Ĕлкĕресчĕ


Сăпкана тупăкпа улăштарĕ Элчел1.

Несĕлсен2 Сăмахне ĕлкĕресчĕ унччен

Самана йыттисем çыртайман сăввăмра

Тăхăмсем3 пĕлмелле чĕркесе хăварма.

 

Каламастăп паян: ушкăнпа-и? пĕччен?

Тайăна4 сĕтĕрме вăй парать çут тĕнче.

Ĕлкĕресчĕ кăна — пурăнни тарама —

Ĕмĕрсен чиккинчен ывăтса каçарма.

 
1 элчел – çутă вилĕм
2 несĕл – кайнă ăру
3 тăхăм – килекен ăру
4 тайăн – пурнăçламалли тĕллев

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: