Манра пурнать çуркунне


Кантăкланнă кăвак куçунтан

Шаккасан та тухмарĕ куççуль...

Пăрланса ларасран сар çуртам

Ăшăтсаччĕ ăна миçе çул!..

 

...Ăшăмри ăшшăмпа ăшăрха —

Шанчăкна кăларатăп тӳрре!

Тутăхман — çаплипех — тăтăрха.

Пĕр тумлам кăларсамччĕ: пĕрре!

 

Савнăçпа сăрламашкăн сăнна

Ирĕк пар яланхи йăлапа:

Пирĕнтен кам хуçа, кам хăна

Ӳлĕмрен татса парĕ шăпа.

 

Пиркепе пăралатăп пăрна:

Кăмăлна хытарма пăрахан!..

Шăтарсан шевлемпе кăкăрна

Пур-пĕрех пулăн ман — тапĕ тан!..

 

Тапĕ тан — тайăнна тавăрсан:

Ейӳлле сарăлсан туйăму,

Сыпкăншар сыпнипе хунасан

Нихăçан парăнман хăрхăму.

 

Пытарса пурнакан пăлхавна

Çиеле кăларатăп пĕрех!

Ан хĕрхен-ха — ыйтатăп — хăвна:

Эс хытман-ха, вилмен-ха, чĕрех!

 

Кантăкланнă кăвак куçунтан

Ывăнмасăр шаккатăп каллех...

Çăхавсен йăлхахне çурмаран

Çурса тăкĕ тасалăх халех!..

 

...Тан тапать?!.. Тан тапать! Таппăмпа

Танлашса хăвалать сулăмне

Чĕм кĕртсе ĕмĕте, çулăмпа

Хĕллене çĕнтерет çуркунне.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: