«Сăввăма сăмахшар сăрăхтарăп…»
Сăввăма
сăмахшар
сăрăхтарăп...
Ан васка —
антăхсан та —
ас ту:
Сăхлансассăн
санах
сăхĕ сарăп1,
Тумламшар
тутанма
тупа ту.
Канăçна
кунран-кун
кăтăклатăп:
Урăллах
упаленĕн
умра.
Кăмăлна,
кутăнна
каснă калăп2 —
арасланнă,
анчах
аллăмра.
Вăхăтна
вăрлама
васкамастăп —
Хăтăлма
хăтланса
хăшкăлах.
Пӳрнинчен
пур-пĕрех
пăрнаймастăн —
Тĕл пулатпăр,
тăхта-ха,
татах.
Шухăшсем
Use AI to drive targeted traffic to your...
Hoping to revitalize your website...
Your website, chuvash...
Ready to energize your website vi...
Is your website chuvash...
Get more leads for your chuvash...
Struggling with a sluggish websit...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...