким чăтайман. Екким карта урлă Ихмен патне сикнĕ.
— И-и-й... яй-яй! — тенĕ вăл. — Мĕншĕн асапланатăр? Тухасчĕ колхозĕнчен, илсе каяс марччĕ лашине — ĕçĕ те пĕтет...
Екким çавăн пек сасартăк ун патне килсе тăнипе Ихмен малтан ăна палласах та илеймен, пĕр вăхăт нимĕн хирĕçлеме пелмесĕр тăнă. Кайран, палласа илсен, çамкине куçĕсем çине антарнă та:
— Чарăн, Екким, пăрăн, — тенĕ. — Вăхăтра мар çӳретĕн кӳршӳ патне, çăва çине сана!
«Чăнах, вăхăтра мар, — аса илчĕ халь Екким. — Аллă çул пурăннă, çаплах ăс-пуç шăтăк иккен». Унтан çавăнтах хӳтĕленчĕ: «Ара, эп... хĕрхенсе-çке-ха, кӳршĕллĕ-çке-ха тăвас терĕм. Пĕлмен-çке-ха эп колхоз ĕçĕ çавăн пек ăнса каяссине».
Кун хыççăнах ăна каллех ĕнтĕ темĕн чул вăхăт аптăратакан арифметика хупăрласа илчĕ: иртнĕ çул Ихмен 198 ĕç кунĕ ĕçлесе 95 пăт илнĕ, Екким хăйĕн унта-кунта сапаланнă червелникĕсенчен 72 пăт пуçтарнă. Кăçал Ихменĕн паянхи куна 220 ĕç кунĕ, паянхи куна, апла пулсан — 110 пăт, Екким хăйĕн имшеркке капанĕсенчен, — вăл хăйĕн итемĕ çине пăхса илчĕ, — темĕн чул тăрăшса шаккаса та 70 пăт анчах кăларчĕ... Едок шучĕ, вăйпитти çын шучĕ унăн та, кунăн та пĕрпекех. Çук, халĕ ĕнтĕ пĕр пек мар, халĕ ĕнтĕ танлаштарма çук.
Ун куçĕ умĕнче арифметика çавăнтах чĕрĕлсе кайрĕ: типĕ цифрăсем алă-ураллă пулса кайрĕç, çӳçлĕ-пуçлă, сухаллă, çăпата-пушмаклă пулса кайрĕç, çынсен урисемпе утма пуçларĕç: типĕ цифрăсем пĕшкĕнеççĕ, тăраççĕ, типĕ цифрăсем уйра — тыр выракан машинăсем хыççăн утаççĕ, кĕлтесем çыхаççĕ, пысăк çăварлă молотилкă умĕнче ĕçлеççĕ, кĕлте параççĕ, улăм урисем купалаççĕ, колхоз правлени умĕнчи мăкăрта хĕрлĕпе хура хăма умĕнче тăраççĕ, вулаççĕ, савăнаççĕ, кулаççĕ, пĕрне лодăр, наян теççĕ, тепĕрне ударник, пултаракан çын теççĕ. Сасартăк чĕрĕлсе кайнă цифрăсенчен Екким чистиех çухалса, çĕтсе кайнă. Вăл вĕсем хушшинче Ихменпе унăн арăмне, унăн ачисене хыпаласа шырать, анчах ниепле те лайăххăнах шыраса тупаймасгь, вĕсене ытти çынсем хушшинче ниепле те уйăрса илеймест. Вĕсем пĕрре курăнса илеççĕ те çавăнтах çухалаççĕ. «Аван-и, кӳршĕсем?» — тесе илет те Ихмен çавăнтах таçта çухалса каять. «Сывлăху мĕнле?» — тесе илет те Ихмен, арăмĕ кăшт çемçен те савăнăçлăн кулса илет те, çавăнтах ытти çынсемпе, ытти колхозницăсемпе хупăрланатъ. Пĕлесшĕн Екким, пĕлсе çеç юласшăн, ыйтса çеç пĕлесшĕн: хăçантанпа çавăн пек çемçен те савăнăçлăн кулма вĕреннĕ Ихмен арăмĕ, ăçтан ăсса илнĕ вăл çемçе те савăнăçлă куллăн çеммине — çук, Ихмен арăмĕ çухалать, ыйтса юлаймасть Екким. «Екким пичче, Екким пичче, — тăпăртатса илет Ихменĕн пилĕк çулхи ывăлĕ, — пийĕн сĕт нума-а-ай пулать, атте ваяяхпа ĕне илет», — çапла тăпăртатса илет те, пĕчĕк урасен пĕчĕк пилĕк пус пăхăр пек, тупанĕсемпе çутатса колхоз итемĕнчи ĕскĕртсем хушшинче çухалса каять.
