Кукка темерĕн...
Вылякансем:
Ольга, 20 çулта, студентка.
Олег, 23 çулта, студент.
Григорий, Ольга куккăшĕ, 35 çулта, бизнесмен.
Шурочка, 30 çулта, официантка.
Çулла. Ирхине. Чукун çул чарăнăвĕ. Умра лармалли вăрăм сак. Унта чаплă тăхăннă Григорий выртать. Питĕ хытă харлаттарса çывăрать. Пĕр енчен Ольгăпа Олег алăран тытса хăвăрт чупса çитеççĕ.
Ольга (унталла-кунталла пăхса шăппăнрах) Каларăм вĕт сана...
Олег. Мĕн каларăн?
Ольга (çав тери кулянса). Шупашкартан Мускава килекен пуйăса çитсе ĕлкĕрейместпĕрех тесе...
Олег (пуçне хыçса) Мĕнле-ха апла?.. (Алăри сехечĕ çине пăхать) Халь вара пиллĕк кăна-çке.
Ольга (анасласа) Чăнах-и?
Олег. Чăн пулмасăр. Атя-ха, сак çине ларса канар.
Ольга. Пуйăс тепĕр сехетрен килсе çитĕ, унччен пăртăк та пулин тĕлĕрсе илес.
Ольгăпа Олег урисене хуçлатса çывăракан Григорипе юнашар лараççĕ те пĕр-пĕрин çумне тайăнса тӳрех çывăрса каяççĕ. Лешĕ хыттăн харлаттарса илнĕ вăхăтра кăна çамрăксем хăраса вăранса ун çине тĕлĕнсе пăхса илеççĕ те çавăнтах тепĕр хут çывăрса каяççĕ. Григорий вăранса каять те тăрса ларать, шăнса кайнипе чĕтре-чĕтре юнашар ларакан хĕр çумнерех шуса ларать. Ольга, çывăраканскер, хăйĕн пуçне Гоигорий хулпуççийĕ çине хурать. Лешĕ савăннипе Ольгăна аллипе ыталаса илет те хаш! сывласа çывăрса каять. Олег хĕре ыталас тесе аллине тăсать те Григорий хăлхине ярса тытать. Лешĕ вăранмасăрах каччă аллине темиçе хут та çапса илет. Олег вăранса куçне чалт! уçать. Сиксе тăрса Ольăпа Григорий ыталанса питĕ илемлĕ çывăрнине курсан куçне чарса, çăварне карса пăрахать. Шăп çав вăхăтра вокзалти ресторан официантки Шурочка пырса тăрать. Вăл та вĕсене курса тĕлĕннипе ним калама аптăрать.
Шурочка. А... Кам ку?!
Олег. А... Манăн пулас арăм. А... ку кам?
Шурочка. Ку... Манăн пулас мăшăр.
Олег (çав тери тарăхса). Мĕн тăваççĕ вĕсем?!
Шурочка (хурланса). Ыталанса çывăраççĕ.
Сасартăк Ольгăпа Григорий вăранса кайса пĕр хушă ним ăнланмасăр пăхса лараççĕ. Пĕр-пĕрне асăрхасан тин: «А-а!..» — тесе çухăрса яраççĕ те сиксе тăрса ик еннелле ыткăнаççĕ. Григорий Шурочка хыçне, Ольга Олег патне чупса пырса аллинчен ярса тытать.
Ольга (хăраса) Кам вăл?
Олег (кăмăлсăр) Унăн пулас мăшăрĕ.
Шурочка. Вăл кам?
Григорий. Пĕлместĕп. Эпĕ нимĕн те астумастăп.
Шурочка. Хăв мана качча тухма ыйтатăн. (Питĕнчен çутăлтарса). Сывă пул! (Утма тăрать).
Григорий (пит çăмартине тытса). Мĕншĕн?
Олег (юнтарса) Енчен те эсĕ ăна юрататăн пулсан юл унпа! Сывă пул!
Ольга. Олег! Тăхта! Эпĕ ăна пĕрремĕш хут куратăп!
Григорий. Тăхтăр-ха, тăхтăр! Тархасшăн! Кунта эпĕ айăплă! Савăннипе ытлашши ĕçсе лартрăм пулас. Шурочка, чунăм, сана кĕтмен çĕртен тĕл пулнипе хамăрăн пĕрремĕш юратăва аса илсе мар-и? Эпĕ вĕсене пĕрремĕш хут куратăп.
Шурочка (куççуль витĕр) Чăнах-и? Суймастăн-и, чунăм?
Григорий. Суймастăп, Шурочка, пĕрремĕш хут.
Шурочка (чупса пырса питĕнчен чуп туса илет). Апла пулсан каçар.
Григорий. Айтăр-ха, пурте пĕрле ресторана кĕрер те çĕршер грамм ĕçсе мирлешер.
Ольга. Каçарăр та, эпир пуйăс килессе кĕтетпĕр çав.
Григорий. Ăçтан?
Олег. Шупашкартан.
Шурочка (кулса) И... ара... Вăл пуйăс паçăрах килнĕ ĕнтĕ...
Ольгăпа Олег. Хăçан?
Григорий. Эпĕ унпа килтĕм.
Олег (алăри сехечĕ çине пăхса). Халь пиллĕк кăна-çке...
Ольга. Пиллĕк?!
