Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?..
Шухăша кайса ларакан Тамара тĕттĕмре хăй еннелле такам утнине асăрхарĕ.
— Мĕншĕн пĕччен ларатăр? — ыйтрĕ палламан çын.
— Эп пĕччен мар, манпа пĕрле çутçанталăк.
Çĕрлехи çын çак сасса илтсен картах сикрĕ; вăл ăна пин сасă хушшинче те палласа илĕ.
— Эсир пултăр-çке ку? — тĕлĕннине пытармарĕ вăл. — Каçарăр та, ĕнер паллашаймарăмăр. Мана Миша теççĕ. Сире?
— Ĕнер хăюллăрахчĕ эсир, паян вара сассăр чĕтревлĕ. Мана Тамара теççĕ.
Вĕсен урăх сăмах тупăнмарĕ. Миша çак хĕре тĕл пулнăшăн, унпа юнашар ларнăшăн савăнчĕ. Çав вăхăтрах Тамара тăрса утасран шикленчĕ.
Тамара вара пачах урăхла; вăл асаилĕвĕнчен хăпаймарĕ. Çак ăнсăртран килсе тухнă каччăна ун хăвалас килчĕ. Анчах аван мар; вăл ăна район центрĕнчен лартса килчĕ-çке-ха.
— Каçарăр та, кам патне хăнана килнĕ эсир?
— Сире çавах мар-им?
Мĕншĕн тӳрккес калаçать-ха вăл йĕкĕтпе? Мĕншĕн пытарать хăй кам патне килнине? Амăшĕ ĕçке ярăннишĕн, ăна пăрахнишĕн вăл айăплă мар-çке. Вăтанать хĕр. Амăшĕ путсĕр те хĕрĕ те çавах теессĕн туйăнать ăна. Çавăнпа пĕрле вĕренекенсене те: «Вăл вилнĕ», — тесе суйрĕ. Чĕрĕ çынна вилнĕ тенĕшĕн чĕри ыратрĕ. Аçу-аннӳ пур пулсан мĕншĕн ача çуртĕнче ӳсрĕн тесе ыйтасран шикленчĕ. Амăшне амăш правинчен хăтарнине епле каласа парĕ-ха вăл пĕрле вĕренекенсене? Тамара вĕсенчен пăрăнса çӳрерĕ. Ăшĕнче ашшĕ-амăшлĕ студентсене, вĕсен чаплă çипуçне ăмсанчĕ.
— Эсир ун пек хаяр хĕр тесе шутламанчĕ, — кăшт чĕнмесĕр ларнă хыççăн сăмах хушрĕ Миша.
— Эпĕ те сире юнашар килсе ларма чĕнмен.
— Ырă каç пултăр эппин. Эп сире чăрмантартăм пулас, — терĕ те йĕкĕт ялĕ еннелле утрĕ.
Миша хĕр мĕншĕн хаярланнин сăлтавне пĕлесшĕн пулчĕ. Халиччен çынпа хаяр калаçса курманскерне, хĕр тӳрккеслĕхĕ тĕлĕнтерчĕ. Сăлтавсăрах туллашакан çынна килĕштермест вăл. Анчах Тамара ун пек туйăнмасть. Хĕрĕн куçĕсенче тунсăх. Мĕн пирки çак çамрăк пике хурланма пултарни каччăна тарăн шухăша ячĕ.
Йĕкĕтпе сиввĕн калаçнăшăн Тамара хăй те ӳкĕнчĕ. Ялан çапла: пĕр-пĕр каччă паллашасшăн пулсанах хĕр ăна сиввĕн хуравлать те — лешĕ пăрахса утать. Кураймасть вĕсене Тамара. Амăшĕн шăпине аса илсенех чĕри тарăхупа тулать. Ашшĕ ун вашават çын пулнă теççĕ ялта. Хĕр ăна курман. Çынсем каланă тăрăх çеç вăл илемлĕ, кăн-кăвак куçлă вырăс пулнине пĕлет. Тамарăн куçĕсем те ашшĕнни пек.
* * *
Студентсен шавлă ушкăнĕ хавассăн калаçса Атăл хĕрринелле утать. Хĕрсем пĕрне-пĕри хулран тытнă, акăшсем пек ярăнса пыраççĕ. Каччăсем вĕсен хыçĕнче аллисемпе сулкалашсах калаçаççĕ. Кĕç вĕсенчен пĕри юрă пуçларĕ.
Атăл тăрăх утрăм, сана эп шырарăм,
Çепĕç юрă тупрăм — юрларăм,
Атăл, Атăл, мĕншĕн хумханатăн?
Сан çинче чупаççĕ шур хумсем.
— Боря сасси, — терĕ ăшшăн Галя.
— Эсĕ ун сассине таçтанах уйăратăн пулĕ, — тĕртсе илчĕ ăна Шура.
— Паллах уйăрать, савни сассине те уйăрмасан вара.
Хĕрсем ахăлтатса кулни тавраналла сарăлчĕ. Шурăпа Галя пĕр пӳлĕмре пурăнаççĕ. Шура пĕчĕк пит-куçлă хытанка хĕр. Галя вара пачах урăхла: чакăр кăвак куçĕсем çын çине шăтарас пек пăхаççĕ, тулли пичĕ çинче кулнă чухне икĕ путăк палăрать. Шура хура вăрăм çӳçне çивĕтлесе хулпуççи урлă ярса çӳреме юратать пулсан, Галя авăнарах тăракан сарă çӳçне арçынла кастарнă. Кĕлетке-сăн енчен расна пулин те хĕрсем пĕр-пĕринпе туслă.
— Хĕрсем, пĕлетĕр-и паян семинар занятийĕнче мĕн пулса иртнине, — каччăсем юрлама чарăнсан малалла калаçрĕ Галя.
— Мĕскер-ши? — интересленчĕç пурте.
— Паян эпир Тамарăпа ирех вăрантăмăр — чăваш чĕлхипе семинар-çке, Иван Михалч сехре хăпартать.
— Çĕрле хăранипе чĕрӳ тухса тарасран кантрапах çыхса хутăн пуль? — шӳтлерĕ Боря.
— Тăхта-ха эс, калама пар. Çитрĕмĕр хайхи аудиторие. Пăхатпăр: никам та çук.
— Хăранипе каялла тапса сикрĕр пуль?
— Боря, ун пек тăрăхлатăн пулсан нимĕн те каламастăп эппин.
Савнисен хирĕçĕвĕ ячĕшĕн çеç пулнăран вĕсен калаçăвĕ ыттисене култарчĕ.
— Чарăнăр-ха харкашма, — савнисене пӳлчĕ Шура. — Кала малалла, Галя.
— Юрĕ, итлĕр эппин. Камăн итлес килмест, хăлхăрсене хуплăр. Кĕçех Иван Михалч килсе кĕчĕ. Чи малтан, яланхи пекех, Тамарăран ыйтрĕ. Ну тавлашрĕç те вара вĕсем.
— Мĕн эсĕ, Галя, кирлĕ мар ун çинчен калама, — хирĕçлерĕ Тамара.
— Эс тăхта-ха, пулас профессор, — пӳлчĕ ăна Галя. — Нумайлă хисеп аффиксĕ патне çитсен тем пулчĕ Тамарăна — шăпланчĕ. «Мĕн, пĕлместĕн-им?» — ыйтать профессор. «Пĕлетĕп», — хуравлать Тамара. «Эппин, кала», — тет профессор. «Калатăп», — терĕ те Тамара эх пуçларĕ шатăртаттарма. «Эсир мĕншĕн нумайлă хисепĕн хытă варианчĕн аффиксне чĕлхерен кăларса ывăтнă, — тет. — Пурин те хытă варианчĕсем пур, нумайлă хисепĕн çук». «Эсир, Петрова, ăслă хĕрача, çавна та тавçăрмарăр-и?» — ыйтать профессор. «Пĕлетĕп эсир мĕн каласса, — малалла шатăртаттарать Тамара. — Ытла та хытă, тӳрккес илтĕнеççĕ ун пек сăмахсем тесшĕн эсир. Анчах пирĕн грамматика халăх чĕлхи çинче никĕсленнĕ. Вăл вара эсир вĕрентнĕ пек лашасем мар, лашасам тет». «Ну-ну, малалла калăр, Петрова», — тет Иван Михалч. «Лаша сăмаха падеж тăрăх улăштарса пăхар: лашан, лашапа, лашара. Мĕншĕн лашен, лашапе, лашаре мар? Мĕншĕн тесен ун пек каласан пирĕнтен халăх кулать. Кунта хирĕçӳлĕх сиксе тухать, Иван Михайлович». Эпир çăвар карса итлесе ларатпăр.
