«Çук тăман та, чечеклĕх те çук тĕнчере...»
«Паллаймастăн-и мана, паллаймастăн-и?
Çавраçил юрри эп, шурă-юр юрри...»
Любовь Мартьянова
Çук тăман та, чечеклĕх те çук тĕнчере.
Мĕн пурри пĕтĕмпех — асап.
Юлашки этем евĕр вилес килменрен
Пурăнас килнĕ пек — кулап.
Юлашки этем евĕр эп вилĕп пĕрех.
(Хыççăнхи? Эп ăçтан пĕлем...)
Маншăн чи юлашки пек чи канлĕ ире
Хӳсе кайнă шап-шур хĕлле?..
Пĕтĕм Пур-лăх асап. Тăман мар, чечек мар.
Куçăма курăнать юри.
Çавраçил, çаврăнах, кил, пĕрле çаврăнар.
Çавраçил! Шурă юр юрри...
Шухăшсем
Your website, chuvash...
Are you maximizing the potential of your...
Your website, chuvash...
Every day, websites like chuvash....
I recently tried https://killakush...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...
Мана питĕ килĕшрĕ...
I recently tried https://killakush...
Get more leads for your chuvash...