Шурочка. Сан сехетӳ ухмаха тухнă. Вăн унта, çакăнса тăракан сехет çине, пăхăр-ха.
Ольгăпа Олег. Вунă сехет?!
Ольга (кулянса). Вăл пуйăспа манăн кукка килмеллеччĕ...
Олег. Ăçта-ши вăл халь?
Ольга. Тата вăл эпир ăçта пурăннине те пĕлмест. (Çак çине ларса макăрать)
Григорий. Тăхтăр-ха, тăхтăр, эсир мĕн ятлă?
Ольгăпа Олег. Ольгăпа Олег.
Григорий. Ольгăпа Олег?! Ара, эсир...
Ольга (хыпăнса) Эсир Григорий мар пулĕ те?..
Шурочка. Григорий, Григорий...
Григорий. Апла эсĕ пичче хĕрĕ пулатăн?
Ольга. Кукка!
Григорий. Ольга!
Пĕр-пĕрин патне чупса пырса ыталанса илеççĕ. Григорипе Олег алă тытаççĕ. Шурочка Ольгăна ыталаса питĕнчен чуп тăвать.
Шурочка. Тинех пĕр-пĕринпе тĕл пулнăшăн эпĕ сире чĕререн саламлатăп.
Ольга (савăнăç куççулĕ витĕр). Тавтапуç.
Олег. Тĕлĕнмелле...
Григорий. Сирĕн ыран туй, çавăнпа та эпĕ сирĕнпе пĕрле пулас тесе пĕтĕм ĕçе пăрахса тухса килтĕм вĕт.
Ольга. Эпĕ сана, кукка, калас мар тăк ĕмĕрне те паллас çук.
Григорий. Ют çĕршыва каяс умĕн эсĕ çиччĕре кăна пулнă. Халĕ вара... мĕн тери ӳссе, хитреленсе кайнă эсĕ, Оленька. Тĕлĕнмелле илемлĕ хĕр.
Ольга. Эсĕ те, кукка, чăн-чăн бизнесмен, чаплă, пуян çын...
Григорий. Ыттисем ыран вĕçтерсе çитĕç, эпĕ паянах килес терĕм, мĕншĕн тесен сире валли парне туянмалла-çке-ха... Мĕн кирлĕ, калăр, пурне те илсе парăп.
Ольга (именсе). Çук, çук, пире нимĕн те кирлĕ мар.
Олег. Эсир килни те пирĕншĕн чи хаклă парне.
Шурочка. Мускавра çамрăксене пурăнмашкăн хваттер кирлĕ!
Григорий. Вăт, ку тĕрĕс. Паянах хваттер тупса илĕпĕр, тата машина та, хăшĕ килĕшет, çавна илсе парнелетĕп. Çав вăхăтрах эпĕ хулана та курса савăнăп. Туйне вара ресторанта ирттерĕпĕр. Калаçса татăлтăм.
Ольга (савăннипе куççуль витĕр) Тавтапуç сана, ырă чунлă кукка. (Ыталаса питĕнчен чуп тăвать)
Олег. Сире мĕнле тав тумаллине халĕ эпир пĕлес те çук...
Григорий. Ыран сирĕн туй! Парне хыççăн парне пултăр тата телейлĕ пулăр, ачасем.
Шурочка. Телей, вăрăм кун-çул сунатăп сире. Урăх сирĕнпе тĕл пулаймăпăр, сывă пулăр. (Алă пама тăрать)
Григорий. Тăхта, Шурочка, тăхта... Эсĕ те пĕччен, эпĕ те пĕччен... Тепĕр хут калатăп: тух мана качча, иккĕн пулăпăр.
Шурочка (куççуль витĕр Григорие ыталаса). Эпĕ сана, чунăм, кĕтсе ывăнтăм, çавăнпа та пĕр шутласа тăмасăрах халех тăванусен умĕнче сана качча тухма сăмах паратăп.
Ольга (савăннипе сиксе илет, иккĕшне те ыталаса чуп тăвать). Эпĕ сирĕншĕн мĕн тери савăнатăп!
Олег. Эсир те телейлĕ пулăр.
Григорий (Шурочкăн аллине тытса чуп тăвать) Тинех пĕрле пулăпăр... Халĕ вара пире такси кĕтет! Кайрăмăр! Ыранччен тем туса та ĕлкĕрмелле, çапла мар-и-ха?
Ольгăпа Олег. Кукка темерĕн...
Шурочка. Кайрăмăр!
Пурте пĕрле чупса кайса курăнми пулаççĕ.
Чаршав.
Нина (2011-01-05 18:59:57):
Витемсер сырна,автор мен каласшан пулна - нимен те анланмарам, сыриччен малтан партак шухашлас пулать пуль тесе каласшан, касарар та,тиркесе мар, хаман шухаша пелтеретеп
Нина (2011-01-05 19:00:40):
Витемсер сырна,автор мен каласшан пулна - нимен те анланмарам, сыриччен малтан партак шухашлас пулать пуль тесе каласшан, касарар та,тиркесе мар, хаман шухаша пелтеретеп
Васса (2012-03-05 19:08:27):
Эп те малтан инсценировка тупрăм тесе пит савăнтăм,савăнни ахалех пулчĕ...
Валерий Михлеев (2012-03-16 12:29:58):
Комментари хушакансене çавăн пек каласшăн: аялта сайт автăрĕсем кăтартнă чăваш саспаллисемпе усă курма тăрăшăр.