Çак купаланса килнĕ сăнлăхсем хушшинче çӳрет Екким, сăнлăхсене пĕр-пĕринчен уйăрарах пăхасшăн, уйăрарах тĕплесшĕн. Тен, улталаççĕ пĕр купа сăнлăхсем, тен улталать арифметика?
— Ухмах эп! — чарчĕ хăйне Екким пĕлтĕр пулнă япалана аса илсе.
«Ĕç кунĕ вăл — пылак йыхрав çеç, тыррине илсе каяççĕ», — илтнĕ пулнă вăл пĕр çĕрте, вара Ихмен патне пынă та:
— Итле-ха, Ихмен. Ĕç кунĕ тени вăл сирĕн пулă хутаççи çеç иккен, пулă хутаççи, пĕр пĕрчĕ вăлчасăр... хи-хи-хи...
— Ватă та, çапах ухмах эс, — тенĕ çеç Ихмен, — кулак лачакинчен пĕр кашăк сыпса илнĕ те йытă пек савăнан...
Кăна аса илсен Еккиме питех те аван мар пулчĕ. Вăл ним тума аптранипе каска çинчен тăчĕ те унталла-кунталла пăхкаласа илчĕ. Каска çинчен тăчĕ, анчах ăçта каяс? Киле каялла кĕрес килмест, унтан паçăр çеç арăмĕпе — тăварлă яшка пирки, вун ултă çулхи ывăлĕпе — çав колхоз пиркиех пăртак урлă-пирлĕрех калаçса тухнă; кил картине те, унта пăртак вак-тĕвек ĕçсем пур пулин те, каяс килмест. Вăл чылайччен ăçта каясси пирки пăтрашăнса тăчĕ.
Çав хушăра хăй сисмен çĕртенех ура айĕнче выртакан турпас таткине мунча умнерех тирпейлесе хучĕ, кăшт анарах панă мунча алăкне çĕклесе майларĕ, унтан сасартăк:
— Пастай-ха, кайса килем тепрер çавăнталла, — терĕ те итем урлă итем хапхи патнелле утрĕ.
Итем варринче икĕ автан çапăçса кайнă: пĕри — унăн, тепри, тĕк уралли, — кӳршĕн. Анчах вĕсене вăл асăрхаймарĕ.
* * *
«Маяк» колхоз правленин пуртне хирĕçри мăкăр çинче — юпа, юпа çине икĕ тĕслĕ — хĕрлĕ, хура — хăма çапса хунă.
Екким тăкăрлăкран тухнă чухне хăма умĕнче ĕçрен таврăннă колхозниксен ушкăнĕ тăнă. Ушкăн пăртак хумханнă: пĕрисем хăма патне пынă, теприсем хăма умĕнчен хĕсĕнкеле-хĕсĕнкеле каялла тухнă.
Юпа çинчи хăма Еккиме темшĕн юмахри паттăрăн чĕвен тăнă, хăй умне паттăрсăр пуçне никама та яман, паттăр тăшманĕсем çине куçĕсемпе урисенчен хĕм сирпĕтекен лашана аса илтерчĕ. Вăл юмаха Екким тахçанах илтнĕ, лаши çинчен хăш-пĕр чухне: «Лайăх лаша, маначчĕ çавăн пекки, качака пек кĕсрем вырăнне, вăрра-и унта е урăх çынсене те яманни», — тесе те шутланă... Тăваткăл хăма — лаша çамки. Ун çинче йăлтăртатса тăракан хурапа хĕрлĕ тĕс куçсем: чĕнеççĕ те вăл куçсем, хăвалаççĕ те... Чăнах миçе хут курман-ши Екким: хăшĕсем хăма патне савăнса та кулса пыраççĕ, хăма умĕнче чылайччен калаçкаласа тăраççĕ; теприсем хăма умĕнче, вĕсене хăма валькăшакан хĕмсемпе пĕçертнĕ пекех, пуçа чике-чике сăмса умĕнче темскер мăкăртатса тăраççĕ.