— Эп профессор Тамарăна хăйĕнпе тавлашнăшăн «иккĕ» лартса парать пулĕ тенĕччĕ, — калаçăва хутшăнчĕ Вăрмар хĕрĕ Регина.
— Мĕн лартса пачĕ вара? — интересленчĕ каччăсенчен пĕри.
«Эпĕ сана, Петрова, хăвăн шухăшна шикленмесĕр пĕлтернĕшĕн, чĕлхене аван пĕлнĕшĕн икĕ хушма паллиллĕ «пиллĕк» лартса паратăп терĕ профессор», — сассине Иван Михайлович пек туса хуравларĕ Галя.
— Маттур, Тамара, — халиччен чĕнмесĕр пынă Гриша мухтарĕ хĕре.
— Атьăр, хĕрсем, пăрахутпа ярăнар, — сăмаха урăх еннелле пăрчĕ Тамара. — Авă пăрахут çинчен пĕри пире кăчăк туртать, — юратмасть хĕр хăй çинчен калаçнине: яланах калаçăва урăх еннелле пăрма сăлтав шырать.
Гриша вара çакна хăй майлă ăнланчĕ. Вăл — тăлăх ача. Ашшĕ амăшне вĕлерсе тĕрмене ларнă хыççăн вăл кукашшĕпе çеç ӳсрĕ. Анчах лешĕ те мăнукĕ университета вĕренме кĕнĕ çул вилсе кайрĕ. Ашшĕ халĕ ăçтине те пĕлмест вăл. Юратмасть ăна Тамара. Мĕншĕн? Тен, тăлăхшăн? Çук, Тамара хăй те тăлăх. Эппин, сăлтавĕ мĕнре-ши? Мĕншĕн хĕр яланах унран пăрăнса çӳрет? Хирĕç пулсан сывлăх сунать те иртсе каять. Пĕрре çеç ăшшăн пăхса илесчĕ каччă çине. Каçсерен каччă хĕр пурăнакан пӳлĕме çӳрерĕ, çĕнĕ сăввисене вуларĕ. Ыттисем юратсах итлеççĕ ун сăввисене. Тамара вара пӳлĕмре çук та тейĕн: сĕтел хушшинче кĕнеке вулать. Çук, кĕтни çитмерĕ ун. Çапах та шанăçа çухатмасть вăл — хĕр чĕри патне çул шырать. Çĕнĕрен-çĕнĕ сăвăсем çырать. Вĕсем пурте Тамара, юрату çинчен.
Чылайччен çӳрерĕç хĕрсемпе каччăсем уçăлса. Атăл леш енчи уçланкăра чечексемпе киленчĕç, шыва кĕчĕç, волейболла вылярĕç. Общежитие вĕсем пурте савăнăçлă кăмăлпа, хĕрлĕ сăн-питпе таврăнчĕç.
* * *
Кĕркуннене пăхмасăрах хĕртсе пăхакан хĕвел Мишăна ыйхăран вăратрĕ. Тĕпел кукринчен килекен тутлă шăршă ун сăмсине кăтăкларĕ, сĕлехе юхтарчĕ.
— Тăтăн-и, ывăлăм? — ун çумне пырса ларчĕ амăшĕ. — Вăрăм çула кайиччен вĕри апат ларса çи. Эп сана валли сумкăна йăлт чикрĕм: хур, шăрттан, çу, чăкăт тата ытти те.
— Эс, анне, мана инçе çула ăсатнă пекех хыпкаланан, — ачашшăн пăхрĕ амăшĕ çине ывăлĕ. — Эп Шупашкара çеç каятăп вĕт.
— Тем пур çав Шупашкарта, — ӳпкелешрĕ амăшĕ. — Салтакран таврăнсан хама пулăшакан пулать пулĕ тенĕччĕ. Эс ав хулана таран. Ялта сывлăшĕ мĕне тăрать. Епле пăрахса каяс килет сан аннӳне?
