Тĕлпулу
Тĕл пултăм юлташпа –
нумай çул курманни.
Калаçсассăн унпа,
туйăнчĕ ватăлни.
Сăмах сывлăх çинчен,
апат-çимĕç енчен,
ăçта кайса килсе,
мĕнле хакпа илсе
аван пулни çинчен –
тата вуншар ыйту,
пуçсем çаврăниччен.
Ниепле те сăмах
Атăл пек юхаймасть.
Пирĕн пуçра чăнах
шухăш шăпланаймасть.
Кашни хăй пурнăçне,
ачисен шăпине,
мăнуксене часах
курни-курманнине,
паян мĕн тунине –
мĕн чухлĕ калаçсан та,
вĕçĕ курăнаймасть.
Аванах мар пулсан та –
мĕн кĕçĕтсен – хыçаç.
Анчах мĕнчул хыçсан та,
хыçма чарăнаймаç.
Пĕлнĕ çынна курни,
ăнсăртран тĕл пулни,
аса-илӳсене,
ĕлĕк пулнисене,
унта-кунта курни –
пуç çаврăнса кайсан та,
ăна никам туймасть!
Ун пек тĕлпулусем
питĕ сахал пулаççĕ.
Халь урăх вăхăтсем,
пĕрне-пĕри манаççĕ.
Тăван çынсем пулсан та,
питех юратмасан та,
тĕл пулса калаçни,
куçран-куçа пăхни,
нумай калаçмасан та –
ун калаçусем
чуна савăнтараççĕ.
P.S. Ман ĕмĕтсем шалта,
мĕнли кăна унта!
Турăшăн йывăр мар –
мана тĕлпулу пар!
Ман каялла кайса,
аннене тĕл пулса
кăшт кăна пурăнса
парăмсене парасчĕ.
Шухăшсем
Your website, chuvash...
Are you maximizing the potential of your...
Your website, chuvash...
Every day, websites like chuvash....
I recently tried https://killakush...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...
Мана питĕ килĕшрĕ...
I recently tried https://killakush...
Get more leads for your chuvash...