Кăкăрăм çĕкленчĕ çиле хирĕç
Кĕтнĕ çыннăм:
Эп çапла шутлатăп:
Йăнăшрăмăр пулмалла каллех:
Вăйсăр хĕлхемрен, итле, калас-тăк,
Хыпса илтĕрччĕ вут, тем пекех.
Шанчăксăрăм эсĕ,
Эп пĕлетĕп —
Хура кун иртет, килет çутти.
Кăвак çулăмпа кĕллентĕр тетĕп
Пур çитменлĕх те тата ытти.
Ман кӳренĕвĕм,
Эс ăнлансамччĕ,
Каялла таврар мар иртнине.
Куççульпе нихçан та сыватмаççĕ
Чĕрери нимле сурансене.
Ман аташăвăм,
Умри сăр карă
Хыçĕнче ӳпкевлĕ сăмахсем
Илтĕнеççĕ. Эп курма пуçларăм:
Ман умра çиçет, ав, çут илем.
Ман кулянăвăм,
Тен, вырнаçаймĕç
Чыс-сăваплă сăмахсем санра.
Эп усал сăнна халь каçарайăп,
Çӳл хуçа сана каçартăрах.
Ӳкĕнĕçлĕ юрату,
Пĕртен-пĕр
Тĕрĕслĕх тĕшши çапла кунта,
Эп чăнлăх çутипе ӳтленнĕ.
Çыннăн çылăхлăхĕпе тата.
Кăмăллă та, кăмăлсăр та эпĕ,
Ырă кăмăллăх, эс пар ална,
Авăртан туртса кăларччĕ тетĕн,
Юрату вăй илтĕр ялана.
Кăкăрăм çĕкленчĕ çиле хирĕç:
Вĕртĕр ĕмĕтĕм вут-кăварне.
Эп салхуллă мĕлкеме — пач сирĕп! —
Ывăтăп чечеклĕх çулăмне.
Шухăшсем
Квиз — это увлекательная игра-викторина...
Get more leads for your chuvash...
Квиз — это увлекательная игра-викторина...
Вы ищете способ эффективно утилизироват...
Get more leads for your chuvash...
Imagine if chuvash...
Вы ищете способ эффективно утилизироват...
Is your chuvash...
Get more leads for your chuvash...
What if chuvash...