— Эп, анне, вĕренме çеç каятăп. Кайран каллех яла таврăнатăп-çке-ха. Миçе хутчен каламалла сана?
— Унччен тем шут пырса кĕрет сан пуçна? Кирилесен Саши те вĕренме тесе анчах кайрĕ те — таврăнмарĕ. Ленинград хĕрĕпе паллашса Кострома облаçне тухса кайнă тет вĕренсе пĕтерсен. Сан халĕ авланма вăхăт — эс вĕренессипе. Кам валли турăн çак çурта? Мунчи, сарайĕ, кĕлечĕ — йăлт çĕнĕ вĕт.
Çук, чараймарĕ Лисук аппа ывăлне вĕренме кайма. Ашшĕнех хывнă çав ывăлĕ: пĕр каланă япалана тăватех. Ун пек чухне ăна ӳкĕтлесе те чараймăн. Халĕ те вăл хăй шăпипе килĕшрĕ: ывăлĕ курăнми пуличченех йĕрсе ăсатрĕ. Ун тăрăхларах пичĕ татах та начарланнăн курăнчĕ.
Миша амăшĕпе сывпуллашсан дипломатне йăтрĕ те хулана илсе каякан çул еннелле васкасах уттарчĕ. Унăн кăçал пысăк телей: вăл Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕчĕ. Хăй ĕмĕтленнĕ пек ялхуçалăх академине, механика факультетне мар, университетăн историпе филологи факультетĕнчи чăваш уйрăмне кайса пачĕ документсене. Çапла тума ăна тăван чĕлхене мĕн ачаран юратни, сăвăсем çырма вĕренес ĕмĕчĕ хистерĕ. Тата... кун пирки сасăпа калама йĕкĕт хăрать. Ку вăл ун вăрттăн ĕмĕчĕ. Тен, шăпи те.
Каччă общежитие çитнĕ çĕре студентсем пурте пӳлĕмрехчĕ. Сĕтел хушшинче хĕрсех темĕн çыраççĕ. Вĕренӳ çулĕ икĕ эрне каяллах пуçланнă ĕнтĕ. Миша, амăшне кĕрхи ĕçсене пуçтарма йывăр пулать тесе деканран ыйтсах икĕ эрнелĕхе яла таврăнчĕ.
— Салам студентсене, — сывлăх сунчĕ йĕкĕт пӳлĕме кĕрсен. — Мĕн çав териех тăрăшса çыратăр?
— Конспект. Ыран историпе семинар занятийĕ пулать, — хуравларĕ каччăсенчен пĕри, Саша.
— Каçхине вара тĕлпулу. Виççĕмăш курсра вĕренекенсемпе, — хушса хучĕ Миша вырăнĕ çинче ларакан Коля. — Кунта вĕсен çавăн пек традици: кашни çулах виççĕмĕшсемпе пĕрремĕшсем тĕл пулаççĕ. Пĕрне-пĕри хăналаççĕ.
— Хăналаççĕ мар, аслисем кĕçĕннисене ăс параççĕ, — калаçăва хутшăнчĕ Толя, Сашăпа пĕр ялтан килнĕскер.
— Мĕнех вара, питех те лайăх йăла ку, — калаçрĕ Миша пиншакне хывнă май. — Пирĕн аслă курссенчен вĕренмелли чылай-ха.
— Аслă курссем, — йĕкĕлтерĕ ăна Коля. — Çулпа вĕсенчен чылайăшĕ манран кĕçĕн. Çăмарти чăххине вĕрентет иккен.
— Çулпа кĕçĕн пулин те ăсĕсем пирĕнтен нумай, — хирĕçлерĕ Саша. — Мĕн пĕлетпĕр эпир санпа университет çинчен? Нимĕн те. Пĕлсен те питĕ сахал пĕлетпĕр.
— Курăпăр, мĕне вĕрентĕç вĕсем пире, — вăхăтсăр самăрăлнă хырăмне шăлса ихĕлтетрĕ Коля. — Шпаргалка ăçта пытарса кĕмеллине е...