— Ăçта эс, ăçта, Екким? — чавсаран тытса шӳтлĕн чарчĕ ăна колхоз правленинчен тухнă Ихмен. — Мĕн ахалĕн, пушăлла çӳретĕн пирĕн хăма патне, сана вĕт пурпĕрех ни хур çине те, ни хĕрли çине те çырса хурас çук, çӳресен çӳремесен те...
— Хури çине юрать сăрлама, хури çине пит аван, - хушса хучĕ Еккимпе тантăш шап-шар сухаллă колхозник Микихвер. — Илтетне, Екким, кирлĕччĕ те теп сана хура çине сăрлама?! Хăпса юлатăн эс пирĕнтен...
Екким ним хирĕçлеме аптрарĕ, Ихмене те, Микихверне те вăл пĕр сăмахпа хирĕçлесшĕнччĕ, анчах вăхăтра сăмах пулса çитеймерĕ: карланкăпа пыракан сăмах пĕчĕк чул пе: каялла путрĕ, сăмаха йышăнма хатĕрленнĕ чĕлхе, улталаннăскер, çăвар тӳпи айĕнче анчах темĕскер чĕлхесĕр сассемпе мăкăртатса лăканса илчĕ.
— Ну, ну, вула, — терĕ Микихвер, — эп ахаль калатăп. Вула, вен сан кӳршӳ мĕн тăвать, ĕçсене колхозра мĕн çавăрать.
Куçсем çине ерипен хĕрлĕ тăхăннă сăмахсем анма пуçларĕç: «Ихмен, Ихмен Иванĕ... Пĕрремĕш, каллех пĕрремĕш нумĕрпе тăрать!» Малалла виççĕмĕш бригадăн бригадирĕ «тыр-пул пуçтарнă чухне заданисене яланах ытлашшипех тултарса пынăшăн тата хăйĕн бригадине кĕр акине пур енчен те лайăх хатĕрлесе çитернĕшĕн пилĕк ĕç кунĕпе премилеç».
Хăй хыçĕнче вăл ун пир кĕпи çине, ун шурала пуçланă çӳçĕ çине, ун çăпати çине колхозниксем хăйсен куçĕсемпе пăхкаласа тăнине сисет, пуринчен питрех ăна ун çине Ихменпе Микихвер пăхса, асăрхаса тăнă пек туйăнать. Ун çине пăхса тăракан куçсем мĕн каланине вăл пĕлеймерĕ, анчах Ихмен Микихвере шăппăн çеç: «Урăлать пулаç пирĕн Екким тус, пирĕн юлашки чĕпĕ... тăваттăмĕш хут куратăп ăна пирĕн хăма умĕнче, путех ахаль мар-тăр», — тенине илтсе юлчĕ.
«Тупнă сăмах — юлашки чĕпĕ, — пăртак çилленчĕ Екким. — Ха, вăл первăй, значăт, а эп — юлашки, чи чăпасси...» Çапла шухăшласа илчĕ те, ун шухăшĕ сасартăк таçтан килсе тĕртнĕ вăйпа темĕнле çунатланса хăма умĕнчен çӳлелле вĕçсе кайрĕ, колхозниксен пуç çийĕнчен çавăрăнчĕ, ял çинче, пĕрле уя, сухаламалли уя, тулхăрса çитрĕ.
— Сана, Ихмен, ăмăртăва чĕнетĕп, — вăйлăн, çирĕппĕн, тулхăрса калать Екким. — Тикĕс, пĕр шырлаксăр сухалама, пĕр ура пусăм хăвармасăр акма, сӳреме... Илтетĕн-и?
— Юрать, — тет Ихмен унтан кулса.
— Кул, кул, — тет хирĕç Екким. — Эп сана кăтартăп-ха эп мĕнле юлашкине, эп мĕнле чăпассине. Курăпăр-ха малашне хĕрлĕ хăма çинче... первăй нумĕрпа кам тăрассине…
... Ăна хăма çинче Ихмен ятĕнчен çӳлерех такам ун ятне пысăк сас паллисемпе çырса хунă пек туйăнчĕ. Каçхине киле таврăнсан савăнса кайнă вун ултă çулхи ывăлне вăл колхоза кĕме заявлени çыртарчĕ.
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...