Ваçлей саккунĕ
I
Баум акăлчан какао юратнă, хаклă йывăçран тунă чĕлĕм ĕмнĕ. Ваçлей шыв ĕçнĕ те çăкаран тунă чăпăк мăкăрлантарнă. Пĕринче вĕсем пĕр-пĕринпе юлташла пекех калаçса ларнă. Çакă вăл 1910 çулта пулнă.
Куçне мăшкăлуллă хĕскелесе Баум акăлчан çапла ыйтнă:
— Эсĕ, Ваçлей, шыв ĕçетĕн, эпĕ — какао. Кала-ха мана: мĕншĕн апла-тăр?
Ваçлей аллисене суллакаласа çаплах ăслăн хуравланă:
— Мĕншĕн тесен эсĕ, ырă çыннăм, акăлчан тата çăмарта фирмин агенчĕ. Санăн укçа нумай, эсĕ унта-кунта çăмарта склачĕсем ларттаратăн, сана пурте итлеççе. Вĕсем хушшинче эпĕ те çавăн пекех итлетĕп. Эсĕ çăмарта пухтаратăн, вĕсене пуйăссем çине тиеттеретĕн, аякка, тинĕс хĕрринелле, ăсататăн, унтан тата аяккалла, инçетелле — Англие. Эпĕ илтнĕ ун çинчен. Сан çĕршывăнта чăх тенине питрех юратрĕç-тĕр, унтан тата питрех çăмартине юратаç-тăр... А эпĕ... — Ваçлей малалла аллисене сулламасăр каланă. — Çăмарта, чăх тенине эпĕ те юрататăп, анчах вĕсене хам çăвара яма хăюлăх çук, çитмест, мĕншĕн тесен эсĕ, ырă çыннăм, ман хуçам пулатăн. Эпĕ санăн кучĕру анчах. Кунсăр пуçне, эсĕ, ырă çыннăм, акăлчан пулатăн, çавăнпа эсĕ çăмарта склачĕсем тутаратăн. Манăн укçа тени, мул тени çук, çавăнпа эпĕ аякка кураймастăп, çавăнпа эпĕ нимĕн те тутараймастăп. Эпĕ кучĕр анчах. Çавăнпа эпĕ, ырă çыннăм, какао ĕçме хăюлăх çитерейместĕп, çавăнпа шыв тенине çеç ĕçетĕп. Анчах манăн, ырă çыннăм, сиртен çакна ыйтса пĕлес килет: мĕншĕн-ши эсир çăмарта склачĕсене хăвăр патăрта, хăвăр çĕршывăрта, тутармастăр-ши? Неуштă сирĕн çĕршывра çав çăмарта тенĕ тутлă çаврашкана тăвакан чипер чăхсем çук-тăр?
Баум какао ĕçнĕ, Ваçлей шыв ĕçнĕ. Баум каланă:
— Эпĕ — акăлчан, эсĕ — чăваш. Эсĕ тата вырăс çĕршывĕнче пурăнатăн, мĕншĕн тесен сирĕн хăвăр çĕршывăр çук — сирĕн таçти аякри папайăрсем çухатнă, салатнă çĕршывăра. Анчах сирĕн уншăн ытлах макăрмалли çук, мĕншĕн тесен эпĕ акăлчан, мĕншĕн тесен малашне пур халăхсене те сирĕн телейĕрех тивет, ăнланатăн-и çакна, Ваçлей? Çак вăл, саккун, пурнăç саккунĕ — акă мĕншĕн ĕнтĕ эпир çăмарта склачĕсене пур çĕрте те, пур çĕршывра та тăватпăр. Анчах, Ваçлей, эпир пĕр çăмарта склачĕсемпе çеç хăтланмастпăр. Тӳррипе каласан, — тĕп ĕç, тĕп тĕшĕвĕсенче мар... Ăнланатăн-и кăна эс, Ваçлей?
— Çук, ырă çыннăм, кăна эп лайăхах ăнланаймастăп, мĕншĕн тесен эп чăваш тата кучĕр çеç. Анчах эп, ырă çыннăм, çаплах ыйтасшăн: çăмарта склачĕсемсĕр пуçне эсир тата мĕн-мĕн тутаратăр-ши, тăватăр-ши, тума тăрăшатăр-ши ют çĕршывсенче, тата мĕншĕн тĕнчери пур халăхсене те пирĕн чăваш телеех лекмелле-тĕр-ши?