Миша Коля мĕнле çын пулнине халлĕхе пĕлмест. Анчах сăлтавсăрах ихĕлтетни, çын çине ялан тăрăхласа пăхни килĕшмест ăна. Хĕсĕк куçĕсем ку çын хăйне кура мар кăра пулнине çирĕплетеççĕ. Пĕрле вĕренекенсем ăна курнă-курманах «кăвакал» тесе чĕнме пуçларĕç. Куншăн Коля тарăхрĕ, анчах пĕрре çăвартан тухнă сăмаха вĕрен карса чараймăн.
— Юлташсем, тăхтăр-ха, виççĕмĕш курссем терĕр-и? — тем аса илсе хытса тăчĕ Миша.
— Аха.
— Унтанпа пĕр çул иртрĕ. Апла вăл шăпах виççĕмĕшĕнче пулма кирлĕ. Епле телей пулнă пулĕччĕ, — савăннипе сасăпах калаçрĕ йĕкĕт.
— Мĕнле телей? — ăнланмарĕç ăна.
Миша хăй ытлашши сăмах персе янине сиссе пуçне аллисемпе ярса илчĕ. Унтан нимех те мар текелесе амăшĕ парса янă апат-çимĕçе сĕтел çине кăларса хучĕ, тусĕсене хăналарĕ.
* * *
Общежитинчи кану пӳлĕмĕ. Т саспалли евĕр вырнаçтарнă сĕтелсем çинче хĕрсем хатĕрленĕ апат-çимĕç. Чи варрине вазăпа илемлĕ чечек çыххи вырнаçтарнă. Пурте шавлаççĕ, чупкалаççĕ. Кĕтесри сĕтел çинче магнитофон. Ун умĕнче кĕвĕ майăн виçĕ мăшăр çаврăнать.
— Регина, çитет сана сиккелесе, компот илсе кил!
— Ташлама та юрамасть ĕнтĕ. Час, илсе пырăп.
Учительсен хĕрĕ Регана кĕрен бархат кĕпине вĕлкĕштерсе пӳлĕмнелле тухса чупать. Сарă вăрăм çӳçлĕскер, часах курăнми пулать.
— Юлташсем, пурте хатĕр, чĕнер мар-и? — мăйри галстукне куçкĕски умĕнче юсанă май калаçать Слава Васильев, группа комсоргĕ.
— Чĕнес, кĕтсе ывăнчĕç пулĕ.
Кĕçех кану пӳлĕмне пĕрремĕш курс студенчĕсем кĕрсе тăчĕç. Вĕсем нумай пулмасть ялтан килни тӳрех курăнать: пичĕсенче хĕрсен пĕр сăрă палли çук, хăшĕсен çурăмĕсем хыçĕнче çивĕтсем, каччисем те хăйсене сăпайлă тытаççĕ.
— Хисеплĕ пĕрремĕш курс студенчĕсем! — çемçе кĕвĕ пекех илтĕнет группа старостин Аля Фроловăн сасси. — Сире Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсен йышне кĕнĕ ятпа чĕререн саламлатпăр. Лайăх вĕренме, лекцисене сиктермесĕр çӳреме, пысăк ăс пухма сунатпăр. Халĕ сăмах пирĕн группа кураторне Николай Иванович Иванова паратпăр.
Сĕтел умне вăтăрсенчен иртнĕ, хура уссиллĕ яштака вăрăм арçын тухса тăчĕ. Студентсем пурте вăл мĕн каланине итлеме шăпланса ларчĕç.
— Студентсем, — пуçларĕ сăмахне доцент. — Эпĕ те сире университета вĕренме кĕнĕ ятпа чĕререн саламлатăп.
Ку сирĕншĕн пысăк чыс. Ăна яланах çӳлте тытăр. Ĕнер кăна сирĕнтен чылайăшĕ тăван шкулпа, юратнă вĕрентекенсемпе сывпуллашнă. Паян эсир университет аудиторийĕсенче доцентсен, профессорсен лекцийĕсене итлетĕр. Вĕренессе хăвăр тĕллĕн чылай вĕренмелле пулать. Вулав залĕсенче сире каталогсемпе усă курма, конспектсем çырма хăвăрăн аслă тусусемпе преподавательсем вĕрентĕç. Сире пурне те аван вĕренме ырлăх-сывлăх сунатăп. Эсир аван вĕренни пирĕншĕн те савăнăç.
