Пулас çăлтăр ман валли


Чипер космос, эс каçпа

Хаклăн курăнатăн.

Хĕвел тухма пуçласан,

Тарса çухалатăн.

 

Хитре чухне космоса,

Вĕçсе каяссăм килет.

Çалтăрсем вара унта,

Пуçтарассăм ман килет.

 

Çут тĕнче мĕнле хитре,

Çăлтăрсем пулсан.

Космоса çити вĕçсен,

Çăлтăр пуçтарсан.

 

Тусăм, космоса çитсен,

Çăлтăр илсе кил эс.

Çалтăрсем пĕчĕк пулсан,

Тултарса кил эс.

 

Тултармалли пулмасан,

Канаш парăп эп сана.

Хĕвна чик эс çăлтăра,

Аса илсе эс мана.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Энтри (2008-11-22 22:01:56):

Чунĕ нумай, шухăшĕ çук. Якатса çитермелле паллах. Сăвă та майĕпен аталанса пымалла.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемсĕр | Шухăшĕ: вăйсăр | Содержанийĕ: вăтам

 

Энтри (2008-11-22 23:42:43):

Пуплев юхăмĕнче чарăну туни чарăну палли лармаллине пĕлтермест.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемсĕр | Шухăшĕ: вăйсăр | Содержанийĕ: ăшах

 

Admin (2008-12-03 21:50:19):

Мана килĕшрĕ. Якатмалли пур, паллах.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: