«Сас-хура ашкăрса каясран…»
Сас-хура ашкăрса каясран
Çылăхсен хуп-хура анине
Тутăхман сăмахпа тăрăнса
Пăтрататăп пулни-иртнине:
Тымарланнă çăхав1 кăкланса
Тухса выртĕ паян çиеле;
Мăкăрланĕ те выртĕ тусан
Явăнса ывăнсан çĕленле.
Кураксем эшкерпех2 капланса
Хыçăмра çавăрттарĕç шăв-шав.
Кăлăхах — пăтратаймăн ăса,
Пиçĕхтернĕ ӳте те ăша.
Куççульпе кӳпчесе кайнăран
Тулăхланнă тĕллев шултрарах.
Кăмăлпа кăпкаланнă йăран
Йышăнасшăн ăна хăвăртрах.
Управри ĕмĕте васкаса
Авăсса3 тултарам ывăçа —
Пăрахатăп типтерлĕн касса
Ярпайса4 ӳсмелли савнăçа.
Хыпса çуннă чĕрем кĕлĕпе
Тутлантарăп5 ăна вăхăтран.
Шăтса тухĕ тивлет речĕпе —
Тăхăмсем6 пуçтармалăх кайран.
Шухăшсем
Use AI to drive targeted traffic to your...
Hoping to revitalize your website...
Your website, chuvash...
Ready to energize your website vi...
Is your website chuvash...
Get more leads for your chuvash...
Struggling with a sluggish websit...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...