Студентсем хĕрӳллĕн алă çупрĕç: Николай Иванович хыççăн пĕрремĕшсен кураторĕ сăмах илчĕ. Виталий Игоревич Кузнецов пысăк пĕлӳ илес çĕрте пысăк вăй-хал кирли пирки асăнчĕ.
— Халĕ пурне те пирĕн пĕрремĕш ташша, туслăх ташшине, чĕнетпĕр, — пĕлтерчĕ Слава Виталий Игоревич сăмахне вĕçлесен. — Шурă вальс! Виççĕмĕшсем пĕрремĕшĕсене чĕнеççĕ.
Хĕрсемпе каччăсем мăшăрланса кĕвĕ майăн çаврăнчĕç. Регина та, Шурăпа тимлесех калаçаканскер, пĕр яштак пӳсиллĕ каччăна ташлама чĕнчĕ.
Тĕлпулу каçне Тамара çеç каймарĕ. Пĕрле пурăнакансен илемлĕ тумне курсан хĕр чĕри ыратрĕ. Уявсене çӳремелли пĕртен-пĕр кĕпине çавăркаласа пăхрĕ. Вăл кивелнĕ ĕнтĕ, тĕлпулăва унпа кайма намăс пек туйăнчĕ ăна. Ыйтнă пулсан Регина хăйĕн пĕр кĕпине паратчех ăна: унăн вĕсем нумай. Пĕртен-пĕр хĕрĕшĕн ашшĕ-амăшĕ нимĕн те шеллемест. Япалисем чăматанне кĕмен пирки пукансем хыçне çакса хурать. Яланах кĕсье тулли укçа ун. Амăшĕ хĕрĕ патне нихăçан та ахаль килмест: е кĕпе, е çĕнĕ туфли, е кофта илсе парсах тăрать. Çакна курса мăнкăмăлланасси те пулкалать хĕрĕн. Анчах юлташĕсем тăхăнма мĕн те пулин ыйтсан — шеллемест, парать. Тутлă шăршлă духипе те сапса ярать. Тамарăна та пĕр кĕпине паратчех ĕнтĕ. Анчах хĕр ăна куçран каламасть пулин те ăмсанать. Хăй мĕскĕннине уйрăмах Регинăна кăтартас килмест унăн. Çитменнине Тамара çын япалине нихăçан та тăхăнмĕ. Халĕ Тамарăна хăй вечера каяйманни мар, урăххи пăшăрхантарать. Ăçта-ши ун амăшĕ? Аса илет-ши хĕрне? Çыру та çырмарĕ-çке хĕрĕ патне. Мĕншĕн кӳреннĕ вăл пĕчĕк хĕрне? Ашшĕ çинчен Тамарăн шухăшлас та килмест. Вăл уншăн вилнĕ.
Хĕр пуçĕнче шухăшсем пăтранчĕç. Ун пуçĕ усăнчĕ, куçран вĕри куççулĕ юхрĕ. Шăп çак самантра пырса кĕчĕ те ун патне Гриша.
— Тамара, эсĕ мантăн-им: паян тĕлпулу вĕт?
Тамарăн çак самантра никампа та калаçас килместчĕ. Вăл мĕн ачаран пĕчченлĕхе юратать. Çакăншăн ăна хăшĕсем мăн кăмăллă теме пăхаççĕ.
— Ман каясах килмест, Гриша, — сӳрĕккĕн хуравларĕ хĕр.
— Мĕн çыратăн эс паянхи кун? — сĕтел çинче уçă выртакан тетрадь çине пăхса илчĕ Гриша.
— Нимех те мар, — каччă вулама ĕлкĕриччен тетрадьне хупрĕ Тамара.
— Атя каяр, пурте пур, эс анчах пыман. Аван мар ялан ушкăнран уйрăм пулма.
Тамара кăмăлĕ çурхи çанталăк пек хăвăрт улшăнать. Тепĕр чухне вăл хурланнипе савăннине пĕлме те хĕн. Халĕ те нумай пулмасть пуçа усса ларакан хĕрĕн сăнĕ çуталчĕ, Гришăна хулран çавăтса кану пӳлĕмнелле утрĕ.
Геннадий (2022-01-14 10:56:27):
Лайăх вуланать , чĕрĕ ӳкерчĕксем .