Баум какао ĕçнĕ, Ваçлей шыв ĕçнĕ. Баум каланă:
— Кăна сан пĕлме кирлĕ мар, Ваçлей.
— Çапла, ырă çыннăм, кăна ман пĕлме кирлĕ мар. Каçарăрсамăрах мана ман тĕпчевлĕхшĕн.
Баум татах каланă:
— Кăна сан пĕлме кирлĕ мар, Ваçлей. Анчах эпĕ сана тахçанах çакна каласшăнччĕ: эсĕ мана начар итлетĕн, эп хушнине эсĕ тĕрĕссĕнех, тĕплĕнех тумастăн, тата... манпа ху кӳршӳпе калаçнă пек калаçатăн.
— Эпĕ сирĕн çак сăмахна начар ăнлантăм, ырă çыннăм.
— Эпĕ сана тахçанах каланă, Ваçлей: эпĕ ăш-чик енчен сывă çынах мар тата хама... физкультурăпа тĕреклетме тахçанах пăрахнă, — ку енчен пăхсан эп ытти акăлчансенчен кая юлнă...
—Тăхтăр-ха, ырă çыннăм, эпĕ пĕлместĕп: мĕн вăл физкультура?
— Çук, ĕç вăл сăмахра мар. Ĕç — эс мана сахал хисепленинче.
— Ăнланаймастăп, ырă çыннăм, — тенĕ Ваçлей. Баум тарăхсах кая пуçланă:
— Станца кайнă чухне е килнĕ чухне эсĕ лашана юриех пулас хытăрах чуптарма тăрăшатăн. Сирĕн çулсем, сирĕн çулсем... тамăк. А ман: ăш-чик ыратать. Сирĕн çулсем тăрăх пирĕн Англи качаки те чупма намăсланмалла... Ăнланатăн-и, Ваçлей?
— Ăнлантăм, ырă çыннăм. Анчах эпĕ ыйтасшăн, эсир пур çĕрте те çăмарта склачĕсем лартатăр... тата, тен, темĕн те пĕр лартатăр, тăватăр пулĕ, мĕншĕн-ха эсир çулсене юсамастăр, тĕреклетместĕр — вĕт вĕсем тăрăх сирĕн çăмартасене станца ăсатаççĕ? Пирĕн хресченсем хăйсем те, лашисем те ырхан, вĕсем, хăвăрах пĕлетĕр, какао ĕçмеççĕ.
— Эсĕ çаплах тĕпчеме пăрахмастăн иккен, Ваçлей. Анчах калатăп сана: кунти çулсене юсама вăхăтах çитмен-ха. Ман хĕр халь 6 çулта, тепĕр вунă çултан вăл 16-ра пулать — çавăн чухне вăл вăхăт çитет те... Ун чухне эпĕ хам миллионсен хуçи пулатăп, халь эп çаплах-ха агент çеç.
— Тулта пысăк çил, ырă çыннăм, вăл çак эп тĕпчеме юратнине илсе кайтăрах, анчах унччен эпĕ тепĕр сăмах ыйтса юласшăн: ман ывăл халь 8 çула çитнĕ, вăл 18 çула çитнĕ çĕре кам пулăп-ши эпĕ, ырă çыннăм?
— Эс вăл вăхăтчен вилĕн, Ваçлей: сан ывăлу ман агентăн кучерĕ пулĕ.
— Чăнах та ман телеех-ши вара ман ывăлăн та?
— Çапла, Ваçлей, вăл — саккун...
Ваçлей хăй куркине сĕтел кĕтесси патнелле тĕртерех лартнă, ерипен тăнă, вара çапла каланă:
— Ырă çыннăм, пирĕн станца кайма вăхăт çывхарать. Эпĕ халь лаша патне тухатăп. Сире эп, ырă çыннăм, станца лайăх çитерĕп.
Ваçлей кил картине тухрĕ. Баум куçне хĕскелесе, мăшкăллăн пăхма пăрахса тепĕр стакан какао тултарчĕ.
Тепĕр сехетрен вĕсем станцă çулĕ çинче пулнă. Баум калашле, çул мар — тамăк. Ваçлей Баум рысакне мĕнпур вăйран чуптарнă.
— Шăпрах, Ваçлей, шăпрах, — тилмĕрнĕ Баум. Ваçлей рысака пĕр кĕске вăхăта анчах, Баума пĕр сăмах калама, чарнă:
— Пăхăр, ырă çыннăм, хĕвел анăçнелле, — тенĕ Ваçлей чăпăрккапа тĕллесе, — унтан кунталла çумăр улăхатъ, вăл çумăр ман тĕпчес килнине çуса кайтăрах ĕнтĕ, анчах манăн пĕлес килет: станца çитнĕ çĕре мĕн пулĕ-ши санпа — чĕрĕ юлăн-ши е вилĕн-ши, пулăн-ши эс миллионерсен хуçи е пулаймăн-ши, килĕ-ши сан пулас агенту пирĕн тăрăшнелле е килме отказ парĕ-ши?
II
Ваçлей — «Ыраш» колхоз конюхĕ тата çул-йĕр ударникĕ. Çӳлте каланисене вăл пире çул-йĕр ударникĕсен пуххинче каласа пачĕ. Вăл кунта çырнисенчен лайăхрах каласа пачĕ, мĕншĕн тесен унăн чĕлхи, сăмах çаврăнăçĕсем, сăмах тарăнлăхĕ çакна çыраканăн чĕлхинчен чылай маçтăртарах, — ăна ун таврашĕнчи çынсем лайăх пĕлеççĕ.
Çул-йĕр ударникĕсен пуххинче хальхи çулсене ĕлĕкхи çулсемпе танлаштарса нумай калаçрĕç, начар çулсен асаплăхĕсене аса илчĕç, — çав майăн каласа пачĕ пире хăйĕн пурнăç калавне Ваçлей.
Пирĕнпе ун чухне тепĕр ватă ударник пурччĕ. Вăл та «Ыраш» колхозĕнченехчĕ — Ваçлей каласа панине вăл çапла çирĕплетрĕ:
— Вăл ĕç шăпах Ваçлей каласа панă пекех пулнă. Пирĕн-тен хăшпĕрисем Баум станца çитсен тăрантас çинчен мĕнле аннине те куракансем пулнă: ансанах тула тухакан вырăналла вирхĕннĕ тет...
Анчах мана калав вĕçне çитмен пек туйăнчĕ. Ваçлейĕн ăслă куçĕсем тăрăх, вăл каласах пĕтерейменнине эпĕ çавăнтах сисрĕм.
— Да, — тăсарах калама пуçларĕ Ваçлей, — ĕмĕр тăрăшĕнче пĕрре çавăн яек ăслăн калаçса ăслă ĕç тума пултартăмах эп, кăтартрăм çăмарта куклипе какао хăш чухне мĕн тути каласа кайма пултарнине. Çапла-çаплах, анчах пире нумай асап кăтартнă çула тепĕр еннелле çавăрса кăтартма пултартăмах. Тĕрĕс ĕнтĕ, пăртак тӳсмелле пулчĕ уншăн. Анчах ĕç унта мар. Вăл шухăшланă: вăл миллионер пулас çын, вăл шухăшланă: ун хĕрĕ — тĕнче хĕрĕ, а эп кучер, ман ывăлăн та кучер пулмалла. Тĕнче саккунĕ çапла тет. Пĕлместĕп, пулайрĕ-ши вăл миллионер, пулаймарĕ-ши. Пулнах-тăр, анчах пулнă пулсан та вăл хальхи вăхăтра, шухăшлатăп, пĕрре те хăйне çав эп ăна станца çитернĕ чухнехинчен лайăхрах туймасть-тăр, чувствовать тăваймасть-тăр, вырăсла каласан... Вăл тĕресех ĕнтĕ. «Мы будем строить, мы будем строить везде», — тетчĕ вăл вырăсла. Хупланчĕ строить тăвасси. Строитьне — эпир тăватпăр ĕнтĕ. Ку ĕнте, чăнах та, — саккун. Вăл каласа пĕтерсен эпĕ:
— Ывăлу сан сывă-и, ăçта ĕçлет? — тесе ыйтрăм.
— Ман ывăл инженер, Мускавра ĕçлет, — терĕ вăл. — Баум хĕрĕ ăçтине, мĕнлине пĕлейместĕп. Англие çитсех пулаймарĕ-ха хальлĕхе... Çав хаклă йывăçран тунă чĕлĕм туянассишĕн кайса килес тетĕп-ха унта... Ак çулсене... çулсене... Англие çитичченех тăсса каяр-ха, — ун чухне наччас кăна кайса килĕп. Вот çапла, этсемĕрсем...
Эпĕр ун сăмахĕсене лайăх ăнлантăмăр.
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...