«Мĕнле ятпа çӳрет халь Турă?..»


Мĕнле ятпа çӳрет халь Турă?

Мĕн хак тăрать "этем" сăмах?

Шурри — хура? Хури-и шурă?

Хăшне картаççĕ1 маларах?

 

Мана пĕрех. Утатăп эпĕ.

Куç хывнă çул — хам пек — усал...

 

Суту-илӳ тăвать шав пурнăç —

Шăпа яма та кирлĕ мар.

Шăв-шав нумай, хăсмалăх — курнăç2...

И-ий...пурнăç-пурнăç — хăй пасар.

 

Мана пĕрех. Утатăп эпĕ.

Ман хамăн çул, утма сăлтав...

 

Суту-илӳ савать чеелĕх —

Хампа ăна чиксе тухман.

Хисеп, сăвап, ят-сум илмелĕх

Суяс-пуяс ăстай пухман.

 

Мана пĕрех. Утатăп эпĕ.

Илме, сутма та шут пулман.

 

Сутмалăх пур-та-ха тӳр кăмăл —

Илес текенĕ, тем, çукрах.

Атте-аннен еткерĕ3 çăмăл

Пĕр хамшăн çеç те — йăтмаллах.

 

Мана пĕрех. Йăтатăп эпĕ.

Утатăп эпĕ. Пар иртме!

 

Тивмен, сирмен — куратăр хăвăр

Утатăп хам — хам çулпалах.

Пасарĕ пысăк пек те — тăвăр.

Ун витĕр ман та тухмаллах.

 
1 карт — хисепле
2 курнăç — вĕçкĕнленни
3 еткер – парнелĕх хăварни

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: