Çăткăн кăмпасем


Ах, епле илемлĕ-çке

Çуллахи шăрăх кунсем!

Юлташпа иккĕн эпир

Савăнатпăр выляса.

Улăхри таса кӳлле

тăтăшах çӳретпĕр,

чăмпăл-чăмпăл тутаратпăр

алăпа та урапа

е тытатпăр вăлтапа

тутлă-тутлă карасне.

Юрататпăр çӳреме

ялти вулав керменне.

Ак паян Ванюк унта

тупрĕ чаплă кĕнеке

«Океан» ят панăскер.

— Ах, тăвасчĕ, — тет Ванюк,

— ман мăнаçлă пĕр карап.

Карап çӳрĕччĕ пĕрмай

океансен тĕпĕнче.

Унăн чӳречисенчен

курăнĕччĕ пит аван

шыври чĕрчун пурнăçĕ...

Ванюк ĕмĕчĕ мана

тыткăнларĕ пĕтĕмпех.

Ăна итлесе ларса

путнă тарăн шухăша.

 

Васкаса пыратăп эп

капитан каютине.

Приказ панă пухăнма

пур пулăшакансене

хăй патне Иван Иванч.

— Лăпкă океан паян

пит хăрушă инкекре, —

тет вăл çирĕп сассипе. —

Пĕр çулхине çакăнта

космосри «Мир» станцие

кивелсе çитнипеле

путарайнă ăсчахсем.

Хăш-пĕр элеменчĕсем

атмосфера сийĕнчен

тĕрĕс-тĕкел тухайнă

океан тĕпне вырнаçнă.

Вĕсем çинчи кăмпасем

космосра çуралнисем

чĕп-чĕрĕ те сывă,

тинĕсри чĕр чунсемпе

тăранса пурăнаççĕ.

Кунран кун халĕ вĕсем

пысăкланса пыраççĕ.

Кĕçех кăвак кит çине

тапăнма та пултарĕç.

Лăпкă океанри чĕрĕлĕх

пĕтсе ан лартăр тесен

пирĕн çав кăмпасене

тĕп тума тăрăшмалла.

 

— Пирĕн карап складĕнче

вунă ещĕк динамит

упранатчĕ пулмалла.

Сирпĕтес кăмпасене

çав динамитсемпе, —

терĕ боцман Кононов.

— Анчах космос кăмписем

йышланаççĕ пит хăвăрт.

Халь вĕсем океанра

пур тĕлте те пур.

Кăмпасене чăннипех

пĕтерес тесессĕн

вĕттине те, шултрине те

пухмалла пĕр вырăна.

 

Çак вăхăтра ăнсăртран

пирĕн карапа пит вăйлă

пырса çапрĕ темĕскер.

Карап вара çийĕнчех

океан тĕпне çити

анса ларчĕ туххăмрах.

Унăн ăшне майĕпен

шыв сăрхăнма пуçларĕ.

Капитан пăшăрханса,

— SOS тесе шаккас пулать.

Халех пурте тытăнăр! —

терĕ питĕ çирĕппĕн.

Шакканă сасса илтсе

пирĕн карап тавралла

пуçтарăнчĕç кăмпасем.

Шучĕ те çуккă вĕсен!

Кăштах вăхăт иртсессĕн

Кăмпасем хушăксенчен

кĕме тытăнчĕç пурте

пăсăлнă карап ăшне.

 

Пирĕн маттур капитан,

— Путре ларăр «гермика»1, —

тесе хытă кăшкăрчĕ.

Вăл юратнă карапне

«Хăйне хăй сирпĕнмелле»

режим çине хăварчĕ.

 

Эпир океан çийне

хăпарса çитсессĕн

пирĕн карап сирпĕнчĕ.

Космос çăткăн кăмписем

тĕп пулчĕçĕ пулмалла…

 

Çак вăхăтра ман пуçа

Шаплаттарчĕ темĕскер.

Пăхатăп та лайăхрах,

Ванюк тăрать умăмра,

— Вăран, Петюк, кайрăмăр!

Часах кĕтӳ ямалла!

Пуçа хыçса илтĕм те

Ванюк тусăм хыçĕнчен

Тапса сикрĕм ялалла.

_ _ _

1 Авариллĕ самантсенче шыв тĕпĕнче çӳрекен карап çинчен хăтăлмалли машина

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Энтри (2008-11-22 21:51:52):

Вулам кăсăк. Анчах калав формипе çырсан çак хайлав тата лайăхрах пулмаллаччĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемсĕр | Шухăшĕ: вăйсăр | Содержанийĕ: тарăн

 

Васильев Алёша (2008-12-01 11:21:54):

Аня, эсĕ пĕрремĕш икĕ класс Шупашкарта вĕренмен-щи? Ответле тархасшăн. Питĕ кирлĕ.

 

Вера тата Алина (2008-12-20 08:38:01):

Маттур, Аня. Пите илемле те каткас хайлав. Пире вулама пите килешре.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: